Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем

Республикӑра Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони тимӗрҫисем хатӗрленӗ тирпейлӳҫӗ
Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони тимӗрҫисем хатӗрленӗ тирпейлӳҫӗ

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре, хулана кӗнӗ вырӑнта, тимӗртен шӑратнӑ тирпейлӳҫе вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӑл килен-каяна кӗтсе илет.

Тимӗр тирпейлӳҫӗ – виҫӗ метр ҫӳллӗшскер. Вӑл аллине шӑпӑр тытнӑ. Ӑна Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони тимӗрҫисем тимӗр картаран ятарласа Ҫӗрпӳ ярмӑркки пуҫланас умӗн хатӗрленӗ.

 

Культура Искей Пайтулӗн палӑкӗн эскизӗ
Искей Пайтулӗн палӑкӗн эскизӗ

Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Васильевич Захаров кӳлепеҫӗ (вӑл, 1949 ҫулта ҫуралнӑскер, хӑй вӑхӑтӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ) чӑвашсен паллӑ поэчӗн, халӑха хӳтӗлеме кар тӑнӑ, Степан Разин ҫарӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ Искей Пайтулӗн ҫар паттӑрӗн (полковникӑн) палӑкӗн проект эскизне хатӗрленӗ. Ӑна ку проекта хатӗрлеме Чӑваш халӑх писателӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Юхма Мишши ҫыравҫӑ хавхалантарнӑ. Сӑмах май, Пайтул ҫуралнӑранпа кӑҫал 343 ҫул ҫитрӗ. Поэтӑн 340 ҫулхине Трак тӑрӑхне кӗрекен Сурӑмхӗрри ялӗнче (хӑш-пӗр историксем каланӑ тӑрӑх вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ) анлӑн паллӑ турӑччӗ, ӑна асӑнса йывӑҫ юпа та лартса хӑварнӑччӗ (кунта пӑхӑр http://chuv-krarm.3dn.ru/news/pajtula_capla_chyslarec_suramkherrinche/2011-08-04-228).

Ҫак палӑка поэт тата ҫар пуҫӗ ҫуралнӑранпа 350 ҫул ҫитнӗ тӗле вырнаҫтарса лартсан пит аванччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/news/
 

Ҫутҫанталӑк Сасӑлав кӑтартӑвӗсем
Сасӑлав кӑтартӑвӗсем

РФ Ҫутҫанталӑк министерстви тата «Ҫутҫанталӑк» фонд «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцине ирттерет. Кӑҫал ҫулла ҫӗршыври регионсенче сасӑлав иртет, унпа килӗшӳллӗн кашни тӑрӑх хӑйӗн симӗс паллине палӑртӗ.

Симӗс паллӑ край, республика, облаҫ ҫутҫанталӑкӗпе, историпе, культурипе ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ӳсен-тӑран та пулаять: йывӑҫ, тӗм, чечек.

Раҫҫей аллейине Севастопольти Ҫӗнтерӳ паркне вырнаҫтарӗҫ. Чӑваш Республикин симӗс паллишӗн ruspriroda.ru сайтра сасӑлама пулать.

 

Культура

Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялти «Илем» фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Турханти психоневрологи центрӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем вӗсене хапӑлласа кӗтсе илнӗ. Зал лӑк тулли пулнӑ.

«Илем» фольклор ансамблӗ 1991 ҫулта йӗркеленнӗ. Ун чухне унӑн ертӳҫи мусӑкҫӑ, вӗрентекен, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Владимир Антонов пулнӑ. Паянхи кун та вӑл ушкӑна ертсе пырать.

«Илем» фольклор ушкӑнне 1999 ҫулта халӑх ятне панӑ. Вӑл Патӑрьел, Улатӑр, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче, Шупашкарта, Чӗмпӗрте, Мускавра, Чӗмпӗр районӗнчи Чӑнлӑ районӗнче, Тутарстанри Пӑва, Теччӗ районӗсенче концертпа пӗрре мар пулнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ялӗнче Иван Захарович Антоновӑн мӑнукӗсем Наталья тата Сергей Артемьевсем пулнӑ.

Мордва ҫыравҫи, журналисчӗ Иван Захарович Антонов Патӑрьел районӗнчи Шӑхач ялӗнче 1919 ҫулта ҫуралнӑ. 1929 ҫулта амӑшӗпе пӗрле Ирҫе Ҫармӑс ялне куҫса килнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче стрелоксен 141-мӗш дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ, «Тӑван ҫӗршыв чӗнет» хаҫат редакцийӗн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи чи паллӑ хайлавӗсем – «Алексей Иконников сержант», «Автоматчик яланах ҫӗнтерет» тата ыттисем те. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн мордва литературинче унӑн «Пӗрлӗхлӗ ҫемьере» романӗ палӑрнӑ.

Иван Антонов – драматург та, критик та пулнӑ. Вӑл вырӑсла та, мордвалла та аван ҫырнӑ. Унӑн чи ҫывӑх юлташӗ мордва ҫыравҫи Василий Зубов журналист пулнӑ. Вӗсем районсене пӗрле тухса ҫӳренӗ.

Иван Захаровичӑн хӗрӗн Лидия Ивановнӑн ачисем Натальйӑпа Сергей Ирҫе Ҫармӑсри А.В.Рогожин ячӗллӗ вулавӑша ситсе курнӑ. Вӗсем ҫак ялта пӗрремӗш хут пулнӑ. Вӗсен кунта кукашшӗне асра тытни хавхалантарнӑ. Вӗсем малашне вулавӑшпа, музейпе ҫыхӑну тытасшӑн.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсене чысланӑ.

Чӑваш кӗнеке издательстви ҫакнашкал конкурса пиллӗкмӗш хут ирттерет. Ачасем ҫулсерен хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Вуласа тухнӑ кӗнеке пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтереҫҫӗ, сӑвӑ,-калав ҫыраҫҫӗ, ӳкереҫҫӗ…

Кӑҫал жюри 365 ӗҫе пӑхса тухнӑ. Конкурса Вӑрмар районӗн ачисем те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекен Дарья Антонова, Егор Васильев, Аннетта Прохорова, Пысӑк Енккасси шкулӗнчи Мария Павлова, Юлия Иванова.

Егор Васильев, 5-мӗш класра вӗренекенскер, «Кӗнеке – ача аллипе» номинацире ҫӗнтернӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви ӑна дипломпа, парнесемпе чысланӑ.

 

Республикӑра

Муркаш районӗнче Хорнуй ялӗнче пурӑнакан 82 ҫулти кинемей вӑрмана кӑмпана кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫӑлав службине кун пирки ҫӗртмен 30-мӗшӗнче 14.08 сехетре пӗлтернӗ. Арҫын амӑшӗ ҫӗртмен 29-мӗшӗнче кӑмпана кайсан киле таврӑнманни ҫинчен пӗлтернӗ.

Кинемейӗн ҫумра карас телефонӗ пулнӑ. Анчах ҫурҫӗр хыҫҫӑн вӑл ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫав кунах ял халӑхӗ тата полицейскисем йытӑпа шырама тытӑннӑ.

Виҫӗ ҫӑлавҫӑ вырӑна ҫӗртмен 30-мӗшӗнче 15 сехетре ҫитнӗ. Телефон операторӗ пӗлтернипе кинемей хӑш вырӑнарах пулнине палӑртнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 40 ҫухрӑм квадроциклпа кайнӑ. Кинемей ҫул туптӑр тесе сасӑ янӑ.

82-ри хӗрарӑма 19.50 сехетре тупнӑ. Ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1199264
 

Республикӑра

Утӑ уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче Ҫерпӳ ярмӑркки пулӗ. Пӗрремӗш кунхине Анатри Кипекҫе ялӗнче фельдшерпа акушер пунктне уҫӗҫ. Ку Ҫӗрпӳ районӗнче – иккӗмӗш ФАП.

17 сехетре тӗрлӗ сӑнар район ҫыннисене, хӑнисене савӑнтарӗ. Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ хыҫҫӑн шкултан вӗренсе тухнисене саламлӗҫ. 17.30 сехетре Ярмӑрккӑ лапамӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи 154 выпускник пухӑнӗ, вӗсенчен 32-шне уйрӑм палӑллӑ аттестат парӗҫ. Унтах пулас студентсен картишӗ ӗҫлӗ, республикӑри аслӑ шкулсем хӑйсем пирки каласа кӑтартӗҫ. 18 сехетре «Ташӑ калейдоскопӗ» пулӗ. 19.30 сехетре «Ҫеҫпӗл» ушкӑн юрлӗ. 20.30 сехетре – файер-шоу. Кун ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ.

Иккӗмӗш кунхине ярмӑрккӑ «Ачалӑх асамат кӗперӗ» ача-пӑча пултарулӑх фестивалӗпе пуҫланӗ. Унтан Акатуй пулӗ. 12 сехетре ултӑ регионти пултарулӑх ушкӑнӗсем утӗҫ. 14.30 сехетре – туслӑх карти. Ҫак кун халӑх ытти мероприятипе те киленме пултарӗ.

Виҫҫӗмӗш кун – фестиваль кунӗ пулӗ. Вӑл Ҫерпӳ районӗнчи театр ушкӑнӗсен фестивалӗнчен пуҫланӗ. 11 сехетре А.Г.Орлов-Шуҫӑм ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа М.Яклашкинӑн академи капелли тата 6 районти ушкӑнсем композитор юррисене шӑрантарӗҫ. 13.

Малалла...

 

Культура Тобольскри Чӑваш сӑрчӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн
Тобольскри Чӑваш сӑрчӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн

Тобольск хулинче Чӑваш сӑрчӗ ҫине такам пысӑк саспаллисемпе юрату сӑмахӗсем ҫырнӑ. «Милая Яна» тенӗ унта. «Милая» сӑмаха кам ҫырнине тупнӑ-ха, анчах вӑл «Яна» сӑмаха ҫырманнине ӗнентерет.

Ҫутҫанталӑк палӑкне сӑтӑр кӳнӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тобольскра пурӑнакан 29 ҫулти арҫыннӑн шӑпине суд татса парӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Анчах хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫӗртмен 5-мӗшӗнче «милая» сӑмаха ҫеҫ ҫырнӑ. Ҫапла майпа арҫын савнине Людмилӑна савӑнтарасшӑн пулнӑ-мӗн. «Яна» сӑмаха кам ҫырнине пӗлмест.

29 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак ту культура пуянлӑхӗ пулнине пӗлмен, асӑрхаттарса ҫырнине курман. Юрату сӑмахӗ ҫырса вӑл савнине кӑна мар, Тобольскра пурӑнакансене те савӑнтарма шухӑшланӑ иккен. Касса кӑларнӑ саспаллисем вырӑнне чечек акасшӑн пулнӑ.

Ку ӗҫе тетелте хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Халӗ каснӑ ҫереме мӗнле ҫӗнетмелли пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл та, фенологсен шухӑшӗпе, пуянлӑх шутланать.

Халӗ суд пулмалла. Арҫынна е 3 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, е 400 сехет ӗҫлеттерме, е 3 ҫуллӑха хупма пултарӗҫ.

 

Персона Вениамин Мамуткин
Вениамин Мамуткин

Шупашкар тӗп архитекторӗ ҫӗнелнӗ. Халӗ унӑн пуканне Вениамин Мамуткин йышӑннӑ. Кун пирки Алексей Ладыков ҫӗртмен 30-мӗшӗнче иртнӗ пухура пӗлтернӗ.

«Вениамин Мамуткин конкурс витӗр тухнӑ, паянтан хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑнать. Унччен вӑл Йошкар-Олара архитекторта ӗҫленӗ, унӑн опыт нумай», - тенӗ Алексей Ладыков.

Шупашкарӑн унчченхи архитекторӗ Александр Шевлягин кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӑл унта 2012 ҫулхи ҫулларанпа вӑй хунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3325, 3326, 3327, 3328, 3329, 3330, 3331, 3332, 3333, 3334, [3335], 3336, 3337, 3338, 3339, 3340, 3341, 3342, 3343, 3344, 3345, ... 3920
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 21

1900
125
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1903
122
Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1929
96
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1949
76
Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1991
34
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ.
2006
19
Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...