Ача ҫуратса укҫаллӑ пулма ӗмӗтленекенсене савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерер: амӑш капиталне сахалтан та тепӗр икӗ ҫул парӗҫ. Кун пирки паян ҫершыв Президенчӗ Владимир Путин РФ Федераци Пухӑвне Ҫыру янӑ вӑхӑтра асӑнни пирки РБК пӗлтерет. Ку шухӑша ҫынсем алӑ ҫупсах йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, ку программа килес ҫул вӗҫленмеллеччӗ. Хальлӗхе унпа ҫӗршыври 6,5 млн ҫын усӑ курма ӗлкӗрнӗ. Ку шутра Крымри тата Севастопольти ҫемьесем те пур.
Амӑш капиталне ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан 2007 ҫулта пама тытӑнчӗҫ. Малтанласа ҫак укҫа виҫи 250 пинпе танлашатчӗ. Ку хисепе кашни ҫулах инфляцие кура индексацилесе пычӗҫ. Кӑҫал вӑл 453 пине ҫитрӗ.
Чӑваш Енре, сӑмах май, виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан тепӗр 100 пин хушса параҫҫӗ.