Пӗлтерӳ
![]() Наркотиксен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем ҫак усала хирӗҫле реклама хатӗрлессипе конкурс ирттересси пирки пӗлтереҫҫӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри тупӑшӑва уйрӑмшарӑн та, ушкӑнпа та хутшӑнма пулать. Конкурса профессионалсем тата ҫак енӗпе хӑйсене тӗрӗслесе пӑхас текенсен хушшинче уйрӑмшар хаклӗҫ. Номинацийӗсем тӗрлӗрен. Вӗсенчен пӗри, сӑмахран, тулаш социаллӑ рекламӑпа ҫыхӑннӑ. Теприне хутшӑнас тесен видеоролик хатӗрлеме тивет. Буклет, проспект, памятка хатӗрлекенсен те конкурсра хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме май пур. Тӗплӗнрех пӗлес тесен Наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗн сайтне кӗрсе пӑхма пулать. Регионти тапхӑр ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен тӑсӑлать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 23-01-42, 23-01-86. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, «Нарспи» оперӑпа чӑваш юрри-ҫеммин кунӗсем уҫӑлнӑ. Пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Сергей кузнецов хӑйӗн хӗрӳлӗхӗпе хальхинче те тӗлӗнтернӗ. Иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл Сетнер партине епле юрланине ҫынсем манман-ха. Хальхинче вара вӑл тата та хӑватлӑн янӑратнӑ. Нарспи сӑнарне шаннӑ Надежда Степанова та, Константин Ефремов калӑплакан Тӑхтаман та куракана тыткӑнланӑ. Оркестра Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Нестерова дирижер ертсе пынӑ. Спектаклӗн тӗп астармӑшӗ – Элекҫӗ хӗрарӑм. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Людмила Яковлева ӗнентерӳллӗ кӑтартса панӑ. Унчченхи постановкӑра вӑл Нарспи сӑнарне калӑпланӑ-ха. Тахӑҫан Нарспи пулнӑ тепӗр артист та, Чӑваш Республикин халӑх артистки Валентина Смирнова, хӑйне валли тивӗҫ вырӑн тупнӑ. Вӑл Сетнерӗн амӑш сӑнарне хайланӑ. 80 ҫулти халӑх артисчӗ Василий Васильев та, ытти артист та куракан асӗнче чылайлӑха юлӗ. Паян театрта Федор Васильевӑн «Сарпике» балетне лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян мӗнпур республикипех «Автобус» рейд иртнӗ. Шупашкар районӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем те ку акцие хутшӑннӑ. Асӑннӑ районти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Юрий Поляков тӗрӗслеме патруль службин икӗ экипажӗ тухнине пӗлтернӗ. Инспекторсем ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобуссемпе «ГАЗельсене» уйрӑмах тӗрӗсленӗ иккен. Транспорта илсен, организаци-предприятисен автотранспорчӗ хутшӑннипе кашни саккӑрмӗш инкек пулать-мӗн. Автобус водителӗсен айӑпӗпе Шупашкар районӗнче пӗлтӗр ҫул-йӗр ҫинчи 6 инкек сиксе тухнӑ. Вӗсен вӑхӑтӗнче пурнӑҫран 2 ҫын уйрӑлнӑ, 32-ӗн суранланнӑ. Шупашкар районӗнче пулса иртекен ҫул ҫинчи инкексен тӗп сӑлтавӗ шутӗнче пӗр машинӑпа теприн хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине, ҫул ҫинче пырассин черетне пӑхӑнманнине, пӗр йӗр ҫинчен теприн ҫине тухнӑ чух правилӑна пӑснине асӑнаҫҫӗ. Лицензиллӗ пассажир автотранспорчӗн айӑпӗпе инкек йышлӑ пулать темелле мар — вӗсен тӳпи кунта 1,9 процент кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Мӑрат ялӗ пӗчӗкех мар. Унти 167 килте 331 ҫын пурӑнать. Вырӑнти Кавал ял тӑрӑхӗ унти ҫынсем хастар та ӗҫчен тесе ӗнентерет. Ӗҫре пиҫӗхме кӑна мар, канма та пӗлеҫҫӗ иккен вӗсем. Ҫакна ҫирӗплетме вырӑнти тӳре-шара ял ҫыннисем выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ, ҫӗр ҫинче ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ тесе палӑртать. Ял пурӑнать. Апла тӑк унӑн малашлӑхӗ пур. Хӗллехи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗнче вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем концерт кӑтартаҫҫӗ. Ҫыхарса килекен Сӑваплӑ Валентин кунне халалалласа (ку уяв ют ҫӗршывран килнӗскер пулин те аслӑ ҫулхисем те юлашки вӑхӑтра ун пирки пӗлме тытӑнчӗҫ) Кивӗ Мӑратра культура ӗҫченӗсем концерт лартнӑ. Аслисемпе пӗрле ачасем те сцена ҫине хӑпарнӑ. Вӗсем сӑвӑ вуланӑ, Сӑваплӑ Валентин тата Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗсемпе саламсем янӑратнӑ. «Истори кӗтесӗ» курав та йӗркеленӗ. Унта пирӗн несӗлӗмӗрсем хуҫалӑхра усӑ курнӑ авалхи йывӑҫ хатӗрсемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Наркополицейскисем наркотик сутакансемпе вирлӗн кӗрешеҫҫӗ пулин те «шурӑ вилӗм» пур пӗрех пуҫӗпех пӗтмест-ха. Юлашки вӑхӑтра шкул ачисенчен те наркотик туртса илме пуҫларӗҫ те… Ку мӗн патне илсе ҫитерӗ? ЧР ШӖМӗн ӗҫченӗсем наркотика хирӗҫ кӗрешнине сӑнлакан фильмра ӳкерӗнни паллӑ пулнӑ. Ӑна чӑваш режиссерӗ Владимир Синяев ӳкернӗ. Кун пирки ЧР Прокуратури пӗлтерет. Ӳнер фильмӗ наркобаронӑн синкерлӗ шӑпи пирки. Вӑл хӑйӗн серепине хӑйех лекнӗ. Фильм куракансене наркомани ыйтӑвӗ ҫивӗч пулнине, вӑл ҫын пурнӑҫне тӗп тунине ӗнентересшӗн. Полицейскисем Прокуратура ҫуртӗнче ӳкернӗ эпизода хутшӑннӑ. Унта — наркоушкӑна тытмалли мероприяти пирки. Фильм экран ҫине кӑҫал тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Елена Николаева Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнче улшӑну пулнӑ. Олимп чемпионки Елена Николаева ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ пулса тӑнӑ. ЧР Спорт министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн кандидатурине ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 28-мӗш сессинче ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Елена Николаева — хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен чемпионки тата кӗмӗл призерӗ, ҫуллахи Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш суйлавӗн депутачӗ те, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑвашри уйрӑмӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Маловӑн ҫурчӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан чӑваш ҫынни 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кулак тесе йышӑннӑ йӑхӗсен ҫуртне тавӑрнӑ. Валентина Ильина суда 1930 ҫулта аслашшӗнчен туртса илнӗ ҫурта таварас тӗллевпе суда кайнӑ. Культура еткерлӗхӗн комитечӗн председателӗ Шарпудина Хаутиева каланӑ тӑрӑх, ку — тӗлӗмелле япала. Анатри Якушка ялӗнчи ҫурт, унччен И.Ф.Маловӑн пулнӑскер, историпе культура палӑкӗ шутланать. Вӑл ял варринче ларать. 1930 ҫулта ялти хастарсем Малова кулак тесе йышӑннӑ, унӑн пурлӑхне туртса илнӗ. Унӑн ҫуртӗнче колхоз правленийӗ, пекарня пулнӑ. Ҫурт муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ, унпа кайран никам та усӑ курман. Еткере тавӑрма шухӑшланӑ хӗрарӑм документсене 35 ҫул пухнӑ. Валентина Ильина ӑна ишӗлсе анассинчен хӑтарас тӗллевпе тавӑрнӑ. Ватӑ ҫынсем Малов ҫав ҫуртра пурӑннине ӗнентерни те судра кирлӗ пулнӑ. Валентина Ильина кирлӗ документсене уйӑх тӑршшӗнче алла илӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре ОРВИпе грипа пула 17 пин ытла ача шкула каяймасть. Ҫавна май чылай шкул карантина хупӑннӑ. Шупашкарти 5-мӗш гимназие вара чир ура хурайман. Унта ку лару-тӑрура мӗнле вӗренмеллине шухӑшласа кӑларнӑ. Унта эпидеми пулман-ха, анчах сывӑ ачасене дистанци мелӗпе вӗрентме шухӑшланӑ. Ачасене скайппа усӑ курса вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пусне вӗрентекенсене тестсене онлайн мелӗпе ҫырмалли, дистанци мелӗпе вӗренмелли «Модул» программа пулӑшать. Вӗсем пулӑшнипе педагогсем малтан задание ачасене ярса параҫҫӗ. Лешсем хӑйсем тӗллӗн тишкерсен хӑтлав, таблица, схема яраҫҫӗ. Заданисене пур вӗренекене те ярса параҫҫӗ. Чирлисем вӗсене май килнӗ таран пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсенчен ҫирӗп ыйтмаҫҫӗ. Тем тесен те, 21-мӗш ӗмӗрте те куҫа куҫӑн калаҫнине, класра ларса вӗреннине нимӗн те ҫитмест. Вӗрентекенсем ҫитес эрнере ачасем кӗтмен ҫӗртен пулнӑ каникултан таврӑнасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Паян кӑнтӑрла икчӗлеллӗх пирки каласа паракан ҫӗнӗ сайт уҫӑлнӑ, вӑл www.ich.edu.cap.ru/?t=eduid&eduid=4823 адреспа вырнаҫнӑ. Сайта хатӗрлекенсем ун урлӑ ашшӗ-амӑшӗ килте тата вӗренӳре хӑйсен ачисемпе тӑван чӗлхепе мӗнле усӑ курмалли пирки материалсемпе пулӑшма шантараҫҫӗ, тӑтӑшах ҫӗнӗ статьясемпе тивӗҫтересси пирки пӗлтереҫҫӗ. Чӑвашла «Икӗ чӗлхеллӗ ачасем» ят панӑ сайта тӑватӑ чӗлхепе хатӗрленӗ — чӑвашла, вырӑсла, тутарла тата ирҫелле. Пирӗн республикӑра ҫак тӑватӑ чӗлхепе те вӗренӳ пырать иккен. Ҫавах та сайт йӗркелӳҫисем каярах, май килнӗ таран, унта ытти чӗлхеллӗ материалсемпе те паллаштарма шантараҫҫӗ. Сайта хатӗрлекенсен йышӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне, «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвне тата уйрӑм ҫынсене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци музейӗнче Геннадий Айхин Парижри архивне хӑтланӑ. Геннадий Никандровичӑн юлташӗ Николай Дронников Парижран Чӑваш халӑх поэтне Геннадий Айхие сӑнланӑ живопиҫ, графика тата скульптура илсе килнӗ. Хӑтлав нарӑсӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫак кун Геннадий Айхи пурӑннӑ пулсан 94 ҫул тултарӗччӗ. Унта «Отмеченная зима» кӗнекене те хӑтланӑ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хаклӑ ҫак япаласене Геннадий Никандровичӑн юлташӗ, ӳнерҫӗ тата скульптор Николай Дронников панӑ. «Отмеченная зима» кӗнекене Николай Дронников Геннадий Айхипе пӗрле хатӗрленӗ. Унта – Айхи ытти издательсемпе ҫыру ҫырни, текстсене тӳрлетни, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекене кӑларма укҫан пулӑшнӑ ҫынсене ячӗсемпе адресӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |