Чӑваш Ене 14 ҫул ертсе пынӑ Илья Прокопьев ӗнер 90 ҫул тултарнӑ. Ҫав ҫынна халалласа республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫине тӑрсах статья ҫине статья шӑрҫаларӗҫ.
Ӗнер республикӑн наци вулавӑшӗнче Илья Павловичӑн юбилейне паллӑ тунӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара кӑна мар, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та хутшӑннӑ.
Унта пухӑннӑ шур сухалсенчен хӑшӗсем хӑйсен иртнӗ ӗмӗрти ӗҫӗ-хӗлӗ пирки аса илнӗ.
Илья Прокопьев Вӑрнар районӗнчи Мӑчамӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи пӗлӗвӗпе вӑл — педагог: Хабаровскри пединститутра вӗреннӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче те ӗҫленӗ. Пурнӑҫӑн тӗп пайне вара парти ӗҫ-хӗлне панӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн йышӑнӑвӗпе ӗнер «Чӑваш Республики умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.