Культура
![]() Шупашкарта «Ветки» фильмӑн премьери пулнӑ. Ӑна Шупашкарти режиссер Владимир Синяев ӳкернӗ. Хупӑ сеанса ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен, Культура, Вӗренӳ министерствисенче ӗҫлекенсем, журналистсем, кинокартинӑра ӗҫленисем килнӗ. Фильм сюжечӗ ҫивӗч. Авторсем унта наркомани ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Сценари тӑрӑх, тӗп сӑнар Даша качча каять, анчах савни ӑна наркоманипе явӑҫтарса ярать. Тӗп сӑнарсен пурнӑҫӗ турат пекех хуҫӑлма тытӑнать. Вӗсем доза шырама тытӑнаҫҫӗ, ҫакӑ пурнӑҫ тӗллевне ҫаврӑнать. Фильмра «Ҫӗнтерӳ» вырӑс халӑх театрӗн актерӗсем, наркотӗрӗслевпе прокуратура ӗҫченӗсем, Шупашкар ҫыннисем ӳкерӗннӗ. Авторсем фильм ҫамрӑксене наркотикрен сивӗтме пулӑшасса шанаҫҫӗ. Ӑна прокатра ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче курма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗршыври сахал тупӑшлӑ ҫемьесене апат-ҫимӗҫ картти пама тытӑнасшӑн. Вӑл еплерех пулассине, карттӑ ҫинче мӗн чухлӗ пулассине хальлӗхе калама хӗн. Мӗншӗн тесен карттӑна пурнӑҫа кӗртесси пирки сӗнӳсене РФ Правительствине килес ҫулхи нарӑсра сӗнӳсем тӑратасшӑн. Электронлӑ апат-ҫимӗс картти ҫине патшалӑх куҫаракан укҫана пухса пыма май килмӗ. Ун ҫине ҫын хӑй хуракан суммӑна вара патшалӑх ӳстерсе пама килӗшет. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, тепӗр ҫурри таран. Программӑпа куҫаракан укҫа-тенке ют ҫӗршывран кӳрсе килекен апат-ҫимӗҫе тата апат-ҫимӗҫ мар тавара туянма юрамӗ. Апат-ҫимӗҫ картти пама тытӑнни сахал тупӑшлисене те, ҫӗршывӑн потребитель рынокне те тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ. Маларах ку программӑна е килес ҫултан, е 2017-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗртме тытӑнасси пирки РФ Промышлнноҫ министрӗн статс-ҫыруҫи Виктор Евтухов асӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раштавӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернӗ. Унта республикӑн строительство министрӗ Олег Марков районсемпе хуласен ҫутҫанталӑк газӗшӗн парӑм пухӑнса кайни пирки чарӑнса тӑнӑ. Хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсенче газшӑн парӑм 29 процента ҫити ӳссе кайнӑ. Республикӑри пӗтӗм парӑмран 50 проценчӗ «Коммуналлӑ технологисем» общество тӳлеменнипе пухӑннӑ-мӗн. Юлашки икӗ ҫулта вӑл уйрӑмах пысӑк парӑм пуҫтарса янӑ. Районсемпе хуласен парӑмӗсене илес пулсан, чи парӑмлисем вӑрнарсем, йӗпреҫсем, куславккасем, сӗнтӗрвӑррисем, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар хулисем. «Кашни министр хӑйӗн пайӗшӗн яваплӑх тытать, ҫакӑн пекех муниципалитетсен ертӳҫисен те ҫакна лайӑх ӑнланмалла, вӗсем те муниципалитетшӑн яваплӑ», — тесе ҫирӗп асӑрхаттарнӑ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗпӗрти Болотное хулинче пурӑнакан, пиллӗкмӗш класра вӗренекен Мария Котова Раҫҫей Президенчӗнчен Ҫӗнӗ ҫул парнине тивӗҫнӗ. Ӑна Владимир Путин велосипед тата хӗрпӗрчи ӗмӗтленнӗ ытти япалапа савӑнтарнӑ. Хӗрача Пӗтӗм Раҫҫейри интеллектуалсен олимпиадинче муниципалитет шайӗнче «Вырӑс чӗлхи» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑк сӑмах ӑсти РФ Президенчӗ патне ҫыру шӑрҫалама шут тытнӑ. Унӑн ӗмӗтне, велосипеда, Новосибирск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Городецкий тыттарнӑ. РФ Президенчӗ ачасен Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи ӗмӗтне унччен те пурнӑҫланӑ. Казахстанран Хакасине куҫса килнӗ, тара илнӗ хваттерте пурӑнакан ҫемьере ӳсекен 12 ҫулти хӗрача кӑвак куҫлӑ хаски ӑратлӑ йытӑ ҫури пирки ӗмӗтленнине, анчах хаклӑскере ашшӗ-амӑшӗ туянса парайманнине пӗлтернӗ. Кӗҫех ӑна В. Путин йытӑ ҫури парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() СИЗОна кулерпа тата электронлӑ кӗнекепе кайма юрӗ. Следстви изоляторне лекекенсене ҫавӑн пекех хӑлхана шӑв-шавран хупламалли хатӗр, куҫа ҫутӑ кансӗрлесрен ҫыхмалли илме юрать. Унсӑр пуҫне электричество чейникӗ, тӗнче тетелне тухма май ҫук электрон хатӗрсем илсе пыма чармӗҫ. Ку вӑл кӑштахран. Ҫӗнӗлӗх пирки журналистсене Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Бояринев пӗлтернӗ. «Следстви изоляторӗсен шалти йӗрки ҫинчен калакан правилӑна улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан приказ кӗҫех тухать пуль тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ Бояринев. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ каланӑ тӑрӑх, документа тивӗҫлӗ ведомствӑсенче пӑхса тухса ырланӑ. Халӗ ӑна РФ Юстици министерстви пӑхса тухать. Следстви изоляторӗнчисене карас телефонӗ илсе кӗртме ирӗк памӗҫ тесе Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра та, республикӑра тем тӗрлӗ Уполномоченнӑй та пур. Вӗсенчен пӗри этем прависене хӳтӗлекенни шутланать, тепри — ачасене, виҫҫӗмӗшӗ — усламҫӑсене. Этем правин кунӗ (вӑл куна раштавӑн 10-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ) умӗн Мускав облаҫӗнчи Аносинӑра РФ Президент Администрацийӗ регионсенчи Уполномоченнӑйсемпе виҫӗ кунлӑх семинар-канашлу ирттерни пирки Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Ҫавӑн чухне РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин Уполномоченнӑйсен координаци канашлӑвӗсенче тата ларусенче ларса вӑхӑта ирттермелле маррине палӑртнӑ. «Сирӗн пата иртен пуҫласа каҫчен шӑнкӑравлаҫҫӗ. Эсир ҫав вӑхӑтра общество ӗҫӗпе аппаланатӑр», — палӑртнӑ шухӑшне Вячеслав Володин. Унсӑр пуҫне вӑл уполномоченнӑйсен суйлавҫӑсен интересӗсене хӳтӗлессипе те ӗҫлеме тытӑнмаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ нумаях пулмасть РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗпе Николай Федоровпа, Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн патшалӑх корпорацийӗн сӑнав канашӗн ертӳҫипе Сергей Степашинпа тата Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн пайташӗсемпе тӗлпулнӑ. М. Игнатьевсӑр пуҫне ЧР Элтеперӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов та курнӑҫӑва хутшӑннӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче Атӑл леш енне ҫутҫанталӑк газне кӗртессине, граждансене пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ авариллӗ ҫуртсенчен куҫарассине, ҫурт-йӗр фончӗн ыйтӑвӗсем пирки сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев республикӑра пулса иртекен ӗҫсене пысӑка хакланӑшӑн хӑнасене тав туни пирки влаҫ органӗсен официаллӑ пӗлтерет. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пиччӗшӗпе шӑллӗне Таланцевсене халалласа палӑк лартнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Ӑна Леонид Белов меценат пуҫрӑвӗпе лартнӑ. Вӑл Зиновий Таланцев бюсчӗ евӗр. Унта «Меценатам и благотворителям XIX столетия от благодарных потомков» (чӑв. XIX ӗмерти меченатсемпе ырӑ ӗҫсем тӑвакансене пархатарлӑ эткертен — ЧХС) тесе ҫырнӑ. Аса илтермешкӗн: пиччӗшӗпе шӑллӗ Таланцевсем 19-мӗш ӗмӗрте пурӑннӑ. Чӑваш Еншӗн нумай ыра ӗҫ тунӑ вӗсем. Вӗсем укҫан пулӑшнипе вӗренӳ заведенийӗсем ҫӗкленнӗ, хаҫатсем тухнӑ, учительсен пӗрлӗхе йӗркеленнӗ тата ытти те. Кунсӑр пуҫне 1954 ҫулта ЧР Наци вулавӑшне вӗсен кӗнекесен пуххи лекнӗ. Ку — сайра фонд. Ҫавна пулах палӑка Наци вулавӑшӗ патне лартнӑ. Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ «Вулакан Чӑваш Ен» форумри мероприятисенче уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Шупашкарта ӗҫсӗррисен йышӗ ӳснине палӑртаҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли — вӗсен йышӗнче аслӑ пӗлӳллисем нумай. Ӗҫсӗррисен йышӗнче ытларах — хӗрарӑмсем. Официаллӑ ҫӑлкуҫсене ӗненес тӗк, тӗп хулара 2250 ҫын ӗҫсӗр шутланать. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ — аслӑ пӗлӳ дипломӗ илнисем. Чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, гуманитари енӗпе пӗлӳ илнисене ӗҫе вырнаҫма йывӑртарах. Анчах ҫав вӑхӑтрах рабочи вакансийӗсем пушӑ. Ҫак кун тӗлне ӗҫ паракан 580 ҫын 5000 ытла ваканси пирки пӗлтернӗ. Рабочи профессиллисене ӗҫ рынокӗнче 5 вариант сӗнеҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ черетлӗ танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи пысӑк должноҫри ҫынсен рейтингне чӳк уйӑхӗнчи кӑтартӑва шута илсе хатӗрленӗ. Унти кӑтартупа килӗшӳллӗн, медиатанлаштарӑм лидерӗсен йышне Чулхула, Шупашкар тата Епхӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсем кӗнӗ. Алексей Ладыков иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 860,59 балл пухнӑ. «Медиалоги» компани тунӑ тишкерӳпе килӗшӳллӗн, МИХсем ытларах Алексей Ладыков «Садовый» микрорайона тухса ҫӳренине ҫутатнӑ. Сӑмах май, медиарейтинга МИХсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Телекураври, радиори, хаҫат-журналти, информаци агентствинчи, тӗнче тетелӗнчи МИХсенчи хыпарсене шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |