Ҫул-йӗр
Аслисене пула ачасем вилеҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхӑн ҫурринчен пуҫласа ӗнерччен кӑна пирӗн республикӑри ҫулсем ҫинче ҫул ҫитмен 8 ача вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара 14 ача леш тӗнчене ӑсаннӑ. Вилнисенчен чылайӑшӗ урапара пассажир евӗр ларса пыраканскерсем пулнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗ. Инкекӗ пӗри тепринчен хӑрушӑрах сиксе тухать. Шӑмӑршӑра, ав, ҫурлан 2-мӗшӗнче ӳсӗр водитель малта пыракан МАЗран иртме хӑтланса ҫулӑн сылтӑм енне тухса кайнӑ. Унти ҫуран утакансем ҫине пырса кӗрсе пӗр ҫемьери виҫӗ ҫынна вӗлернӗ. Ҫав шутра 37 ҫулти ашшӗн аллинчи 4 ҫулти арҫын ача та пулнӑ. Унччен икӗ кун маларах Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑпа Лапра ялӗсем хушшинче 18 ҫулти водитель МАЗпа пырса ҫапӑннӑ та урапари 17 тата 13 ҫулти ачасем вилнӗ. Ҫурлан 5-мӗшӗнче ӳсӗр ашшӗне пула виҫӗ ҫулхи арҫын ача вилнӗ. Тепӗр виҫӗ ача пульницӑна лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Етӗрне хулинче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене «Форд Фокус» ятлӑ урпапа ҫухални пирки пӗлтернӗ. Инкек тӳсекен ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урапа район центрӗнчи Комсомольски урамӗнче ларнӑ, ҫавӑнтан такамсем ӑна пӗҫертсе кайнӑ та. Анчах вырӑнти йӗрке хуралҫисемпе республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин Пуҫиле шыравӗн управленийӗн ӗҫченӗсем итлеме итлеҫҫӗ те, анчах пуҫа та ӗҫлеттереҫҫӗ. Вӗсем арҫын суйса пӗлтернине палӑртаҫҫӗ. Машинӑна ҫамрӑк кивҫенле илнӗ, ӑна та вӑл тӳлесе татман. Тата унӑн тӗрлӗ штраф тӳлемелле пулнӑ. Парӑма шыраса илейменнине кура суд приставӗсем урапа тӗлӗшпе арест хума йышӑннӑ. Ҫамрӑк арҫын парӑма татас тесе машина ҫухалнӑ пек тӑвас та страховани укҫиллӗ пулас тенӗ. Суйса евитленишӗн халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
Николай Угаслова чысланӑ самант Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов чиркӳ тума пулӑшать, ҫавна май ӑна орденпах наградӑланӑ. Николай Угаслов Таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежский ячӗпе Шупашкарта собор тума пысӑк пулӑшу кӳни пирки конгресӑн пресс-служби хыпарлать. Уҫӑ кӑмӑлшӑн ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир кнеҫ чиркӗвӗнче ҫурлан 2-мӗшӗнче Мускав тата Пӗтӗм Pyҫ Патриархӗ Святейший Кирилл указӗпе килӗшӳллӗн Вырӑс Православи Чиркӗвӗн Таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежскийӑн III в степеньлӗ орденне парса чысланӑ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов «ТУС» акционерсен xyпӑ обществин пуҫлӑхӗ пулса вӑй хурать. Орден илнине конгресс пресс-служби чыс тесе хакланӑ май конгресс хастарӗсем Николай Федоровича чунтан саламланине, "пархатарлӑ ӗҫpe вӑй хурса тӑрӑшнӑшӑн" тав тунине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Ҫӗпӗрти йӑхташӑмӑрсемпе пӗрле Нумаях пулмасть пирӗн республикӑри хастарсем Тӗмен тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем патне ҫитсе килнӗ. Курса калаҫма кӑна мар, вӗсен пурнӑҫӗ пикри документлӑ фильм ӳкерме те. Инҫе ҫула Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева тата Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев тухнӑ. Вӗсем Сургут, Нефтеюганск, Тобольск тата Тӗмен хулисене, вӑл тӑрӑхри Пӗчӗк Хутор, Канаш, Анат Тавда ялӗсене ҫитсе курнӑ. Тӗмен тӑрӑхӗнчи маттур чӑвашсем ҫинчен вӗсем самай фото- тата видеоматериал пуҫтарнӑ. Ҫӗпӗр чӑвашӗсен пурнӑҫне, вӗсен кулленхи ӗҫне-хӗлне Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн пайташӗсем Владимир Васильевпа Зоя Яковлева фильмра кӑна мар, хаҫатсенче те, радиокӑларӑмсенче те ҫутатасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Олег Марков министр Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Олег Марков «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Пысӑк шайри пуҫлӑха чысласси пирки калакан хутра Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев Олег Марков Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тӳпе хывнине, вӑл нумай ҫул таса чунпа тӑрӑшнине палӑртнӑ. Олег Марков 1966 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта Шупашкарти машина тӑвакансен техникмуне вӗренсе пӗтернӗ. Малтанласа «Чӑвашсетьгазра» тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2012–2013-мӗш ҫулсенче строительство министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. 2013-мӗшӗнче ӑна министр пуканне шанса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинче «Key to Learning» программӑпа акӑлчан чӗлхине тарӑн вӗренес енӗпе ушкӑн уҫӑлнӑ. Ачасемпе ятарлӑ воспитательсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен педагогика дипломӗ пур, акӑлчанла ирӗклӗн калаҫаҫҫӗ. Ку программа 3–7 ҫулсенчи ачасем валли. Унпа Аслӑ Британире, Шотландире, Польшӑра, Сингапурта, Уэльсире, Индонезире, Малайзире, АПШра, Индире тата ытти ҫӗршывра анлӑ усӑ курнӑ ӗнтӗ. Программа тӗллевӗсенчен пӗри — вӗренӗве интереслӗ тӑвасси. Ача тулли кӑмӑлпа вӗрентӗр чӗлхене. Ҫавӑн пек вӑл кирлӗ информацие ӑса хывать. «Key to Learning» программа кирек мӗнле ачапа та ӗҫлеме май парать. Унӑн пултарулӑхне кура мар — пурне те чӗлхене ӑса хывма майсем туса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
Дмитрий Барышов тунӑ сӑн Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне палла тӑвиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Ун чухне тӗрлӗ мероприяти ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Кашни ҫулах шупашкарсене уявпа саламлама эстрада ҫӑлтӑрӗсем килеҫҫӗ. Хальхинче Шупашкар сцени ҫинче кам юрлӗ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ уява кам килесси паллӑ пулнине пӗлтерет. Хальхинче шупашкарсене «Звери» ушкӑн юрӑсемпе савӑнтарӗ. Ҫӑлтӑрсем Хӗрлӗ лапамри сцена ҫинче юрлӗҫ. Концерт ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗнче «Пире илем пӗрлештерет» акципе килӗшӳллӗн «Чечекленекен пахча» конкурс старт илнӗ. Ӑна ялсене илем кӗртес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Чи маттуррисене тупса палӑртаҫҫӗ. Пӗрремӗш рейд иртнӗ ӗнтӗ. Комисси пайташӗсем ҫурлан 3-мӗшӗнче ялсене пӑхса ҫаврӑннӑ. Ун чухне вӗсем чи илемлӗ пахчасене сӑн ӳкернӗ. Авӑр Ҫырми, Пайӑк, Чӑрӑш Хирлеп, Йӑлтӑм, Мӑн Хирлеп ялӗсенчи пахчасене ӳкернӗ комисси пайташӗсем. Чи лайӑх, илемлӗ пахчасене те палӑртнӑ. Пайӑкри Ольга Ефремовӑн, Авӑр Ҫырминчи Алина Петровӑн, Пайӑкри Светлана Якимовӑн, Авӑр Ҫырминчи Оксана Борисовӑн тата Вера Кузнецовӑн пахчисем чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. Чи-чи лайӑх, чи илемлӗ пахчана вара пӗтӗмлетӳ тусан палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипомпа тата парнепе чыслӗҫ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Элӗк районӗнчи Литературӑпа таврапӗлӳ музейне Шӗмшеш ялӗнчи Авель Мартынов килнӗ. Вӑл ахаль пыман музея. Авель 1971 ҫулта тупнӑ мамонтӑн асав шӑлне йӑтса пынӑ. Ӑна Вылӑ юханшывӗн сылтӑм айккинче тупнӑ. Малтанах ҫак «тупра» шкул музейӗнче упраннӑ. Халӗ ӑна район музейне пама йышӑннӑ. Анчах шел те, асав шӑла, 1 метр та 53 сантиметр вӑрӑмӑшскере, виҫӗ пая касӗҫ. Музей ӗҫченӗсем Авель Макарова тав тунӑ. Халӗ асав шӑл Ҫутҫанталӑк залӗнче вырӑн тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑвашстат специалисчӗсем черетлӗ мониторинг ирттернӗ. Ку каллех лавккари хаксене пырса тивет. Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 3-мӗшӗччен лавккасенче сахӑр тата тип ҫу хакланнӑ. Сахӑр — 2,8%, тип ҫу 2,3% ӳснӗ. Чӑвашстат ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пекех тӑвар, хуратул, ӗне тата сыснан пӑшӑхланӑ какайӗсем, печени, хура чей, рис хакӗсем хӑпарнӑ. Пулӑ, тӑпӑрчӑ, тӗтӗмленӗ кӑлпасси, сыр, хӑйма, чӑх какайӗ, мороженӑй та кӑштах хакланнӑ — 0,8-0,1%. Ҫӗрулми, хӑяр, помидор, сухан хакӗсем вара чакнӑ — 10,6-5%. Сӑмах май, ҫӑмӑл урапа, пирус, телевизор, хуҫалӑх супӑнӗ, бензин хакӗсем те ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| «Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ. | ||
| Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |