Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн 19 ҫулти амӑшӗ, ачине вӗлернӗскер, суд сакки ҫине ларӗ. Ку кӑҫал ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче пулнӑ. Пӗр ялта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм туалетра сывӑ ача ҫуратнӑ. Унтан пӗчӗкскере кӑкӑрӗ тӗлӗнчен чикнӗ те туалет шӑтӑкне пенӗ. Ача кӑштахран вилнӗ. Тепӗртакран амӑшӗ унӑн виллине кӑларса чавса чикнӗ. Ачана темиҫе кунтан тупнӑ. Хӗрарӑм ача вилӗ ҫуралнине ӗнентернӗ. Анчах экспертиза вӑл сывӑ пулнине палӑртнӑ. Халӗ следстви вӗҫленнӗ. Материалсене суда ярса панӑ. Аса илтерер: кун пекки Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те пулнӑччӗ. Унта 24-ри хӗрарӑм тин ҫуратнӑ ачине тислӗк ӑшне пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ачасем плитапа усӑ курма, салат хатӗрлеме, кукӑль пӗҫерме вӗренеҫҫӗ. Ку Шупашкарти 169-мӗш ача пахчинче. Мастерскойне аслисем валли пекех хатӗрленӗ. Унта ҫӳрекенсем 4 ҫултах салат валли турама, бутербродсем хатӗрлеме, кукӑль таврашӗ пӗҫерме пӗлеҫҫӗ. Ачасем хӑйсем те рецептсем хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсем ача пахчин рецепт кӗнекисене те кӗреҫҫӗ. Ачасем кунта ҫӗҫӗ таврашне мӗнле тытмаллине те вӗренеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх техникине, тӗпелте хӑйсене мӗнле тытмаллине лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗсем. 7-ри Карина Васильева ача пахчинче бутерброд тума вӗреннӗ те унпа килтисене те хӑналанӑ. Халӗ вӑл аслисене тӗпелте ытларах пулӑшма тӑрӑшать. Кунашкал мастерскойсем Шупашкарти тепӗр тӑватӑ ача пахчинче тунӑ. Ку вӗсене ӑсталӑхне аталантарма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Кӗрхи ӗҫем вӗҫленнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Патӑрьел районӗнче вара хӗвелҫаврӑнӑш пухаҫҫӗ. Ҫак культурӑна лартакан нумай мар. Анчах Шейхула Куликов хӑраса тӑман — ӑна чылай акнӑ. Унӑн хуҫалӑхӗнче 1800 гектар ҫӗр. Вӗсенчен 450-шне вӑл хӗвелҫаврӑнӑш лартнӑ. Малтанах культура лайӑх ӳсмен. Ҫумӑр ытлах ҫуман-ҫке. Кайран вара хӗвелҫаврӑнӑш самай аталанса ӳснӗ. Хальлӗхе 100 гектар ҫӗр ҫинчен ҫеҫ хӗвелҫаврӑнӑша пухнӑ. Уйра пӗр комбайн ҫеҫ ӗҫлет. Техникӑна тара тытма хака ларать. Шейхула Куликов каланӑ тӑрӑх, культурӑна тӗрлӗ вӑхӑтра акнӑ, ҫавӑнпа вӑл пӗр харӑс пулса ҫитмен. Фермер пирӗн тӑрӑхра лайӑх ӳсекен сорта суйланӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри тырӑран икӗ хут хаклӑрах каять. Ӑна ытларах тип ҫу тума туянаҫҫӗ. Туянакан нумай. Тӗрлӗ тӑрӑхран килеҫҫӗ ун патне. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи сӗт савучӗ те унпа ӗҫлет. Ҫитес ҫул фермер ҫак культурӑна тата ытларах лартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑвашстат республикӑри предприяти-организацисем кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Вунпилӗк муниципалитетра организацисем тупӑшлӑ тӑрӑшнӑ-мӗн. Статистсем, сӑмах май каласан, пӗчӗк услампа тӑрӑшакансене, банксене тата страхлакан организацисене кунта кӗртмен. Танлаштарӑва Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи сакӑр уйӑхпа илсе тунӑ. Уйрӑмах тупӑшлӑ ӗҫлекенсем, статистика кӑтартӑвне ӗнесен, Пӑрачкав райлнӗнче уйрӑмах йышланса кайнӑ. Ун пеккисен ӳсӗм ҫав тӑрӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчинчен 8,2 хут йышланса кайнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче ку кӑтарту 69,4 процентпа танлашнӑ, Шупашкар районӗнче — 61,6 процентпа, Вӑрмар районӗнче — 59,1 процентпа, Муркаш районӗнче — 57,5 процентпа, Комсомольски районӗнче — 56,9 процентпа, Йӗпреҫ районӗнче — 52 процентпа, Улатӑр хулинче — 41,8 процентпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Владимир Аврелькин (сулахайри) тата Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ЧР экономика министрне Чӑваш Енӗн Элтеперӗнчен ят илтнӗ. Ларура Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи прогнозне тишкернӗ. Прогноза Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви хатӗрленӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Владимир Аврелькин ял хуҫалӑхӗнчи тата промышленноҫри ӗҫ укҫин виҫине мӗн чухлӗ пулассине палӑртнипе кӑмӑллах пулман. Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма халӗ меллӗ лару-тӑру тесе шухӑшланӑ май ҫак отрасльти ӳсӗм те лайӑхланмалла тесе шухӑшлать-мӗн. Экономика министерстви ӳсӗме ҫитес ҫул 2,4 процент тесе палӑртать. «Ӗҫ укҫине ӳстерес тесен ку вӑл сахал», — тенӗ Михаил Игнатьев Владимир Аврелькина. «Мӗн тери чее тата ӑслӑ министр эсӗ пирӗн. Чӑн-чӑн бюрократ пулса кайрӑн», — тенӗ ял хуҫалӑхӗнчи тӑрӑм тата шалу виҫи калаҫнӑ май Михаил Игнатьев Владимир Аврелькин министра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакан икӗ ҫамрӑк «Трактор савучӗн» концернӑн ылтӑнне тивӗҫнӗ. Ҫак маттурсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машина тӑвакан факультечӗн III курс студенчӗ Андрей Николаев тата Шупашкарти электромеханика колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен, шӑратмалли ӑсталӑха алла илекен Максим Алферов. Холдинг «Трактор савучӗ» концернӑн ылтӑн кадрӗсем» корпоратив премине ҫамрӑксене те пама йышӑннӑ. «Машина тӑвассин малашлӑхӗ» номинацире преми илес тесе ҫамрӑксен самай тупӑшма тивнӗ. Вӗсене чи малтанах мӗнле вӗренни, мӗнпе палӑрни тӑрӑх суйласа илнӗ. 585-мӗш виҫеллӗ ылтӑн паллӑна ҫӗршыври ҫичӗ ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Ҫавсен шутӗнче Алтай крайӗнчи, Курганти тата Волгоградри яшсем пур. Пирӗннисем пирки каларӑмӑр ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӳкеҫри ишӗлекен ҫак ҫуртран ҫынсем Ишлее каясшӑн мар Кӳкеҫ поселокӗнчи ишӗлекен пӗр ҫуртри (вӑл Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ) ҫынсене Ишлее куҫарасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, вӗсене унта куҫарасси пирки епле майпа йышӑну тунине пӗлес тесе Кӳкеҫ поселокӗн Халӑх канашӗ Шупашкар район администрацине ыйтса ҫырнӑччӗ. Ҫакна Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев пуҫарнӑччӗ. Район администрацийӗнчен хуравланинче ҫынсене савӑнтараканниех тупӑнман-ха, анчах ку ӗҫпе район прокуратури те кӑсӑкланма пуҫланине палӑртмалла. Надзор органӗ районти тӳре-шара поселокри ҫынсене темиҫе ҫухрӑмри Ишлее ирӗксӗр яни саккунпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ, кун пирки вӑл яваплисене асӑрхаттарса хут та ҫырнӑ. Ишӗлекен ҫуртри ҫынсем ҫапла вара Кӳкеҫрех юлӗҫ теме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери сусӑр куракансен фестивалӗ уҫӑлнӑ. Вӑл «Пурин те пӗр пек пулмалла мар» ятлӑ. Тӗп хулана пукане театрӗсем килнӗ. Вӗсем халӗ сусӑр ачасемпе тата аслисемпе ӗҫлеҫҫӗ. Паян пӗрремӗш спектакле Шупашкарти Пукане театрӗ кӑтартнӑ. Ачасем «Мышка под солнечным ключом» постановкӑпа киленнӗ. Фестивале Курган, Караганда, Мытищи, Чуллӑ Ҫыр, Белгород, Ижевск, Симферополь, Ӗпхӳ, Витебск хулисенчи артистстсем килнӗ. Афишӑра Курганти пукане театрӗн «Сияющие ночи» спектаклӗ пӗрремӗш. Фестиваль вӑхӑтӗнче спектакльсене сусӑрсен килӗнче, Республикӑри ача-пӑча пульницинче, сусӑр ачасен реабилитаци центрӗнче иртӗҫ. Постановкӑсене куҫ курманнисем валли те хатӗрленӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ вӗсем валли премьера кӑтартӗ. Вӑл «Что такое настоящий сюрприз» ятлӑ. Фестиваль вӑхӑтӗнче ӑсталӑх класӗсем те иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Николай Федоровпа пӗрле И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ. Икӗ политик юридици факультечӗн ҫамрӑкӗсемпе курнӑҫнӑ. Тӗлпулу юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов тата ЧПУ ректорӗ Андрей Александров хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев ЧПУ тухӑҫлӑ аслӑ шкул йышне кӗнине аса илтернӗ. Вӑл паян та Чӑваш Енри вӗренӳ тӗп центрӗсенчен пӗри шутланать. Николай Федоров ҫак сӑмахсемпе килӗшнӗ. ЧПУ ректорӗ Андрей Александров аслӑ шкулӑн ҫитӗнӗвӗсем тата студентсем пирки каласа кӑтартнӑ. Тӗлпулура политиксем студентсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Вӗсене ытларах ҫамрӑксен политики, ҫарпа патриотлӑх воспитанийӗ, ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пулӑшас ыйту кӑсӑклантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпан 19-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Павлӑ районӗнчи Потап-Тӑмпӑрлӑра ҫуралса ӳснӗ чӑваш ҫыравҫи Алексей Афанасьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитӗ. Алексей Андриянович учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл колхоз ҫамрӑкӗсене шкулӗнче вӗреннӗ, унтан вӑтам шкулта ӑс пухнӑ. 1942 ҫулта удмурт чӗлхине вӗрентме тытӑннӑ. 1943 ҫулта Алексей Афанасьев Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Вӑл Карелие нимӗҫсенчен хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхӗшӗн вӑл III степень Мухтав орденне тата медальсене тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шкулта вӗрентнӗ. Унтан район хаҫатӗнче редакторта тӑрӑшнӑ. «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» хайлавне чылайӑшӗ пӗлет. Ку кӗнекене икӗ хутчен пичетлесе кӑларнӑ. Алексей Афанасьев 1985 ҫулта вилнӗ. Вӑл 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тума ӗлкӗреймен. Юпан 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ. Унта ҫыравҫӑсем, тусӗсем, писатель пултарулӑхне хисеплекенсем пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Тарасов Арсений Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |