2018 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче 1919-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ, юлашки ҫулсенче Шупашкарта пурӑннӑ виҫӗ вӑрҫӑ ветеранӗ, педагог, чылай орден-медаль кавалерӗ Яковлев Алексей Алексеевич ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Алексей Яковлев ӗмӗр тӑршшӗпех ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма, ҫӗршывшӑн кар тӑма чӗнсе каланӑ. Штанашри 7 класлӑ шкул хыҫҫӑн 1932 ҫулта Етӗрнери педтехникума вӗренме кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн 2 ҫул хушши Етӗрне районӗнче шкулта ӗҫленӗ. 1938 ҫултан пуҫласа 1946 ҫулччен ҫарта пулнӑ. Танкист вӑрҫӑра 4 хутчен аманнӑ, 2 хутчен ун контузи тӳсме тивнӗ, танкра чутах ҫунса кайман. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗри шкулта истори учителӗ пулса ӗҫленӗ (1946–1969), ҫав хушӑрах Шупашкарти пединститутран кӗретсӗр мелпе вӗренсе тухнӑ (1948–1953). 1969–1979-мӗш ҫулсенче вӑл Шупашкарти 33-мӗш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Пенсие тухсан та килте ларман ветеран, Етӗрне районӗнчи Засурскинчи лаша савутӗнче тӑрӑшнӑ (1979–1990).
Вӑрҫӑ ветеранӗ хӑйӗн тӑван Кӗрлев ялне те манса кайман, ял уявне 2 хутчен килме пултарнӑ.
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче эпир Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗ хӑйӗн ял уявне ирттерни пирки пӗлтертӗмӗр. Авторӗ Галина Зотова пулчӗ. Вӑл ярса панӑ хыпар ячӗ урӑхлаччӗ ӗнтӗ («Кӗрлев ял уявӗ» тенӗччӗ), эпир вара, уяври сӑнсемпе тата текстпа паллашнӑ тӑрӑх ӑна «Кӗрлев ял уявне вырӑсла кӑна илемлетни ял ҫыннисен кӑмӑлне кайнӑ» ят патӑмӑр. Хам унта пулман-ха ӗнтӗ, анчах уява вырӑсла кӑна илемлетни чуна питӗ кӑмӑлсӑрлантарчӗ. Икӗ хурӑнпа усӑ курса уявӑн йыхрав стендне хатӗрленӗ. Икӗ енче те вырӑсла ҫырса хунӑ. «Нивушлӗ пӗр енне те пулин чӑвашла ҫырма пултарайман?» — кӗвӗҫрӗ ман чун.
Галина Зотова та хыпара хавхаланса ҫырса панӑ. «Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ», — тесе ҫырать автор хыпарӑн тӳрлетмен вариантӗнче. Чи хӑрушши вара: ҫак стендсене вырӑсла кӑна хатӗрлени пирки эп каламан пулсан, ни Галина Зотова, ни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем, ни ял халӑхӗ нимӗнле киревсӗр япала та курманнинче.
Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче ял уявӗ иртрӗ. Иртнӗ ҫулхи пекех ӑна ҫӳллӗ шайра ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Уява Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ансамлӗн артисчӗсем кӑна мар, ялти халӑх та ӗлӗкхи арчаран туртса кӑларнӑ чӑваш тумне тӑхӑнса тухнӑ. Хӑнасене тулли сӗтел кӗтсе илчӗ. Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Вӗсене вырӑсла кӑна хатӗрленӗ пулин те кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ.
Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова пухӑннисене уяв ячӗпе саламласа пурне те малашне те ялшӑн тӑрӑшма чӗнсе каларӗ, уяв йӗркелекенсене чунтан тав турӗ. Галина Зотова таврапӗлӳҫӗ ял историйӗпе паллаштарчӗ, уява килнӗ виҫӗ вӑрҫӑ тата педагогика ветеранне, кӑкӑр тулли наградӑллӑ 98 ҫулхи Яковлев Алексей Алексеевича асӑнмалӑх пӗчӗк парнепе, хӑйӗн «Вӑтӑр ҫичӗ пӗртӑван» кӗнекипе чысларӗ. Ку парнене ялти виҫӗ пӗчӗк ача та тивӗҫрӗҫ: Вадим Патеев, Алеша Чучаков тата Максим Михайлов. Пухӑннисене ҫавӑн пекех Элӗк райпо представителӗ ҫак ялти сӗт нумай сутакансене парнесемпе чысларӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ял уявӗ ирттерчӗҫ. Ку ял Штанаш ял тӑрӑхне кӗрет. Ун пирки пӗрремӗш хут 18-мӗш ӗмӗрте асӑннӑ. Ял ячӗ «кӗрлев» (выр. шуметь) сӑмахран пулса кайнӑ, теҫҫӗ, вӑл Ҫӗмӗрлене ҫитиех тӑсӑлакан вӑрмантан инҫех мар вырнаҫнӑ. Йывӑҫсем те, ялпа юнашар юхакан пӗчӗк юханшыв та самаях хумханса кӗрленӗ пулас. Ялта 2011 ҫулта 50 кил пулнӑ, 125 ҫын пурӑннӑ. Унтанпа кил шучӗ те, пурӑнакансен йышӗ те самаях чакнӑ пулин те, ял халӑхӗ Сидоров Николай Титович пуҫарнипе ял уявне ирттерме шутланӑ.
Уява йӗркелеме Чучаковсен ҫемьи, Савельева Роза пулӑшнӑ. Хӗрлӗ Чутайри «Пельменная» кафе ӗҫченӗсем те килсе ҫитнӗ. Ял халӑхне саламлама ҫавӑн пекех хаклӑ хӑнасем те килме кӑмӑл тунӑ: Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, Штанаш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Светлана Ефимова, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ 97 ҫулхи ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ Яковлев Алексей Алексеевич, Штанашри артистсем тата ыттисем те.
Галина Зотова пухӑннисене Кӗрлев ял истрийӗпе паллаштарчӗ: ялтан тухнӑ паллӑ ҫынсем, вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартса орден -медаль илме тивӗҫ пулнисем те ҫак пӗчӗк ялта чылай-мӗн.
Чӑваш наци библиотекин «Мерчен» залӗнче Архипов Севастиан Михайловича асӑнса уяв ирттернӗ. Архипов Севастиан Михайлович (08.01.1921–18.12.2014) Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1939 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче ҫамрӑк ҫар ретне тӑрать. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласа юлашки кунӗсемчченех ҫапӑҫать, темиҫе хутчен те аманать. Фронтовик Курск пӗккинче, Харьков, Луцк, Лубна, Белгород хулисене ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑна Рашкоф (1944) хулин коменданчӗ пулма уйӑрса лартнӑ. 1945 ҫулсенче Скальмежиценово (Польша) хулинче 3 хутчен аманнӑ, госпитальсенче сипленнӗ. Севастиан Архипова хастарлӑхшӑн Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗшпе 2-мӗш степенлӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, 13 медальпе чысланӑ.
1946 ҫулта каччӑ тӑван ялне таврӑнать. Ҫулталак хушши Тутарстанра тӑрӑшать, унтан каллех Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманайри вӑтам шкулта пуҫламӑш класри ачасене вӗрентме пуҫлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |