Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт Аделина Сотникова
Аделина Сотникова

Виҫӗмкун олимп вӑййинче 17 ҫулхи Аделина Сотникова тӑркӑчпа (конькипе) илемлӗ ярӑнса ылтӑн медале тивӗҫрӗ. Кунашкал ҫитӗнӗве унччен ни Совет Союзӗнче ни Раҫҫей вӑхӑтӗнче туманччӗ, ҫаванпах пулӗ ҫӗршыв чӑннипе те савӑнчӗ.

Аделина Сотникова Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттарӗн Александр Васильевич Кочетовӑн мӑнукӗн хӗрӗ иккен. Виҫӗ ҫулта чухне вӑл хӑйӗн амӑшӗпе Улатӑра тӑванӗсем патне хӑнана та килсе кайнӑ иккен. Халӗ Улатӑрта унӑн аякри тӑванӗсем Анатолий Николаевичпа Любовь Александровна Федотовсем пурӑнаҫҫӗ.

«ПроГород» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх Шупашкарта та тӑванӗсем ҫук мар. Унта пурӑнакан тӑванӗ патне Аделина пӗрре мар килсе кайнӑ тет.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнарта ветерансемпе пенсионерсен районти канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Ветерансемпе тӗл пулни ҫирӗп экзамен витӗр тухнӑнах», — тесе ҫырнӑ район администрацийӗн сайтӗнче курнӑҫу пирки хыпарланинче.

Чӑн та, аслӑ ҫулхисем чылай чухне чӗрӗ, тем пирки те уҫҫӑн калама хатӗр. Хальхинче вӗсем район центрӗнчи Илларионов урамӗнче мунча ӗҫлеттермелли, тротуарсене юсамалли, вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине сутма пасарта вырӑн уйӑрмалли пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн халӑхпа уҫҫӑнрах пулмаллине те асилтернӗ вӗсем. Кунсӑр пуҫне ватӑсем поселокӑн ҫурҫӗр енче хӑпаракан микрорайонӗнче стадион тата пӑр катокӗ кирлине палӑртнӑ иккен.

 

Вӗренӳ

Ҫуркуннен пӗрремӗш кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ митингпа кӗтсе илесшӗн иккен. Ӑна вӗсем хула администрацийӗнчен инҫе мар вырӑнта йӗркелесшӗн.

Ашшӗ-амӑшне пухӑнма ача-пӑча пахчин хакне хӑпартни хистенӗ иккен. Малашне пӗчӗккисене 10 сехетлӗхе унта янӑшӑн 1 575 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, 12 сехетшӗн — 1 890 тенкӗ. Ҫынсене уйрӑмах спутник-хулара ҫур ҫул каялла кӑна хаксене 1200-тен 1500-е хӑпартни тарӑхтарать, пухӑнма хистет.

 

Пӑтӑрмахсем Пушарта 8 ҫынна ҫӑлнӑ
Пушарта 8 ҫынна ҫӑлнӑ

«Вӑрӑ хӑйӗн хыҫҫӑн мӗн те пулин хӑварать, пушар хыҫҫӑн вара нимӗн те юлмасть», — теҫҫӗ халӑхра. Республикӑра унта та кунта «хӗрлӗ автан» ташланине, шел те, час-часах илтме тӳр килет. Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Хурама Тӑвар ялӗнче икӗ пӗчӗк хӗрача ҫунса вилчӗҫ. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче вара Ҫӗмӗрле хулинче пушар тухнӑ.

Пушар Урицкий урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра алхаснӑ. Телее, ку тӗслӗхре ҫын пурнӑҫӗ татӑлман. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑмран 8 ҫынна кӑларнӑ: вӗсен йышӗнче — 14 ҫул тултарман икӗ ача.

Пушар тухни пирки пушарнӑйсене 77 ҫулти карчӑк пӗлтернӗ. ИӖМ ӗҫченӗсем шӑнкӑрава 3.48 сехетре йышӑннӑ, тепӗр виҫӗ минутран вырӑна ҫитнӗ. Пӗрремӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, ҫавна май ҫуртра пурӑнакансене эвакуациленӗ. Пусма тӑрӑх 19 ҫын ҫуртран тухнӑ.

Ҫынсене эвакуациленӗ вӑхӑтра ытти пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. «Хӗрлӗ автан» ирхи 4.30 сехетре ташлама чарӑннӑ.

Пушара пула сӗтел-пукан, хваттерӗн шал енӗ, подъездри хӳме сиенленнӗ. Халӗ пушар тухнин сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1699.html
 

Вӗренӳ

Вӗренӳ управленийӗ 2014–2016 ҫулсем валли «Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программа хатӗрлет. Тӗллевӗ — ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ.

Программӑпа килӗшӳллӗн Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче террортан хӳтӗленес тӗллевпе хушма мерӑсем йышӑнӗҫ. Картасене улӑштарма, мониторинг, инкеклӗ лару-тӑру ҫинчен пӗлтерекен тытӑмсене лартма, хӑрнӑ йывӑҫсене касма палӑртнӑ. Хӑш-пӗр ача пахчисенче автоматика шлакбаумӗ лартма палӑртнӑ.

Хула влаҫӗ вара вӗренӳ учрежденийӗсене видеотытӑмсемпе малалла тивӗҫтереҫҫӗ. Планпа килӗшӳллӗн 2014 ҫул вӗҫне Шупашкарти учрежденисен 50 проценчӗ видеотытӑмлӑ пулмалла.

«Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программӑна пурнӑҫламашкӑн хула хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ. Проекта йышӑнсан вырӑнти тӳре-шаран хурал предприятийӗ шырамалла. Вӑл вырӑнсенчи йӗркешӗн яваплӑ пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫул ҫинчи чылай авари ӳсӗр водителе пула сиксе тухать. Кун пирки темен чухлех асӑрхаттараҫҫӗ пулин те хӑшӗ-пӗрин хӑлхине кӗмест. Шупашкарта пулса иртнӗ пӑтӑрмах вара, телее, инкекпе вӗҫленмен.

Ӳсӗр бульдозерҫӑ кабинӑна пӗччен мар, ачапа ларнӑ. Хайхискер Богдан Хмельницкий урамӗпе тротуарпа пынӑ. Бульдозер юпана пырса тӑрӑннӑ, унтан водитель каялла чакса тӗмсем урлӑ ҫул ҫине тухнӑ, кайран каллех тротуар ҫине таврӑннӑ. Ӳсӗр бульдозеритса патруль экипажӗ чарнӑ.

Водительрен эрех шӑрши кӗнӗ. Арҫын малтанах нимӗн те ӗҫменнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Унтан ирхине 50 грамм эрех ӑша янине пӗлтернӗ. Унӑн мухмӑр пулнӑ-мӗн. Каярахпа кӑнтӑрлахи апатра та эрех ӗҫнине каланӑ. Медицина тӗрӗслевӗ бульдозерист самаях ӳсӗррине палӑртнӑ: 1:4 промилле. Водитель хӑйӗнпе кабинӑра ларакан ача ывӑлӗ пулнине ӑнлантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1109997
 

Республикӑра

Ку Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн арҫынсем валли чӑн-чӑн парне тейӗн. Шупашкарта Наци музейӗнче Раҫҫей ШӖМӗн офицерӗсем пирки хатӗрленӗ кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Вӑл «Преодоление» (чӑв. «Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерни») ятлӑ.

Кӗнеке офицерсем пирки каласа кӑтартать. Вӗсем Ҫурҫӗр Кавказра ятарлӑ операцисенче йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн строя ҫӗнӗрен тӑмашкӑн вӑй-хал ҫитернӗ. Кӗнеке авторӗ — Паттӑрлӑх Орденӗн кавалерӗ Николай Петелин. Вӑл хӑ те ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Чечняна командировкӑна 27 хут кайнӑ. Николай Петелин кӗнеке ҫырас тӗллевпе материалсене 3 ҫул пухнӑ. 11 офицер кӗнеке геройӗсем пулса тӑнӑ. Кашниех — паттӑр, кашнинченех тӗслӗх илме пулать.

Николай Петелин ҫакнакшал ҫынсемпе калаҫни савӑнӑс кӳнине палӑртать.

— Санӑн пӑтӑрмахусем вӗсеннипе танлаштарсан ниме те тӑманнине ӑнланатӑн. Ҫын урине ҫухатсан та малалла пурӑнать: авланать, ача-пӑча ҫуратса ӳстерет. Вӑл — упӑшка, пичче, ывӑл, ҫар ҫынни. Санпа ҫума-ҫумӑн ҫакнашкал ҫынсем ӗҫленӗшӗн мӑнаҫланма тытӑнатӑн, — тенӗ Николай Петелин.

 

Хулара

Миграци службин тимлӗхе пӗр самантлӑха та ҫухатмалла мар ҫав. Ара, урӑх ҫӗршывран килнӗ ҫынсене тӗрӗслесех тӑмалла. Пысӑк хуласенче, уйрӑмах Мускавра, ют халӑх ҫыннисем саккунсӑр майпа пурӑннине, ӗҫленине телекуравпа час-часах курма пулать. Пирӗн республикӑра та ют ҫӗртен килнисем ҫук мар. Ав Тӗп пасарта «Раҫҫее килтӗн тӗк саккунлӑ майпа ӗҫле» тесе ҫырнине темиҫе вырӑнта та вулама пулать.

Нумаях пулмасть Миграци службин Чӑваш Енри управленийӗ 43 студент, Туркменистан ҫыннисем, саккунпа килӗшӳллӗн ӗҫлме ирӗк паракан документсӑр вӑй хунине тупса палӑртнӑ. Вӗсем пурте И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУра вӗренеҫҫӗ иккен. Ҫитменнине вӗсенчен 15-шӗ 18 ҫул тултарман.

Туркменистанран Шупашкара вӗренме килнӗ студентсем тирпейлӳҫӗре ӗҫленӗ, ҫурт-йӗрсене юсакаланӑ. Анчах Раҫҫей саккунӗсемпе килӗшӳллӗн ку йӗркене пӑсни шутланать.

Халӗ тытса чарнӑ студентсене 2 пин тенкӗ тӳлеттерме пултарӗҫ. Вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫыннӑн вара 7 миллион тенкӗ таран кӗсйинчен кӑларса хумалла. Унӑн организацине 1,5 ҫуллӑха ӗҫлеме чарма та пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра

Афган вӑрҫи пирки паян тӗрлӗрен калаҫакан пур. Паттӑрла теме ӑна никамӑнах та чӗлхи ҫаврӑнмасть-тӗр. Апла-и,к апла-и, анчах ют ҫӗрте миҫе совет салтакӗ пуҫ хунине вара асран ниепле те асран кӑлараймӑн. Тата мӗн чухлӗ амӑшӗ унта ывӑлне ҫухатнине те манма юрамасть. Ҫывӑх ҫынна, тӑван тӗпренчӗке, ҫухатнӑ ҫыннӑн суранӗ тем чухлӗ ҫул иртсен те тӳрленмест-ҫке. Патӑрьел районӗнчи Сител ялӗнче пурӑнакан Роза Журавлева та пӗртен пӗр ывӑлне Афган вӑрҫинче ҫухатнӑ. Тӑватӑ ача амӑшӗ ачисене пӗччен ура ҫине тӑратнӑ. Пӗве кӗнӗ ывӑлне салтака пуҫтарса кайнӑ, унтан вӑл тупӑкра таврӑннӑ…

Афган вӑрҫинче ывӑлне ҫухатнӑ амӑшӗ патӗнче нумаях пулмасть тӑван тӑрӑхри, Пӑлапуҫ-Пашьелти вӑтам шкулта вӗренекенсем, пулнӑ. Вӗсем ватӑпа юмахлама та, кил хушшинчи юра туртса пама та ӗлкӗрнӗ. Ыр кӑмӑллӑх ӗҫне ачасем Афганистанран совет ҫарӗсене илсе тухни чӗрӗк ӗмӗр ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.

Сӑнсем (17)

 

Чӑвашлӑх Лауриата чысланӑ самант
Лауриата чысланӑ самант

Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче наци вулавӑшӗнче В.В. Николаева асӑнса мероприяти ирттерчӗҫ. Ун ячӗпе хисепленекен премие кӑҫал паллӑ тюрколога, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тӗп сотрудникне, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторне Николай Иванович Егорова пачӗҫ.

Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх мероприятие К.В.Иванов ячӗллӗ фонд ертӳҫи Виталий Петрович Иванов ертсе пынӑ. Преми лауриатне те вӑлах чысланӑ. Ҫавӑн пекех Хисеп хучӗсем илме ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш Ен радиовӗн шеф-редакторӗ Ольга Туркай, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн пай пуҫлӑхӗ Галина Соловьева тивӗҫнӗ.

Асӑну каҫӗнче юрӑ-ташӑ янранӑ, чӑваш тумӗсене кӑтартнӑ, Василий Васильевича аса илнӗ.

Сӑнсем (14, Тимӗр Акташ тунисем)

 

Страницӑсем: 1 ... 3157, 3158, 3159, 3160, 3161, 3162, 3163, 3164, 3165, 3166, [3167], 3168, 3169, 3170, 3171, 3172, 3173, 3174, 3175, 3176, 3177, ... 3632
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...