Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: 102 ҫула кайнӑ генерал-майор хӑй аллипе ҫыру ҫырса хуравланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.11.2014 13:42 | 1972 хут пӑхнӑ
Персона Егоров Пётр Егорович
Егоров Пётр Егорович

Ҫапларах пӗлтерет гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. Чӑвашла энциклопеди пурри пирки пӗлетӗр пулӗ? Темиҫе ҫул каялла унӑн 4-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑччӗ. Каярах институтра ҫав энцилопедийӗн электронлӑ вариантне йӗркеленӗ. Енчен те хут ҫинчи информацие ҫӗнетме тата улӑштарма хӗнтерех пулсан — электронлине институтра ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Тӗрӗс информаци те пухма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Егоров Пётр Егоровичран ҫыру килнӗ иккен. Ватӑ генерал-майор — вӑл 102 ҫула кайнӑ — хӑй аллипе ҫырса хуравланӑ. Ҫырӑвӗнче вӑл хӑйӗн пирки ҫирӗплетекен фактсене илсе панӑ, кун-ҫулӗнчи паллӑ саманчӗсене уҫса панӑ. Ҫырупа институт сайтӗнче паллашма пулать.

Егоров Пётр Егорович 1913 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1933 ҫулта Балашовори авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1937–1941 ҫулсенче Амур облаҫӗнчи Свободный, Тында, ҫавӑн пекех Ҫӗнҫӗпӗрпе (выр. Новосибирск) Хабаровск хулисенчи аэропорчӗсенче вӗҫевҫӗ пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтенче Инҫет хӗвелтухӑҫри граждан авиацийӗн управленийӗнче тӑрӑшнӑ. 1945 ҫултанпа авиаци ушкӑнӗсен штаб начальникӗ пулнӑ. 1973–1988 ҫулсенче Мускавра пурӑннӑ, Внуково аэропортӗнче ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫар академийӗнче ҫамрӑксене вӗрентнӗ. 1988 ҫулта Хабаровска таврӑннӑ. Халӗ те унтах пурӑнать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ЧНК Хабаровск енӗнчи элчи пулнӑ. Пётр Егорович темиҫе кӗнеке авторӗ пулнине те манмалла мар.

#ЧПГӐИ, #энциклопедисем, #Хабаровск, #Хабаровск енӗ, #ҫырусем, #хуравсем, #Шупашкар районӗ, #Тутаркасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем