Чӑвашлӑх
Олег Цыпленков тунӑ сӑн «Сӑвар, чунҫӳрев» ушкӑнра Олег Цыпленков пӗлтернӗ тӑрӑх Йӗпреҫри ЗАГСра, ҫамрӑк мӑшӑрсене ҫырӑнтаракан аслӑ пӳлӗмре, Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене вырнаҫтарман. Олег Михайлович тӗлӗнет: е Йӗпреҫ районӗ Чӑваш Республикине кӗме пӑрахнӑ, е йӗпреҫсем Чӑваш Республикин символӗсене кӑмӑлламаҫҫӗ. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» саккун тӑрӑх ЗАГС-сенче Чӑваш Республикин ялавӗ ҫакӑнса тӑмалла. Кӑна ҫак саккунӑн 4 статьин 4 пункчӗ ыйтать. Гербӗ пирки вара саккун унашкалах ҫирӗп мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне тӗрлӗ программӑпа палӑртӗ. Йӑлана кӗнӗ концертсемпе куравсемсӗр пуҫне ҫӗнӗрен ҫӗнӗ мероприятисем кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче «Ҫӑлтӑрпа зарядка» йышшисем пурнӑҫа кӗнӗччӗ. Мускаври артистсем килнине те хула ҫыннисем хӑнӑхса ҫитрӗҫ пулӗ. Кӑҫалхи уявра джигитовка кӑтартма палӑртнӑ. Вӑл мероприяти ҫурлан 16-мӗшӗнче тӗп хулари Амӑш палӑкӗ умӗнчи лаптӑкра иртмелле. Юланутҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе ҫав кун 16 сехетре паллаштарӗҫ. Шупашкар районӗнчи «Заимка» турист комплексӗ ҫумӗнчи «Отрадный» лаша спорчӗн клубне ҫӳрекенскерсем Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Клуб пайташӗсем — 10 ҫултан пуҫласа 25 ҫул таранчченхи хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑри районсенче хӗрӳ ӗҫ пырать. Пурте уй-хирте тырӑ выраҫҫӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем вара ывӑнмасӑр ӗҫлекенсене савӑнтарма васкаҫҫӗ. Сӑмах — агитбригадӑсем пирки. Ҫурлан 10-мӗшӗнче, ав, Комсомольски районӗнчи тӗп клуб ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх уйӗсене концертпа пӗрремӗш хут тухнӑ. Вӗсем чи малтан «Асанкасси» ял хуҫалӑхне ҫитнӗ. Кунта культура ӗҫченӗсем хӑйсен юррисемпе предприяти ӗҫченӗсен кӑмӑлӗсене ҫӗкленӗ. Куракансем вара Мария Илларионова, Альбина тата Виктор Кокшинсем, Лариса Носова, Валентина Тимофеева тата Владимир Павлов юрланисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ. Унтан агитбригада «Восток» хуҫалӑх йӗтемӗ ҫине ҫитнӗ. Культура ӗҫченӗсем вырӑсла тата чӑвашла юрӑсене шӑрантарнӑ. Агитбригада кунпа пӑчланасшӑн мар. Вӑл ытти хуҫалӑхри ӗҫченсене те концертпа савӑнтарасшӑн. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫурлан 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Энрияль халӑхӗ ял уявне паллӑ тунӑ. Питӗ савӑнӑҫлӑ иртнӗ мероприяти. Уявра вырӑнти алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ. 14 сехетре спорт ӑмӑртӑвӗсем пуҫланнӑ. Велосипедпа ярӑнассинче Сергей Димитриев ҫӗнтернӗ. Шашкӑлла выляса Иван Бакуновец мала тухнӑ. Турник ҫинче Александр Петров нумайрах туртӑннӑ. Сергей Афанасьев кире пуканне 200 хут йӑтнӑ. Тӗп лапамра наци тумне тӑхӑннӑ ҫынсем утнӑ. Ҫавӑн пекех «21-мӗш ӗмӗрти лаша» тесе ҫырнӑ мотоблоксем пынӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрне Сергей Павлова тата ытти хӑнана ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Уявра ялти чи ватӑ ҫынсене чысланӑ. Вӗсем — Евдокия Семенова тата Лука Александров. Чи пӗчӗккисем те парнесӗр юлман. Унтан сцена ҫинче пултарулӑх ушкӑнӗсем юрланӑ. Ташӑ марафонӗ каҫченех пынӑ. Уяв фейерверкпа вӗҫленнӗ. Сӑнсем (92) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Халӑх сурсан кӳлӗ пулать тесе ваттисем ахальтен каламан. Йӗпреҫ районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнчи ҫынсем ку пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. Ҫак кунсенче унта ялти кӗпере юсанӑ. Ара, вӑл е ку енне лекес тесен ял халӑхӗн тавран утмалла пулнӑ. Халӗ вара ку енӗпе пӑтӑрмах ҫук. Ҫӗнӗ кӗпер самай ҫирӗп. Ун урлӑ урапа е трактор та каҫма пултарать. Халӑх куншӑн Хурамал ял тӑрӑхӗн депутачӗсен пухӑвӗн депутатне Валерий Григорьева, район депутачӗсен пухӑвӗн депутатне Валерий Кузнецова тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Валерий Евграфова тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Нумаях пулмасть Шупашкарти пӗр шкулта вӗренекен Анна Орлова Стамбултан таврӑннӑ. Вӑл унта пӗтӗм тӗнчери вокал конкурсне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Анна хыҫҫӑн Турци хӑнисем те Чӑваш Ене ҫитнӗ. Конкурс жюрийӗ Раҫҫейре пултаруллӑ ҫынсене мӗнле хатӗрленнипе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Анна ҫав тери вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Анна Орлова Стамбулта иртнӗ вокал конкурсӗнче пӗлтӗр ҫӗнтернӗ. Вӑл 35 ҫӗршыври юрӑҫсенсен ирттернӗ. Жюрире ларнӑ композиторсемпе мусӑкҫӑсем Анна пултарулӑхӗнчен питӗ тӗлӗннӗ. Вӗсене Аннӑн илемлӗ сасси кӑна мар, тӗрӗллӗ чӑваш тумӗ те тыткӑнланӑ. Конкурса тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсем ҫеҫ хутшӑннӑ. Анна каланӑ тӑрӑх, чи вӑйлӑ юрӑҫсем Казахстанран, Туркменистанран, Кабарда-Балкартан килнӗ. Анна Туркменире акӑлчанла пупленӗ. Чӑваш чӗлхи турккӑллине ҫывӑхран вӑл тӑван чӗлхепе те калаҫнӑ. Вӗсем ӑна кӑштах ӑнланнӑ. Турцирен килнӗ хӑнасем Раҫҫей культури вӗсене яланах кӑсӑклантарнине палӑртнӑ. Вӗсем Мускавра, Питӗрте, Хусанта пулса курнӑ. Хамди Метин Йылмаз каланӑ тӑрӑх, Хусанта наци культурине ытларах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Чӑвашсем вара урӑхларах. «Чӑвашсен наци символӗсем пур ҫӗрте те: автобусра, тум ҫинче, сувенирсем ҫинче», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗн ҫыннисем паттӑрсене хисеплеҫҫӗ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене халалласа хӑйсен вӑйӗпе палӑк лартнӑ. Унччен Тупах ялӗнче тимӗртен тунӑ обелиск ҫеҫ пулнӑ. Ҫавӑ ҫеҫ паттӑрсене аса илтернӗ. Халӗ вара асӑну палӑкне кирпӗчрен тунӑ, ӑна карта тытса ҫавӑрнӑ. Чи пӗлтерӗшли вара — палӑк ҫине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен ячӗсене ҫырнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — 118 ҫын — киле таврӑнайман. Тупахсем палӑк тӑвас шухӑша пӗлтӗр палӑртнӑ. Халӑхран укҫа пухса хӑпартнӑ ӑна. Ку кӑна мар — вӗсем строительство ӗҫӗсене те хутшӑннӑ. Ӑна тумашкӑн 130 пин тенке яхӑн укҫа кирлӗ пулнӑ. Унпа стройматериал туяннӑ. Ытти ӗҫе вара ял ҫыннисем хӑйсемех пурнӑҫланӑ. Сӑмах май, Кӗлкешре те хӗрӳ ӗҫ пырать. Унта та ветерансене халалласа палӑк лартасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче РСФСР тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Моисей Спиридоновӑн ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Ӑна ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курав авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ӗҫлӗ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспозицие Чӑваш наци музейӗпе пӗрле хатӗрленӗ. Унта килекен ҫынсем живопиҫпе графикӑна курма пултараҫҫӗ. Ӑна Моисей Спиридонов этнографи экспедицийӗсенче пухнӑ. Унтах документсемме сӑнӳкерчӗксем пур. Вӗсем ӳнерҫӗн пултарулӑхӗпе, ӑслӑлӑхӗпе, общество пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер: Моисей Спиридонов Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ, Хусанти ӳнер училищинче вӗреннӗ. 1918 ҫулта Ӳнер академине пӗтернӗ. Вӑл чӑваш тӗррине халалланӑ альбома хатӗрлес ӗҫе пурнӑҫӗнчи чылай вӑхӑтне уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта, Алькешран инҫе мар вырнаҫнӑ юпа вырӑнӗнче чӑваш хастарӗсем Паттӑрлӑх кунне паллӑ турӗҫ. Чӑваш йӑли-йӗркине тытса пыракансем ҫак кун 792 ҫул каялла пулса иртнӗ паллӑ ҫапӑҫӑва асӑнса чӳк ирттерчӗҫ. Тутар-монголсен никам ҫӗнейми ҫарӗ Калка ҫинче кӑпчаксемпе вырӑссене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн Атӑл тӑрӑх хӑпарма пуҫланӑ. Пирӗн мӑн асаттесем ҫакӑн пирки сиссен тӑшмана кӗтсе илме тухнӑ. Челпир патша ертсе пынӑ ҫар тутар-монголсене чикӗ умӗнче кӗтсе илнӗ. Хаяр ҫапӑҫура Атӑлҫи Пӑлхар паттӑрӗсем ҫӗнтерме пултарнӑ, 4 пин тӑшмана тыткӑна илнӗ. Никам ҫӗнейми тутар-монгол ҫарӗ пӗрремӗш хут ҫупкӑ ҫинӗ, вӗсене ертсе пыракан Супетей аран тарма ӗлкӗрнӗ. Хайхи вара тыткӑнрисене каялла сурӑхсем ҫине ылмаштарнӑ — кашни ҫӑрҫӑшӑн пӗр сурӑх. Ҫапла мӑшкӑлланӑшӑн ҫак ҫапӑҫӑва «сурӑх ҫапӑҫӑвӗ» тесе ят панӑ. Чӳк тунӑ хыҫҫӑн вырӑнти фольклор ушкӑнӗ пуҫтарӑннӑ ҫынсене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗ. Уяв шӳрпе ҫинипе вӗҫленчӗ. Сӑнсем (104) |
Статистика
Чӑваш Енре ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ мӗн чухлӗ? Ку, ахӑртнех, чылай ҫынна кӑсӑклантарать. Чӑваш Енре, Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсӗр 5000 яхӑн ҫын шутланать. Ведомство мониторинг ирттернӗ. Тӗплӗнрех калас пулсан, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 4796 ҫын. Ведомствӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, 3618 ҫын организацире тулли мар кунпа ӗҫлекенни шутланать. Тепӗр енчен илсен, ӗҫ паракан 2062 ҫын ваканси пирки пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе 15029 ӗҫ вырӑнӗ пушӑ. Сӑмах май, ӗҫсӗррисен йышӗ Муркаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗчӗк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| «Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ. | ||
| Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |