Раҫҫейре
![]() Вячеслав Черемискин проекчӗ Ҫӗр ҫинче темӗн тӗрлӗ ҫын та пур. Хӑшӗ-пӗри хӑйсен проектне пурнӑҫа кӗртме ӗмӗтленет, ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Сочи хулинчи ҫулҫӳревҫӗ Вячеслав Черемискин Раҫҫейри 70 регионта пулнӑ, кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкара ҫитнӗ. Кунта мӗн тӗллевпе пулнӑ вӑл? Вячеслав «Раҫҫей — пирӗн пӗрлехи кил» асӑну комплексӗн проекчӗ валли тӑпра илме килнӗ. Сочире пурӑнакан 45 ҫулти Вячеслав Черемискин ҫӗршыв тӑрӑх икӗ ҫул ҫӳрет ӗнтӗ. Халӗ вӑл Мускавра-ха. Унта вӑл тепӗр проекта пурнӑҫласшӑн. Вячеслав хӑйӗн шухӑшне ырланӑ ҫынсемпе Мускавра «Ҫӗнтерӳ юманне» лартасшӑн. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӗве кӑтартӗ. Проекта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Унтан Вячеслав Питӗре, Кавказ тӑрӑхӗнчи республикӑсене кайӗ, вырӑнти волонтерсемпе тӗл пулӗ, проекчӗ пирки каласа кӑтартӗ. Арт-проекта ҫӗршыври кашни регионта тума палӑртаҫҫӗ. Чи малтан вӑл Сочи хулинче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Казаков Ҫӗрпӳ район администрацине кам ертсе пырассине ҫывӑх вӑхӑтра татса памалла. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ҫинчен калакан саккунпа пӑхнӑ йӗрке тӑрӑх, ку ыйтӑва ятарлӑ комиссие шанаҫҫӗ. Унӑн пӗр пайне республика Элтеперӗн хушӑвӗпе палӑртаҫҫӗ. Тепӗр пайне вырӑнти, районти, тӳре-шара кӗрет. Республика енчен комисси пайташӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ. Унта Чӑваш Патшалӑх канашӗн икӗ депутачӗ – Вадим Николаевпа Виктор Ильин тата Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ – строительство министрӗ Олег Марков, ЧР Элтеперӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов кӗнӗ. Аса илтеретпӗр, республикӑна ӗҫлеме куҫиччен Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пынӑччӗ. Халӗ Ҫӗрпӳ район тилхепине вӑхӑтлӑх майпа 37 ҫулти Александр Казаков тытса пырать. Район администрацине куҫиччен вӑл юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Арҫынсен ҫав колонийӗ Ҫӗрпӳрен инҫех мар вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш АССР наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Егоров ҫуралнӑранпа 135 ҫул. Чӑваш тӗнчинче сумлӑ йӗр хӑварнӑ ҫын 1880 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ку ял Куславкка районне кӗрет. Василий Георгиевич тюрколога тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. 1899 ҫулта Чӗмпӗрти учительсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл унти тӗн семинарийӗнче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче пӗлӗвне туптанӑ. 1916 ҫулта ӳркенмен чӑваш Сантк-Петербургри университетра ӑс пухать. Нумай пӗлӳ илнӗскер вӗрентекенте те тӑрӑшать, Сиринче Палестин обществин вырӑссемпе араб шкулӗсен заведующийӗнче тӑрӑшать. Тӑван ҫӗршыва 30 ҫулта таврӑнсан Хусан кӗпӗрнийӗнчи Елабуга хулинче хӗрарӑмсен училищинче, чӑн училищере ӗҫлет. Златоуст хулинче халӑх училищисен инспекторӗнче те тар тӑкать, Халӑх вӗрентӗвӗн Омскри пайӗнче инструкторта тимлет. 1921 ҫулта хастарскер Чӑвашсен рабочи факультетне йӗркелесе ертсе пыма тытӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юлашки вунӑ ҫулта халӑх хӑйӗн историйӗпе культурӑпа, тӑван кӗтеспе, хӑйсен ентешӗсемпе, паллӑ ҫынсемпе кӑсӑкланма пуҫларӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ Муркаш район администрацийӗнче. «Чӑваш Енӗн кашни районӗн культури пуяннине палӑртнӑ май хӑйсен, Муркаш районӗн те, ҫавӑн пекех», — хыпарланӑ унта. Муркаш районӗн кунӗ тӗлне, сӑмах май, вӑл паян 71 ҫул тултарать, районти тӗп вулавӑш «Муркаш районӗнче ҫуралнӑ ӑсчахсем» брошюра хатӗрленӗ. Унта тӑван республикӑн, районӑн, тӑван ялӑн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисен ячӗсем кӗнӗ. Кӑларӑмра усӑ курнӑ литература списокне те вырнаҫтарнӑ. Брошюрӑна хатӗрленӗ чух «Ученые-уроженцы Моргаушского района», «Краткая энциклопедия Моргаушского района» кӑларӑмсемпе усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача пахчисенче шӑпӑрлансене епле пахалӑх апат сӗннине ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗслесси малалла пырать тесе пӗлтереҫҫӗ хула влаҫсем. Апат-ҫимӗҫ хакланса пынине кура пахалӑх начарланмӗ-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ иккен ашшӗсем. Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫ ушкӑнӗсенче те тишкерни пирки ӗнентереҫҫӗ. Хайхи ушкӑнсене ача-пӑча учрежденийӗсен заведующийӗсене кӑна мар, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекенсен специалистсене те йыхравлаҫҫӗ иккен. Ҫавӑн пек курнӑҫусенчен пӗринче шӑпӑрлансен менюне ҫӗнӗ апат-ҫимӗҫ кӗртме йышӑннӑ. Иртнӗ эрнере хулари ултӑ ача пахчинче ҫӗнӗ ҫимӗҫсене хаклассине вӗҫленӗ. Сӑнавлӑ пахчасен шутне 7-мӗш, 105-мӗш, 106-мӗш, 134-мӗш, 167-мӗш, 201-мӗшсене асӑннӑ. Рационти ҫӗӗн ҫимӗҫ шутӗнче — пӗвертен пӗҫернӗ запеканка, чӑх ашӗнчен хатӗрленӗ котлет, строгановла хатӗрленӗ пӗвер. Тӗп хаклавҫӑсем ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ. Аслисене ку ҫимӗҫсем килӗшнӗ иккен. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри онкологи диспансерӗнче «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерессине йӑлана кӗртрӗҫ тесен те йӑнӑш мар. «Эпир пӗрле пултаратпӑр...» уйӑхлӑха йӗркеленӗ май ирттернӗскере хальхинче Онкологи чирӗпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ. Виҫӗ шӑматкун ӗнтӗ ҫынсем тухтӑрсем патне ҫитсе пысӑк пахалӑхлӑ пулӑшу илме пултарчӗҫ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче вӗсене маммологсем, гинекологсем, проктологсем, оториноларингологсем йышӑнчӗҫ. Ҫынсене консультаципе пулӑшнипе пӗрлех цитологи диагностика тӗпчевӗ те ирттернӗ. Акци вӑхӑтӗнче онкологсем 5300-е яхӑн ҫынна йышӑннӑ. Ультрасасӑ пулӑшнипе 741 ҫыннӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ, рентгенодиагностика меслечӗпе — 174 ҫынӑнне, цитологии меслечӗпе — 802 ҫынӑнне, маммографипе – 920 ҫынӑнне. Усал шыҫӑпа аптӑрать пуль тесе шухӑшлакан 308 ҫынна диспансера янӑ, унта вӗсене тӗплӗнрех тӗрӗсленӗ. «Уҫӑ алӑксен кунӗнче» ракпа чирлӗ 39 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Уйрӑм ҫынсен хуҫалӑхӗнче тухакан пушарсен сӑлтавӗ чылай чух ҫынсен асӑрханулӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ пушарнӑйсем. «Этем факторӗ» тесе калакан сӑлтав шутне кӑмака та кӗрет. Халӗ вутӑ хутса ӑшӑтакан сахал пулин те мунча кӗмесӗр пурӑнмастӑнах-ҫке. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманни «хӗрлӗ автана» ним мар ташлаттарса ярать. Кӑмакана тӗрӗс мар купалани те, мӑрйисем йӗркеллӗ пулманни те инкекӗн сӑлтавӗ пулса тӑраҫҫӗ. Пушарсенчен сыхланас тата вут-ҫулӑмра ҫынсем вилесрен асӑрханма пулӑшас тесе Тӑвай районӗнчи пушарнӑйсем нумаях пулмасть Енӑш Нӑрваш ял тӑрӑхне персе ҫитнӗ. Унта вӗсем ҫынсемпе тӗлпулнӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесене кӗрсе тухнӑ тата пӗччен пурӑнакан ватӑсемпе калаҫнӑ. Рейд вӑхӑтӗнче 8 киле кӗрсе тӑрӗсленӗ. Пушарнӑйсем электричество пӑралукӗсем епле шайрине пахаланӑ, ӑшӑтмалли хатӗр-хӗтӗрпе епле курнине тӗрӗсленӗ, тӗрлӗ сӗнӳ-канашпа пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Халӑх ыйтнипе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче чӑвашла открыткӑсем кӑларчӗ. Чӑн та лавккасенчи сентресем йӑлтах вырӑслисемпе кӑна тулса ларнӑ — хӑйсен тӗсӗсемпе 100 яхӑн тӗрлӗ открытка илӗртет. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлисем пачах та ҫук. Ку ҫитменлӗхе пӗтерес тесе ҫулталӑк тӑршшӗпех уявсем ячӗпе открыткӑсем кӑларма палӑртатпӑр. Чи малтанах эпир Тӑван чӗлхе кунне халалланине кӑларас терӗмӗр. Ӑна нарӑсӑн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Уйрӑмах хальхи вӑхӑтра ҫак уяв питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр — чылай ҫемьере хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ. Иккӗмӗш черете Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалланине тӑратрӑмӑр — вӑл та ҫак кунсенче пичетрен тухрӗ. Ӑна эпир чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлерӗмӗр. Открыткӑсене, иккӗшне те, «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ пысӑк мар — 20 тенкӗ кӑна. Нумай тиражпа кӑлармарӑмӑр — кашнине 100 штук кӑна. Ҫитес вӑхӑтра «Саламлатӑп» ятпа укҫа конвертне тата Хӗрарӑмсен кунне халалланӑ открытка кӑларма планлатпӑр. Вӗсем ҫак эрнерех пичетленсе тухасса шанатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта «Нарспи» поэмӑна хулипех вуласшӑн. «Хула «Нарспи» вулать» — ҫапла ятлӑ Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ онлайн марафон. Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш паллӑ икӗ пулӑма пӗрлештерме сӗнет. Марафона хутшӑнас тесен поэмӑри сыпӑка вуланине видео ӳкермелле. Унта туйӑма, сӑнарсен туйӑмне палӑртмалла. Ӑна вулакан хӑйӗн тӗлӗнмелле пултарулӑхне кӑтартма пултарать. Поэма сыпӑкне шкулта, вулавӑшра, килте, урамра вулама юрать. Анчах 2-5 минутран ытлашши мар. «Нарспи» поэмӑна тӗнчери, Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх чӗлхине куҫарнӑ. Ҫавӑнпа ӑна чӑвашла та, вырӑсла та, ытти чӗлхепе те вулама юрать. Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш поэма тексчӗпе хаваспах тивӗҫтерме хатӗр. Ӳкернӗ сюжета marafon-narspi@mail.ru адреспа ярса памалла. Пӗтӗм файла вулавӑшӑн «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи страницине кӑларса хурӗҫ. Видеосене пушӑн 9-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вулавӑшра «Нарспи» поэмӑн пысӑк вулавӗ пулать, унта видеосюжетсене хӑтлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ачасем чӑваш ташшине ташлаҫҫӗ «Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс», — тенӗ Иван Яковлев. Ҫакна тӗпе хурса пурӑнмалла халӑхӑн: ачисене мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентмелле. Ку — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» пурнӑҫламалли тӗп мел те. Ача тӑван чӗлхене вӗренсе тӑван тӑрӑха юратма, наци йӑли-йӗркине, чӑваш халӑхне хисеплеме тытӑнать. Ҫакна Каҫал тӑрӑхӗнче питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Районти хӑш-пӗр ача пахчинче ачасене чӑваш чӗлхине юратма вӗрентеҫҫӗ, унпа лайахрах калаҫма хӑнӑхтараҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи «Хӗвел» ушкӑнра воспитательре ӗҫлекен Алина Леонтьевна Родионова шӑпӑрлансемпе чӑваш чӗлхи каҫне ирттернӗ. Унта вӗсем чӑваш халӑхӗн юррисемпе, ташшисемпе, вӑййисемпе, сӑввисемпе усӑ курнӑ. Шкула ҫӳремен ачасем «Автан», «Пӗчӗк ҫеҫ путене» юрӑсене шӑрантарнӑ, «Ҫӑпата», «Тухья» вӑйӑсене вылянӑ, «Ташӑ кӗвви» ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ. Ачасене Августа Уляндина юрлакан «Атьӑр, хӗрсем, вӑрмана» юрӑпа ташлани килӗшнӗ. Ачасем «Асанне юмахӗсем» видеоклип пӑхса чӑваш юмахӗсен тӗнчине лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |