Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Чӑваш чӗлхи: Трак енре «Нарспи» поэмӑна илемлӗ вуларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 24.04.2015 20:05 | 2065 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи «Нарспи» вулавне хутшӑннисем
«Нарспи» вулавне хутшӑннисем

Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкне халалласа Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Красноармейски районӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен пултаруллӑ ушкӑнӗ пуҫарнипе Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Упи шкулӗнче Аслӑ поэтӑмӑрӑн вилӗмсӗр «Нарспине» пӑхмасӑр илемлӗ вулассипе ӑмӑрту иртрӗ. Унта пурӗ районти шкулсенчи 13 вӗрентекен хутшӑнчӗ. Вулакансем поэмӑн кашни сыпӑкнех йӗркипе илемлӗ каласа пачӗҫ.

Хаклакансем кашни вулакан куракансене хӑйне епле итлеттерме пултарнине, чӗлхе уҫӑмлӑхне, поэма сыпӑкӗн хӗрӳ саманчӗсене палӑртма пултарнине тата сӑнарсен кӑмӑл-туйӑмне уҫса пама тӑрӑшнине шута илчӗҫ. Ҫивӗч тупӑшура пӗрремӗш вырӑна Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗнчи З.П.Михайлова тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑна Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Алманч шкулӗнчи Т.Ю.Григорьева тата Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн методисчӗ И.М.Федорова тивӗҫрӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Карай шкулӗнчи А.Ю.Никандрова тата Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Упи шкулӗнчи В.В.Васильева ҫӗнсе илчӗҫ.

Маттур вӗрентекенсене ӑшшӑн саламлатпӑр!

Сӑнсем (39)

#Литература ҫулталӑкӗ, #Упи, #Красноармейски районӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #конкурссем, #Красноармейски, #Алманч, #Карай, #шкулсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем