«Парнас» партин регионти канашӗн пайташӗ Дмитрий Семенов Этем правине хӳтӗлекен Европӑри суда ҫитнӗ. Ҫамрӑка Дамира Гайнутдинова юрист хӳтӗлет.
Каччӑна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче РФ Пуҫиле кодексӗпе айӑпланӑччӗ, ун пирки суд экстремизмла ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама чӗннӗ тесе йышӑннӑччӗ. Аса илтеретпӗр, каччӑ тӗнче тетелӗсенчен пӗринче Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев евӗр сӑнлӑ демотиватора перепост туса сарнӑ тесе калаҫрӗҫ.
Дмитрий Семенова суд 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ, анчах вӑл амнистие лекнӗ. Каччӑ ваккачӗ ӳкерчӗк авторӗ «Парнас» хастарӗ мар тени те ӑна хӳтӗлесе хӑварма май паман.
Европӑри суд заявление регистрациличчен 1 уйӑхран пуҫласа 3 уйӑх таран кӗтме тивӗ. Суд ҫӑхава йышӑнмасан та пултарать.
Шупашкарти «Ирбис» хӑна ҫуртӗнче ӗнер «Демократическая коалиция» (чӑв. «Демократиллӗ коалици» е «Демократиллӗ пӗрлӗх») партисен ушкӑнне йӗркелекенсенчен пӗрипе — «Демократический выбор» (чӑв. Демократиллӗ суйлав) парти ертӳҫипе Владимир Миловпа — тӗлпулу йӗркеленӗччӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ пире 2 сехетлӗ пуху мӗнле иртни пирки каласа пачӗ.
Владимир Милов хӑй Кемерово хулинче ҫуралнӑ. Мускаври ту-сӑрт патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 2002 ҫулта вӑл Энергетика министрӗн ҫумӗ пулнӑ, 2012–2015 ҫулсенче — «Демократиллӗ суйлав» парти ертӳҫи. «Демократиллӗ коалици» (унта «Парнас», Алексей Навальнӑйӑн «Прогресс партийӗ» тата ыттисем кӗреҫҫӗ) кӑҫал кӗркунне иртекен суйлава хутшӑнас шухӑшлӑ.
Шупашкарти тӗлпулӑва «Парнас» партийӗн вырӑнти уйрӑмӑн ертӳҫи Дмитрий Семёнов уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑна сӑмах илнӗ, вӑл Раҫҫейри экономикӑпа политикине тишкерсе панӑ. Ҫавӑн пекех хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Раҫҫей хутшӑнакан вӑрҫӑсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, РФ Президенчӗн рейтингне хак панӑ. Владимир Милов шухӑшӗпе кӗркуннехи суйлава хутшӑнмаллах. Унӑн шухӑшӗпе Раҫҫейри улшӑнусене саккунсене улӑштарса ҫеҫ тума пулать.
Тепӗр виҫӗ кунтан, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта Владимир Милов экономистпа курнӑҫу йӗркелеме палӑртнӑ.
Владимир Милов — «Парнас» парти никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ демократи коалицин ертӳҫисенчен пӗри. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫей Федерацийӗн энергетика министрӗн ҫумӗ тата Энергетика политикин институчӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти «Ибис Центр Шупашкар» хӑна ҫурчӗн «Атӑл» конференц-залӗнче 18 сехетре пуҫланмалла. Тӗлпулура Раҫҫей Федерацийӗнчи политика тата экономика хальхи лару-тӑрӑвне, «Парнасӑн» ҫитес суйлавпа ҫыхӑннӑ планӗсене сӳтсе явӗҫ. Унта Чӑваш Енри ҫивӗч ыйтусене те хускатасшӑн. Тӗлпулӑва тӳлевсӗр кӗртессине, пурне те хапӑл пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Владимир Милов малтанласа пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче килмелле пулнӑ, анчах ун чух экономистӑн килме май килменрен курнӑҫӑва куҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта паллӑ мар ҫынсем Халӑх ирӗклӗхӗн партийӗн (ПАРНАС) хастарӗн Феликс Милицинӑн урапине киревсӗр сӑмахсемпе ҫырса пӗтернӗ.
Феликс Милицин урапине сӑрласа пӗтернине авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине асӑрханӑ. «Тимӗр урхамаха» хура сӑрӑпа вараланӑ.
Урапан малти чӳречи ҫине ашкӑнчӑксем «Фашист» тесе ҫырнӑ, водитель алӑкӗ ҫине «Вали» тесе сӑрланӑ. Кунсӑр пуҫне виҫӗ кустӑрмине шӑтарнӑ.
Хастар хӑй шутланӑ тӑрӑх, ку политикӑпа ҫыхӑннӑ. Вӑл Раҫҫей позицине Крым тата Украина тӗлӗшпе критиклесе пӗччен пикет темиҫе те ирттернӗ. Феликс Милицин ҫакӑнпа ҫыхӑнтарать ку пулӑма.
Унччен ӑна хӑратни те пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл хваттерне улӑштарнӑ. Халӗ хур курнӑскер полицие ыйту ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |