Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр чылай ҫурӗ. Шупашкарта, Алькеш тата Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсенче, икӗ кун каялла пӑр та ҫунӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче вара пысӑк инкек пулнӑ. Аҫа-ҫиҫӗме пула унта ҫурт ҫунса кайнӑ. Телее, никам та пурнӑҫран уйрӑлман. Ку инкек Ҫӗнӗ Атикасси ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав каҫ 73 ҫулти ҫыннӑн ҫурчӗ ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки МЧСӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать. Арҫыннӑн хӗрӗ тата мӑнукӗ каҫхи 6 сехет иртсен ӗне сума картишне тухнӑ. Аслатиллӗ ҫумӑр пуҫланнӑ. Вӗсен куҫӗ умӗнче ҫиҫӗм ҫурт тӑррине ҫапнӑ. Пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Каҫхи 7 сехет ҫурӑра пушара сӳнтернӗ. Унта Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те хутшӑннӑ. Ҫулӑм ҫурта тата хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енре каллех мамонт шӑммине тупнӑ. Вӑл унӑн шӑлӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна Шупашкарти пӗр стройкӑра тупнӑ. Вӑл мамонт шӑлӗ пулнине малтанлӑха республикӑри паллӑ геолог каланӑ. Мамонт шӑлне тупнӑ вырӑнта ҫӗнӗ микрорайон хӑпартаҫҫӗ. Кӳлмекрен инҫех мар рабочисем хӑйӑр тултарнӑ чухне ун ӑшӗнче тӗлӗнмелле япала тупнӑ. Ҫав хӑйӑра юханшыв портӗнчен илсе килеҫҫӗ. Артур Филиппов каланӑ тӑрӑх, вӑл мамонтӑн е носорогӑн 20 сантиметрлӑ шӑлӗ евӗр. Прораб ӑна Чӑваш наци музейне илсе кайнӑ. Шупашкарти политехника институчӗн доценчӗ Анатолий Иванов та ку мамонтӑн шӑмми-шакки пулнине ҫирӗплетнӗ. Вӑл шӑла хӑш тӗлтре тупни пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ. Атӑлпа Ҫавал хушшинчи хӑйӑр ӑшӗнче пулсан ку — тупнӑ 15-мӗш япала. Ку тӑрӑх мамонтсемшӗн капкӑн пулнӑ. Тен, унта ытти пайӗсене те тупма май пуррине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗртмен 8-мӗшӗнчен тытӑнса 11-мӗшӗччен Шупашкарти парксене, скверсене тата пляжсене вӑрӑмтунасенчен сиенсӗрлетме палӑртнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама ҫӗртмен 2-мӗшӗнче хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура хула мэрӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Герман Александров Шупашкарти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсене хушнӑ. Вӑрӑмтунасемпе лешсем хӑйсем «кӗрешӗве» тухмӗҫ — вӑрӑмтунана тата юн ӗмекен ҫавӑн йышши ытти шӑна-пӑвана вӗлерме ирӗк пур предприятисемпе вӗсен подряд килӗшӗвӗ тумалла. Герман Александров каланӑ тӑрӑх, ҫанталӑк шӑрӑх тата нӳрӗ тӑнине кура шӑна-пӑван йышланса кайнӑ. Ҫавна май скверсене, парксене, пляжсене, социаллӑ сфера объекчӗсене, ача-пӑча уйлӑхӗсене, путвалсемпе чартаксене, нумай хваттерлӗ ҫуртсен подъезчӗсене эмеллесе тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ Алина Иванова Ҫак кунсенче Чулхулара «Малта пыракан. XXI ӗмӗр» ятпа пӗтӗм Раҫҫейри VI конференци иртнӗ. Унта ҫӗршывра йӗркеленӗ «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ пуҫлӑхӗ» тата «Хӗрарӑм — малта пыракан. XXI ӗмӗр» конкурссене пӗтӗмлетнӗ. Конкурса Раҫҫейӗн хӗрарӑм-ертӳҫисен ассоциацийӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн