Культура
![]() Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле Шупашкарти тӗрлӗ ентешлӗхсем хӑйсен уявӗсене ирттереҫҫӗ. Ак, ӗнер, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче кӑнтӑрла Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснисем пухӑнчӗҫ. Уявра тӳре-шара тухса сӑмах каларӗ, пухӑннисене саламларӗ. Ертсе пырасса вара Виталий Сергеевпа Алиса Ахахпи ертсе пычӗҫ. Вӗсем юрӑпа тата кулӑшпа савӑнтарчӗҫ. Хӑйсен пултарулахне ытти артистсем те кӑтартрӗҫ. Сӑмах май, «Канашсем» ентешлӗхе малашне урӑх ҫын ертсе пырасси пирки каласа хӑварас пулать — Анатолий Кипеч ватӑлнине шута илсе ку ӗҫе урӑх ҫын туса пырӗ. Сӑнсем (67) | ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Кӗҫнерникун, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваша чӑваш чӗлхи кирлӗ» канашлу иртрӗ. Ӑна асӑннӑ институтпа вӗренӳ институчӗ, ЧНК тата ЧР учительсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ йӗркеленӗ. Канашлӑва вӗренӳ министерствинчен Петрова Светлана Владимировна, ЧНК вице-президенчӗ Валерий Кламентьев ҫитнӗ. Ку канашлура пӗтӗмӗшле илсен чӑваш чӗлхине шкулсенче тата ача пахчисенче вӗрентесси пирки калаҫрӗҫ. ФГОС тавра калаҫрӗҫ, чӑваш чӗлхин сехечӗсене мӗнле майпа чакармасӑр хӑварма пултарасси ҫинчен. Светлана Владимировна хӑйӗн сӑмахӗнче министерство ҫак ыйту ҫине мӗнле пӑхнине каласа пачӗ. Вӗсем имӗш шкулсене ФГОС панӑ 3-мӗш варианта йышӑнма сӗннӗ. Ку варианта наци республикисенче усӑ курмашкӑн тунӑ, анчах пӑтӑрмах ҫуратнӑ шкулсем темшӗн тепӗр вариантсене илнӗ пулать. Кӑна тӳрлетмелле иккен. Светлана Владимировна ҫавӑн пекех шкулсен уставӗсене ҫӗнетесси пирки каларӗ — унта вӗренӗве чӑвашла та ирттермелли пирки кӗртмелле имӗш. | ||
Республикӑра
![]() Пирус сиенӗ пирки ҫынсене асӑрхаттарас, унран пистерес тесе республикӑра тӗрле акци иртет. Ахӑртнех, кун пек мероприятисен усси пурах. Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче вара пируспа кӗрешмелли хӑйне евӗр мел шухӑшласа кӑларнӑ. Администрацире ӗҫлекен арҫын ҫулталӑкӗпех пирус туртмасть-тӗк ӑна отпуск ҫумне тепӗр пӗр кун хушса параҫҫӗ. Администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мел тухӑҫ парать. Кӑтартӑвӗ куҫкӗрет. Кунта вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ сиенлӗ йӑлана пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӗсем канмалли хушма кунпа киленеҫҫӗ. Ку шухӑша Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче, «Свобода» колхозра, ырланӑ. Вӗсем те ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ. Колхозра ӗҫлекен виҫӗ ҫын ав пирус туртма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсене хӗрӳ хатӗрленме тытӑннӑ. Ҫитес вӑхӑтра Шупашкар ҫыннисем тата хӑнисем уяв сӗмӗпе киленме, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнма пултарӗҫ. Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв мероприятийӗсем «Шупашкар — санӑн ҫӗнтерӳ хули» брендпа килӗшӳллӗн иртӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра «Хӗл мучи почти» ӗҫлеме тытӑнӗ. Йӗркелӳҫӗсем ачасемпе ҫамрӑксене Хӗл мучине ҫыру ҫырма сӗнеҫҫӗ, унта 2014 ҫулти ҫитӗнӳсем пирки каласа кӑтартмалла. Раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Мисс Юрпике» хула конкурсӗ пуҫланӑ. Унтан «Чӑрӑшсен конкурсӗ» тата «Юр кӗлетке конкурсӗ» старт илӗҫ. Раштавӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ ҫул сӑнарӗсен утӑмӗ пулать. Унӑн ҫӗнтерӳҫи Аслӑ Устюга каймалли путевкӑна тивӗҫӗ. Тӗп хуламӑра илес пулсан ӑна ҫӗнӗ ҫула капӑрлатма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Республика тӳремӗнчи саламлав хальхинче икӗ чӗлхеллӗ пулни куҫа савӑнтарать. Анчах ытти вырӑнсенче капӑрлатнӑ май чӑваш чӗлхи валли ҫителӗклӗ вырӑн тупӑнӗ-ши? Иккелентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эмел хакланнӑСтатистика
![]() ЧР Сывлӑх министерстви 6 пине яхӑн эмел тӗлӗшпе кашни уйӑхра мониторинг тӑвать. Ку препаратсем ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн питӗ кирлӗ шутланаҫҫӗ. Тӗрӗслев акӑ мӗн палӑртнӑ: кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче хаксем вӑтамран 1,95% ӳснӗ. Атӑлҫи федераци окургӗнче ку кӑтарту 3,56% танлашнӑ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, эмел кӑларакан савут палӑртнӑ хак патне 25,8-30,0 процент хушнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, 20 препаратӑн хакӗ ӳснӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ — импорт. Вӑтамран хаксем 8 процент ӳснӗ. Анчах валидолӑн тата гепарин маҫӗн хакӗсем уйрӑмах ҫыртма пуҫланӑ-мӗн. Ҫавӑн пекех, яланхи пекех ӗнтӗ, шӑнса пӑсӑлнинчен сипленмелли эмелсем хакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Паян, Аннесен кунӗ умӗн, ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ. ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисем Шупашкарта акци ирттернӗ. Вӗсем Пепкелӗх центрне ҫитсе ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ, ҫемҫе теттесем парнеленӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, инспекторсем ҫамрӑк амӑшӗсене пульницӑран киле кӑларнӑ чухне ҫемҫе тетте тата тӗттӗмре ҫутатакан япала тыттарнӑ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем ҫамрӑк хӗрарӑмсене ачасене транспортра илсе ҫӳремелли правилӑсемпе паллаштарнӑ, ятарлӑ ларкӑчсемпе усӑ курмаллине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлесем чӳкӗн 25-мӗшӗнче кранран юхакан шывран хими шӑрши кӗнине туйнӑ. Кунашкалли тепӗр кунхине те пулнӑ, ҫавӑнпа тӳре-шара ҫынсене ӗҫмешкӗн тата апат пӗҫермешкӗн лавккари шывпа усӑ курма сӗннӗ. Шыва вара Шупашкара тӗрӗслемешкӗн янӑ. Халӗ шыври шӑршӑ пӗтнӗ, анчах вӑл мӗншӗн шӑршлӑ пулнине халӗ Прокуратура тата Роспотребнадзор тӗрӗслет. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Микаэл Гурбанов каланӑ тӑрӑх, унӑн килӗнче икӗ кун шӑршлӑ шыв юхнӑ. Алла ҫунӑ хыҫҫӑн та шӑршӑ тахҫанччненех кайман. Ҫавӑнпа вӑл икӗ кун лавккана шыв патне утнӑ. Ача пахчинчен шӑнкӑравланӑ та шӑпӑрланпа пӗрле таса шыв илсе килме хушнӑ. Микаэл ачине унта яман. Тӗрӗслев кӑтартӑвӗ кӗҫех паллӑ пулмалла. Ҫынсем вара сӑлтавне хӑйсем шыраҫҫӗ. Аса илтерер: чӳкӗн 20–21-мӗшӗсенче Сӑр шывӗ хӑвӑрт чакнӑ, ҫавна май Улатӑрта халӑха шывпа тивӗҫтерес ӗҫ йӗркерен тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Егоровсен пысӑк ҫемйи тата Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк ҫемйи — 2014» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫал ҫак ята Шупашкарта пурӑнакан Егоровсем тивӗҫнӗ. Егоровсем 9 ачана ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗ Алексей Егоров татах ача пулсан та хирӗҫ мар. Ара, Егоровсем питӗ туслӑ пурӑнаҫҫӗ. 9 ачаран 6-шӗ шкула ҫӳреҫҫӗ. Амӑшӗ Марина Егорова каланӑ тӑрӑх, ирхине ҫемье апатланмашкӑн сӗтел хушшине пухӑнать. 6 ачана шкула ӑсатнӑ хыҫҫӑн килте 3-шӗ юлаҫҫӗ. Егоровсен те йывӑрлӑх ҫук мар. Хӑш чухне укҫа ыйтӑвӗ ҫивӗч-мӗн. Ҫапах патшалӑх пулӑшма тӑрӑшать вӗсене. Пурӑнмалли ҫуртпа тивӗҫтернӗ, ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Конкурса 158 ҫемье хутшӑннӑ, вӗсенчен 28-шӗ финала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене саламламашкӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Шупашкарти чылай аптека хӑйсен ирӗкӗпе «фанфуриксем» сутмасси пирки меморандум алӑ пуснӑ. Ҫак кунсенче мэри вӗсем панӑ сӑмаха епле тытнине тӗрӗсленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе хулари аптекӑсенчен 68 проценчӗ меморандум алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти 152 аптекӑран 104-шӗ «фанфурик» сутмасси пирки сӑмах панӑ. Чӑнах та, вӗсем хӑйсен сӑмахне тытнӑ. Алӑксем ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Кунта халӗ «фанфурик» сутмаҫҫӗ». Сентресем ҫинче те ку тавар ҫук-мӗн. Меморандум алӑ пусман ытти аптекӑпа ку ыйтупа калаҫу пырать. 5 аптека сетне ку шухӑш килӗшмен. «Фанфурик» сутни хушма тупӑш кӳрет-ҫке-ха. Ҫапах мэри алӑ усмӗ, вӗсене ӳкӗте кӗртме тӑрӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Хӑнасем Григорьевсем патӗнче Кӗҫех Аннесен кунӗ ҫитет. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗн арӑмӗсем Лариса Игнатьевӑпа Надежда Черкесова, Хӗрарӑмсен канашӗн Шупашкарти уйрӑмӗн председателӗ Ирина Клементьева нумай ачаллӑ Григорьевсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Икӗ ҫул каялла Валерипе Анжеликӑн виҫӗреш — Богдан, Вадим тата Глеб — ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне ҫемье йывӑрлӑхпа тӗлпулнӑ. Вӗсем хваттер тара тытса пурӑннӑ. Хӑйсен 16 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмӗнче 5-ӗн вырнаҫма хӗн. Нумаях пулмасть администраци тата Хӗрарӑмсен канашӗн Шупашкарти уйрӑмӗ пулӑшнипе Григорьевсем валли 70 тӑваткал метрлӑ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрма май килнӗ. Кунсӑр пуҫне администраци пӗчӗк виҫӗреше ача пахчине вырнаҫтарма пулӑшнӑ: Григорьевсем ҫемье ача пахчи йӗркеленӗ. Амӑшне куншӑн укҫа тӳлеҫҫӗ. Хӑнасем Григорьевсене Амӑшӗн кунӗпе тата ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ ятпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |