Етӗрне районӗнчи нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене Чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Угаслов хӑйӗн ҫуртне парнелени пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ. Йышлӑ ача ҫуратма шикленмен ҫемье виҫӗ хутлӑ хӑтлӑ ҫурта шалт кӑна кӗрсе ларнӑ.
Николай Угасловӑн ырӑ утӑмне чӑваш парламентарийӗсем хӑйсен черетлӗ сессийӗнче те асӑнса хӑварнӑ. Ырӑ утӑм тунӑ мецената Юрий Попов спикер та сцена ҫинчен тав тунӑ. «Эсир, Николай Федорович, нумай туни каламасӑрах паллӑ», — мухтанӑ Юрий Попов Угаслова.
Угаслова вара тепӗр депутат, Николай Малов, тиха парнелесси пирки сертификат тыттарнӑ. «Ку вӑл Етӗрне район ҫыннисенчен», — тенӗ вӑл, тихине вырӑнти лаша савутӗнчен тесе палӑртса хӑварнӑ. Сӑмах май, вӑл хӑй те ҫав тӑрӑхран. «Яланах ут ҫинче пулмалла пултӑр», — ырӑ суннӑ вӑл Угаслов депутата.