хӳттипе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ шутне хӗрарӑм-пуҫлӑхсене палӑртса вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ сферине витӗм кӳнине уҫса парассине кӗртеҫҫӗ. «Хӗрарӑм — малта пыракан. XXI ӗмӗр» номинацире республикӑн Спорт министерствин ача-пӑчапа ҫамрӑксен Олимп резервӗллӗ спорт 8-мӗш номерлӗ спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ Алина Иванова, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ ҫӗнтернӗ. Пӗтӗмпе конкурса 23 регионти тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан 56 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Паян Елчӗк районӗнче ял старостисен слечӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Тӗп докладпа Чӑваш Енӗн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан пуҫлӑхӗ Станислав Николаев тухса калаҫнӑ. Хӑйӗн докладӗнче Станислав Николаев вырӑнти ыйтусене татассипе старостӑсем пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Староста вӑл — ял пурнӑҫӗн пайӗ тесе хакланӑ вӑл. Старостӑн вырӑнта сиксе тухакан тӗрлӗ ыйтӑва татса пама пулӑшасси. Апла тӑк унӑн яла хӑтлӑх кӳрессишӗн те, налук пухассишӗн те, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе те, суйлавпа ҫыхӑннӑ ыйтусемпе те тимлемелле. Станислав Николаев кунсӑр пуҫне ял старостисен ялта мӗн пулса иртни пирки ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхне, ял тӑрӑхӗнчи пирки ҫынсене пӗлтерсе тӑмаллине асӑнса хӑварнӑ. Старостӑшӑн хастар пулмалла, общество ӗҫне ӳркенмесӗр пурнӑҫламалла. Сӑнсем (32) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Утӑ уйӑхӗн 5–12-мӗшӗсенче «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче чӑваш чӗлхин «Хавал» уйлӑхӗ улттӑмӗш хут иртӗ. Унта хутшӑнакансем чӑваш чӗлхине вӗренӗҫ, халӑх культурипе, йӑли-йӗркипе паллашӗҫ. Уроксене опытлӑ вӗрентекенсем ертсе пырӗҫ. 7–12 ҫулсенчи ачасем валли уйрӑм программа ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех наци тӗрри, чӑваш юрри, ташши тӗлӗшпе занятисем иртӗҫ. Спортпа туслисем футболла, волейболла вылӗҫ, шыва кӗрӗҫ. Ку кӑна мар. Чылай мероприяти иртӗ «Хавалта». Уйлӑха тӳлевлӗ хутшӑнтараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тӳленисем йӗркелӳшӗн 500 тенкӗ ҫеҫ панӑ. Ҫӗртмен 25-мӗшӗччен ӗлкӗрнисем 700 тенкӗ тӳлӗҫ. Вырӑна ҫитсен ҫеҫ тӳлесен 1000 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Пурӑннӑшӑн, апатланнӑшӑн та тӳлемелле. 5 ҫул тултарман ачасем тӳлевсӗрех хутшӑнаҫҫӗ. 5–12 ҫулсенчисене вара 20 процент сахалрах тӳлеттереҫҫӗ. «Хавал» пирки тӗплӗнрех тӗп йӗркелӳҫӗрен Александр Блиновран (Алпарух) ыйтса пӗлме пулать: 8(8352) 68-50-51. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫин ветеранӗсен ыйтӑвӗсене кӗске вӑхӑтрах пӑхса тухӗҫ. Патшалӑх кадастр утчетне тӑратма ыйтса ҫырнисене пӑхса тухассине 3 кунта ӗлкӗрме шантараҫҫӗ. Куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрӗнчи хыпара пӗлес текенсен ыйтӑвне 1 кунтах тивӗҫтересшӗн. Кӗскетнӗ вӑхӑтпа пӑхса тухас ыйту ҫулталӑк вӗҫленичченех, кӑҫалхи раштавӑш 31-мӗшӗччен, пымалла. Росреестр ӗҫченӗсем вӑрҫӑ ветеранӗсем патне киле ҫитсе пулӑшассине те малалла тӑсаҫҫӗ. Чӗнсе илес тесен 8(8352) 45-25-17, 43-96-64 номерпе шӑнкӑравламалла та икӗ еншӗн те меллӗ вӑхӑт пирки калаҫса татӑлмалла. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пулнине ӗнентерме специалистсем удостоверени ыйтӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарти 4-мӗш лицейра Европа шайӗнчи физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ тума палӑртнӑ. Строительство ӗҫӗ пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Халӗ унта ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Строительство ӗҫне тытӑнма лаптӑксене ҫине тӑрса хатӗрлеҫҫӗ, ҫутӑ лампиием вырнаҫтараҫҫӗ. Уҫӑ йышши комплекса ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтересшӗн. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнчи тӳре-шара асӑннӑ влаҫ тытӑмӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ. Спорт объекчӗн хакӗ 30 миллион тенкӗрен иртет-мӗн. Ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти «Ача-пӑча спорчӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуҫӑннӑ. Стадионта чупмалли ҫулсем тӑвӗҫ, искусствӑлла газонлӑ футбол уйӗ пулӗ, куракансене лармалли трибунӑсем, спортсменсене салтӑнса тӑхӑнмалли хӑтлӑ пӳлӗмсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан управляющи компанисем епле ӗҫлени тӑрӑх Раҫҫей шайӗнчи регионсене хакланӑ. Танлаштарӑма Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлакан фонд йӗркеленӗ. Управляющи компанисене пилӗк енпе хак панӑ: ӗҫ калӑпӑшне, укҫа-тенкӗ енчен тӑнӑҫлине, тухӑҫлӑха, ят-сумлӑха тата уҫҫӑнлӑха кура. Чӑваш Енри управляющи компанисем Раҫҫейре ҫиччӗмӗш вырӑн, Атӑлҫи федераци округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Танлаштарӑма пурӗ 15 пин ытла организаципе уйрӑм усламҫӑ хутшӑннӑ. Вӗсем пурте — нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑраканскерсем. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен Чӑваш Ене 163 управляющи компани шутланать. Вӗсенчен 125-шӗ лицензи илнӗ. Унсӑр пуҫне ку отрасле тата тепӗр 2 компани ҫӗнӗрен кӗнӗ. 32 организацие ирӗк паман, 16-шӗ хӑйсен кӑмӑлӗпе ӗҫлеме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗнче ӗнер ҫӑлкуҫ уявӗ йӗркеленӗ. Унта Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ те хутшӑннӑ. Комитет пайташӗ Раиса Сарпи поэт асӑннӑ ял хӗрарӑмӗ Римма Михайлова ыйтнипе Тапанарти Чашлама ятлӑ ҫӑлкуҫа мухтаса сӑвӑ ҫырнӑ. Тапса тӑракан ҫӑлкуҫ йӗри-тавра Михайловсен ҫемйи тӑрӑшнипе ытарайми илем-юмах тӗнчи туса хунӑ. Тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра усӑ курса кайӑк-кӗшӗк, чӗрчунсен кӗлеткисене тата ыттине те ӑсталанӑ иккен. Юнашар пӗчӗк ҫеҫ часавай лартнӑ. Хӑнасем хушшинче «Чӑваш хӗрарӑмӗн» хастарӗсем Нина Петрова, Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Елена Хӗвелпи, Евдокия Андреева, Людмила Кинер, Нина Димитриева пулнӑ. Конгресс хастарӗсем ял ҫыннисене хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ, юрӑсем юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| «Красная Чувашия» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Вӑрнар районӗнче Ту-104а самолёт персе аннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |