Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 16 ҫулти арҫын ача 9-ти шӑллӗне вӗлерсен Чӑваш Ен самай шавларӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑна ача ирччен компьютер вӑййине вылянипе сӑлтавларӗ. Теприсем урӑхла калаҫрӗҫ. Анчах ҫав кун ир кӳлӗм мӗн пулса иртнӗ? Ҫакна кӗҫех суд татса памалла. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӑйсен килӗнче 16-ри арҫын ача ҫывӑракан шӑллӗне мӑйӗнчен виҫӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тепӗр пӳлӗмре ҫывӑрнӑ. Вилене ирхине ашшӗ тупнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: арҫын ача психика тӗлӗшӗнчен сывӑ мар. Судра ӑна вӑйпа сипленме ярас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Хальхи тапхӑрта тӑван чӗлхесемпе литературӑсене тӗпчессипе вӗрентессин пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсем» конференци ирттерет. Вӑл 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна пӗтӗм тӗнчери шая кӑларнӑ. Ӑслӑлӑхпа практика конференцине Юрий Виноградов доцент 70 ҫул, Альбина Волкова доцент 55 ҫул тултарнине халалланӑ. Конференци программине ҫакнашкал секцисен ӗҫне кӗртме палӑртнӑ: «Хальхи чӗлхепе литература вӗрентӗвӗн аталану ҫул-йӗрӗ», «Тӑван чӗлхине ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси»; «Тӑван мар чӗлхесене ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси»;«Тӑван литературӑна ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси». Конференцие хутшӑнма Раҫҫейри, ҫывӑх тата инҫет ҫӗршывсен тӗпчевҫисене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене йыхравлаҫҫӗ. Конференцие хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине тата доклад материалне йӗркелӳ комитетне кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫитермеллине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пиллӗк ҫул хушшинче Чӑваш Енре «шкул ыйтӑвне пӗтӗмпех татса» парасшӑн. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ачасен интересӗсене тӗпе хурса наци стратегине пурнӑҫламалли координаци канашӗн ларӑвӗнче каланӑ. «2016 мӗш ҫул валли бюджетра ҫӗнӗ шкулсем тума укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Пилӗк ҫул хушшинче регионта шкул ыйтӑвне пӗтӗмпех татса пама тӗллев лартнӑ. Вунӑ ҫул хушшинче регионти 30 шкула тӗпрен модернизацилеме те палӑртса хунӑ», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ пухӑннисене. Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй хатӗрленӗ танлаштарӑмра пирӗн республика ачасене пурӑнма чи лайӑх 10 регион шутне кӗнӗ. Шкулсемпе ача пахчисене черет пӗтсен, тен, пӗрремӗш йӗркене те лекӗ-и?.. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Эпӗ — Раҫҫей гражданинӗ». Ҫакӑн пек ятпа Чӑваш Республикинчи аслӑ классенче вӗренекен яшсемпе хӗрсем олимпиадӑна хутшӑнса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсем Раҫҫей тата Чӑваш Республикин историйӗпе, ҫӗршывӑн тӗп саккунӗпе — Конституципе, Раҫҫейре иртекен пулӑмсемпе, политикӑри лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Асӑннӑ конкурса Трак ен ачисем те хастар хутшӑннӑ. Красноармейски районӗн пӗрлештернӗ командинче 5 ача кӗнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Красноармейски шкулӗнчен, иккӗшӗ — Трак шкулӗнчен. Ҫивӗч тупӑшура 37 командӑран Красноармейски тӑрӑхӗнчи шкул ачисем 17 вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Тупӑшӑва хатӗрлекенӗсем маларах асӑннӑ шкулсенче общество пӗлӗвне вӗрентекен В.М. Михайлов тата В.В. Борисова пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ку шухӑша паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ чух палӑртнӑ. «Халӑх тӑнӑҫлӑхӗ тата ырлӑхӗ ытларах чухне хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен чун ҫирӗплӗхӗнчен, тивӗҫе парӑннинчен, тухӑҫлӑ ӗҫӗнчен тата професси ӑсталӑхӗнчен килет», — тенӗ пухӑннисене саламланӑ май Михаил Игнатьев. Элтепер влаҫӑн патшалӑх органӗсемпе право сыхлавӗн органӗсем тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗрен коррупципе кӗрешмелли наци планӗ ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пынине палӑртнӑ. «Терроризма тата экстремизма хирӗҫ кӗрешесси уйрӑмах ҫивӗч ыйтусен шутӗнче тӑнине, тулашри тупӑнсах тӑракан хӑрушлӑхсем тата ҫирӗплӗхе аркатма хӑтланакан факторсем контрразведка ӗҫ-хӗлӗнче тухӑҫлӑхрах вӑй хума хистенине каланӑ», — тесе хыпарлать республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Лондонти Аслӑ суд Раҫҫей журналистӗнчен Ольга Романоваран Чӑваш Енӗн сенаторӗ пулнӑ Владимир Слуцкер валли 110 пин фунт шыраса илмелле тунине эпир ҫулла пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Сенатор пулнӑ ҫын журналиста вӑл ун пирки суя сӑмах сарнӑ тесе кӳреннӗ иккен. Суда тавӑҫпа Слуцкер 2012 ҫултах тухнӑ. Журналист шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗ Алексей Козлов улталанӑ тенипе ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе Слуцкер улталаса пуҫарттарнӑ пулать. Слуцкерпа Козлов пӗрле ӗҫленӗ-мӗн. Лондонри суд Владимир Слуцкера майлӑ пулнӑ, Романова суя сӑмах сарнӑ тесе палӑртнӑ. Журналист суя сӑмаха массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пичетленӗ май ку сӑмаха нумай ҫын илтме пултарнӑ, тавӑҫпа тухакана самай шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшланӑ иккен Лондонри суд. Капла йышӑнупа килӗшмесӗр журналистка апелляци искӗпе тухнӑ. анчах Лондонри аппеляци сучӗ ӑна йышӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() ЮТВ телеканалта Анатолийпе Надежда Никитинсемпе ӳкернӗ «Искусство ҫыннисем» передача кӑҫал ултӑ хут тухнӑ. Унта Анатолий Никитин композитор кӗвӗленӗ юрӑ сӑввисен авторӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсен шутӗнче Юхма Мишши, Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Галина Кӗмӗл, Раиса Сарпи, Альбина Юрату пулнӑ. Телекӑларӑм ярӑмне пӗтӗмлетсе тата Константин Иванов ҫулталӑкӗпе Литература ҫулталӑкӗ вӗҫленнӗ ятпа Анатолийпе Надежда Никитинсем раштавӑн 23-мӗшӗнче ятарлӑ литература каҫне йӗркелӗҫ. Унта передачӑсене хутшӑннӑ сӑвӑҫсене йыхравлӗҫ, вӗсен сӑввисемпе хывнӑ юрӑсемпе паллаштарӗҫ. Сӑвӑ авторӗсем хушшинче унсӑр пуҫне телекӑларӑмсене хутшӑнма тӳр килейменнисем те — Николай Ишентей, Микула Мыскал, Нина Пӑрчӑкан, Елена Абрамова — тата ыттисем те пулӗҫ. Концертра вӗсен сӑввисем ҫине хывнӑ юрӑсемпе Анатолийпе Надежда Никитинӑсем тата «Янташ» ушкӑн паллаштарӗ. Шоу-концерт Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залӗнче 18:30-ра пуҫланӗ. Унсӑр пуҫне, раштавӑн 24-мӗшӗнче, Анатолийпе Надежда Никитинсем тепӗр концерт — Ҫӗнӗ ҫула халалланине — хатӗрлӗҫ. Вӑл «Салют» культура керменӗнче иртӗ, 18:30-ра пуҫланӗ. |
Ҫурт-йӗр
![]() Олимпиада Епифанован та вӗренмелли ҫук мар Раҫҫейӗн Строительство министерствинче нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсамалли программӑн регионти операторӗсен професси ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Чӑваш Енрен те унта хутшӑннӑ. Тест ыйтӑвне хуравланисен 50 ыйтуран сахалтан та 45-шне пӗлмелле пулнӑ. Анчах ун пеккисем тупӑнман. Ҫапах та Чӑваш Енри оператор шутлакан фонд пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова япӑх мар хуравланисен йышне кӗнӗ. Кун пеккисен шутӗнче Раҫҫӗйӗн ҫурттӑвӑм министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис Кисан, Архангельск, Пенза облаҫӗсене, Тинӗсҫум крайне, Мари Эла тата Чӑваш Ене асӑнса хӑварнӑ. 40 ыйтуран ытларах хуравлама пултарнисем валли федерацин ҫав министерство вӗренӳ йӗркелесшӗн. Унта пуҫлӑхсем хӑйсен ӗҫӗнче кирлӗ япаласене ӑша чикеҫҫех пуль. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Хӑяр татакан агрегат Судри ӗҫ таканари шыв пек теҫҫӗ те, суда хутшӑнаканӗсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Ҫакна хӑйӗн юрист практикинчи тӗслӗхе Галина Вронская юрист чӗрӗ журналта ҫырса кӑтартнӑ историри сӑнарсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Куславкка районӗнчи пӗр фермерпа ҫавна хӑяр татмалли агрегат туса панӑ предприяти пуҫлӑхӗ тӗл пулнӑ. Фермер агрегат ӑсталанӑ ҫынна укҫа тӳлесшӗн пулман иккен. Ниме тӑман, уссӑр япала текелесе укҫине хытса тӑнӑ. Судра ку агрегат лайӑххипе начаррине ҫирӗплетме экспертиза тума та тӳре сӗннӗ. Хӑяр татмалли агрегатпа усӑ курнӑ фермер пирки Галина Вронская юрист ҫӗр ҫинче ӗҫлесе пурӑнакан ҫав ҫын Чӑваш Ен Элтеперӗпе туслӑ тесе каланине фермерӑн ваккачӗ ята яни вырӑнне хунине пӗлтернӗ май суда парассипе хӑратнӑ. Галина Вронская Михаил Игнатьев ятне асӑнни хайхине мӗншӗн кӳрентернине ӑнланман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер ҫершыв Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттерни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ. Кремль сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта каймашкӑн 1,4 пин журналист аккредитаци илнӗ. Пресс-конференцие пирӗн республикӑри калем ӑстисем те хутшӑнни пирки асӑннӑ май унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тата «Наци телекуравӗн» журналисчӗсем кайнине хыпарланӑччӗ. Чӑн та, унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Игорь Герасимов, Наци телекуравӗпе радиокомпанийӗнчен Надежда Яковлева корреспондентпа Андрей Шоклев оператор тата pg21.ru сайт редакторӗ Роман Павлов кайнӑ. Чӑваш Енри журналистсене ыйту партарттарнӑ-ши е ҫук-ши — кӑна хальлӗхе калама пултараймастпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |