Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене паракан 100 пин тенкӗ капитала илмелли условисене пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: ӑна пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене е шӑпӑрлан усрава илекенсене 2012 ҫултанпа пама тытӑннӑ.
Малашне ку капитала сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ҫеҫ парӗҫ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ӑна 2016 ҫул вӗҫӗччен илме май пур. Анчах 2015 ҫул вӗҫӗнче, раштавӑн 24-мӗшӗнче, саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла 100 пин тенке сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ҫеҫ парӗҫ.
Республикӑри амӑшӗн капиталне ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ, ачана вӗрентнӗ ҫӗре яма юрать. Саккуна кӗртнӗ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн, халӗ ӑна ачана общежитире пурӑнтарнӑшӑн та тӳлеме юрать.