Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
Комисси канашлать
Комисси канашлать

Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнчи тӳре-шара республикӑн тӗп хулинчи урамсене, лапамсене, ытти территорие ят парас енӗпе лару ирттернӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче Шупашкарти 62-мӗш вӑтам шкула Геннадий Волков этнопедагог ячӗпе хисепленмелле тӑвасси те пулнӑ. Наукӑсен Раҫҫей академийӗн академикӗ ятне илес ыйтупа яваплисем патне асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ хӑй тухнӑ.

Мичман Павлов урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине Чӑваш халӑх писателӗн Василий Алентейӗн ячӗпе мемориал хӑми вырнаҫтарӗҫ. Мускав проспектӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫинче ял хуҫалӑх наукисен докторӗн Александр Кузнецовӑн ячӗллӗ хӑма пулӗ.

Комисси пайташӗсем хулари общество чарӑнӑвӗн хӑш-пӗр ячӗсене ылмаштарас ыйтӑва та пӑхса тухса тивӗҫлӗ кӑларнӑ.

 

Хулара
Мясокомбинат проездӗнчи ҫуртсенчен пӗри
Мясокомбинат проездӗнчи ҫуртсенчен пӗри

Шупашкарти Мясокомбинат проездне ҫутатма прокуратура хистет. Надзор органне асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем пулӑшу ыйтса ҫырнӑ.

Асӑннӑ проездра нумай хваттерлӗ икӗ ҫурт тата 1102 уйрӑм ҫын ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Унта пурӑнакансем те этем ретлӗ пурӑнасшӑн, кӗрхи тӗттӗм каҫсенче ҫутӑ урампа утасшӑн.

«Об общих принципах организации местного самоуправления в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ыйтӑвӗсене йӗркелессин пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен) саккунӑн 16-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 25-мӗш пунктӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, урама хӑтлӑх кӗртесси, ҫав шутра ҫутӑпа тивӗҫтересси те, вырӑнти тӳре-шаран тивӗҫӗ шутланать.

Кӑлтӑка пӗтерме хушса прокуратура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару шӑрҫаланӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри тӳре-шаран уйӑхне 100 пин тенкӗрен ытла ӗҫлесе илме юрамасть. Пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чухнехи пирки мар-ха сӑмахӗ. Кайран, ӗҫрен кайсанхи ҫинчен.

Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, кӑларнӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн правительство пайташӗн патшалӑх служащийӗн должноҫӗнчен кайсан 100 пин тенкӗрен ытла ӗҫлесе илмесси пирки хут ҫырса шантармалла. Хута министрӑн уйрӑм ӗҫӗ ҫумне ҫӗлесе хурӗҫ.

Чару патшалӑх служащийӗн ӗҫне пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи икӗ ҫула пырӗ. Енчен те шалу 100 пин тенкӗрен пысӑкрах ҫӗре вырнаҫас тесен Коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссирен ирӗк илмелле.

Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ коррупципе кӗрешессине вӑйлатас тӗллевпе кӑларнине пӗлтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан арҫынна суд 6 ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ. Ҫавскерӗн вӑл вӑхӑта пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерме тивӗ.

42 ҫулти арҫынпа унӑн 36-ри пӗлӗшӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявланӑ-ши — пӗрле эрех ӗҫнӗ. Анчах тем пайлайман-ҫке иккӗшӗ — аслӑраххи ҫамрӑкки ҫине бензин сапнӑ та унтан зажигалка ҫутнӑ. Часах 36-ри арҫыннӑн ҫипуҫӗ хыпса илнӗ. Арҫын пуҫне, мӑйне, аллине, пӗҫҫине, кӗлеткине хытах пӗҫертсе янӑ. Унӑн кӗлеткин 30 проценчӗ шар курнӑ. Сылтӑм хӑлхи тата тӑватӑ пӳрни ҫунса кайнӑ.

Чӗртсе яраканни тӑна кӗренҫи пулса ҫулӑма сӳнтерме хӑтланнӑ-ха, васкавлӑ пулӑшу та чӗнсе илнӗ. Пӗрех ҫамрӑк арҫын пӗрремӗш ушкӑн сусӑрӗ пулса юлнӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Экспертсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, куҫман пурлӑх хальхи пек тахҫанах йӳнӗ пулман. Чӑвашстат хваттерсемпе пӳлӗмсен вӑтам хакне шутласа кӑларнӑ.

Кӑтартусем – 2016 ҫулхи виҫҫӗмӗш кварталтисем. Халӗ ҫӗнӗ ҫуртри пӗр тӑваткал метрӗ 38321 тенкӗ тӑрать. Иккӗмеш рынокра вара пӗр тӑваткал метра 39784 тенкӗпе илме пулать.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫуртри вӑтам пахалӑхлӑ хваттерте пӗр тӑваткал метршӑн 35159 тенкӗ кӑларса хумалла. Лайӑх пахалӑхлинче вара – 41884 тенкӗ.

Элита ҫуртсенче вара пӗр тӑваткал метр хаклӑрах: 45882 тенкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/37151
 

Ӳнер

Чӑваш культурин тӗчевҫи, ҫыравҫӑ Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗсем тата ӳнерпе ҫыхӑннӑ кӗнекесем кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Унӑн «Чувашский мир Терентия Дверенина» кӗнекине тата ытти ҫавӑн йышши ӗҫсене Чӑваш кӗнеке издательстви, сӑмах май, «Либер-­2016» Барселонӑри курава та илсе кайнӑ.

Халӗ Геннадий Иванов-Орков тата тепӗр ӗҫе пуҫӑннӑ. Ӑста искусствовед «Фейсбукри» хайӗн странцинче юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗлтернӗ тарӑх, вӑл хальхи вӑхӑтри художниксем ҫинчен кӗнеке-альбом ярӑмне хатӗрлет. Пултарулӑх ушкӑнӗпе канашланӑ хыҫҫӑн кӗне ятне те шухӑшласа кӑларнӑ. «Пространство, Дом, Художник!» ят панӑскере Георгий Фомирякова халалласшӑн. Кӑларӑма художникӑн 60 ҫулхи тӗлне — ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗ валли — кун ҫути кӑтартасшӑн.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Чӑваш ҫыннисене, ял мухтарӗсене, ЧНК, ЧТП, хӗрарӑмсен, пенсионерсен, ҫамрӑксен тата ытти пӗрлешӳсен районсенчи пайташӗсене, Патшалӑхӑн республикӑри тата вырӑнти ертӳҫисене, Вӗрентӳ шаралӑхне, шкул директорӗсене янӑ ҪЫРУ.

 

Тӑван чӗлхемӗр кӑвайт ҫинчи хӗртнӗ хурҫӑ пек тӗлкӗшсе тӑрать. Таптаса килекен пӗрпеклетӳ тискерлӗхне ӑнланмасӑр, лайӑх шалуллӑ вырӑнти хӑшпӗр чӗлхеҫӗсемпе аслӑ тӳресем тӑван чӗлхене пӑтратма пӑрахаймаҫҫӗ. Хӑватлӑ халӑхсем хӑйсен чӗлхисене хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра чӑвашсем тӑван сӑмаха упрассишӗн ҫине тӑма пуҫларӗҫ. «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш тӗнчи» хаҫатсенче, Чӑваш халӑх сайтӗнче, «Идель.Реалии» сайтра ҫивӗч статьясем тухрӗҫ. Тӑван чӗлхене хӳтӗлесе ҫынсем судсене ҫитрӗҫ. Ыйтӑва Патшалӑх Канашӗн шайӗнче ятарласа сӳтсе явнӑ пулин те, Чӗлхе комиссийӗ каллех унталла-кунталла турткаланнипе шкул ӗҫне пӑтратса тӑрать. Татах капла хӑтлансан чӗлхемӗре тепӗр ӑру ӗмӗрӗнче сӳнтерсе лартатпӑр.

 

Пирӗн пӗрремӗш сӑмахачасемпе тӑван чӗлхепе калаҫасси ҫинчен.

Малалла...

 

Ял хуҫалӑхӗ
Хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтараҫҫӗ
Хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтараҫҫӗ

Улатӑр районӗнче хӗвелҫаврӑнӑш ҫулма тытӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ муниципалитетӑн пресс-служби хыпарланӑ.

Хӗвелҫаврӑнӑша Улатӑр районӗнче 3643 гектар акнӑ. Ку культурӑпа ӗҫлекенсем районта виҫӗ хуҫалӑх: «НДН Агро» тулли мар яваплӑ обществӑн Тӑвайӗнчи филиалӗ 3193 гектар акнӑ, «Родина» общество — 350 га, «Авангард» общество — 100 га.

Асӑннӑ тӑрӑхшӑн ку культура ҫӗнӗ темелле. Ӑна туса илме тытӑнни ытла нумаях пулмасть. Маларах ку культурӑна «НДН Агро» акса пӑхнӑ. Халӗ, ав, ӑна кура тата икӗ хуҫалӑх хутшӑннӑ. «НДН Агрора» сакӑр комбайн вырать. Паянхи куна илсен 270 гектар ҫинчен 403 тонна хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтарса кӗртнӗ.

Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсем пахчаҫимӗҫ пуҫтарса кӗртессипе те малалла ӗҫлеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Пӑрачкав районӗнчи пӗр ялта 27 ҫулти хӗрарӑм 17-ри кӳршӗ хӗрне хӗненӗ. Вӑрҫи-харҫи пикен каччине пула сиксе тухнӑ.

Республика прокуратурин пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, 27-ри хӗрарӑм тӑлӑх хӗр ҫине ҫиксе ӳкнӗ. Пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче вӑл хӗрӗн каччи машинӑпа иртсе кайнӑ чух чутах ӑна ҫапса хӑварман тесе ятланӑ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, руль умӗнчи яш ӑна, велосипедпа пыраканскере, пырса кӗрес пекех ҫил шӑхӑрттарса иртсе кайнӑ.

Ҫуран ҫӳрекенсене хисеплемелли пирки ӑнлантарас вырӑнне хӗрарӑм алли-урине ирӗке янӑ. Пикене вӑл ҫӳҫрен ярса илнӗ, кирпӗч илсе пуҫӗнчен ҫапнӑ. Пуҫ мимине чӗтретнӗ пикен пульницӑрах сипленме тивнӗ.

Ҫапӑҫакан хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ ку пӑтӑрмаха миравай судья пӑхса тухӗ.

 

Спорт
Тӳре-шаран хоккей команди
Тӳре-шаран хоккей команди

Чӑваш Енӗн тӳре-шари унччен те хоккейла вылятчӗ. Республикӑн правительствинче ӗҫлекенсем Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе пӑр ҫинче тӗл пулатчӗҫ. Иртнӗ уйӑхра чӑваш парламентне депутатсене ҫӗнӗрен суйланӑ хыҫҫӑн та хоккей выляма пӑрахман. Ӗнер пуҫласа клюшка тата шайба йӑтса пӑр ҫине тухнӑ.

Юлташла матча Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн экс-ертӳҫи, халӗ депутачӗ Юрий Попов та унчченхиллех тухнӑ. Депутатсемпе тӳре-шара командисем Чӑваш Енӗн Спорт министерствин «Чебоксары Арена» (чӑв. Шупашкар Арена) пӑр керменӗнче тӗл пулнӑ.

Михаил Игнатьев Элтепер шучӗпе Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ йышӗ спортпа тата туслӑрах. Спорт вара пӗрлештерет, сывлӑхлӑ пулма пулӑшать, талпӑнма хистет, вӑй-хал парать.

 

Страницӑсем: 1 ... 2811, 2812, 2813, 2814, 2815, 2816, 2817, 2818, 2819, 2820, [2821], 2822, 2823, 2824, 2825, 2826, 2827, 2828, 2829, 2830, 2831, ... 4123
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 25

1897
129
Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1898
128
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ.
1909
117
Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ .
1927
99
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1936
90
Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ.
1952
74
Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1960
66
«Шупашкар керамики» савута хута янӑ.
1961
65
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1971
55
Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ.
1977
49
Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...