Сывлӑх
Утӑ уйӑхӗн 21–22-мӗшӗсенче Шупашкарти Мускав районӗнчи Лебедев тата Кривов, Павлов мичман урамӗсенче «Сывлӑх ташши» уяв иртнӗ. Ӑна Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев, 29-мӗш патриот клубӗн ертӳҫи Дмитрий Разин йӗркеленӗ. Унтах чи хастар ҫынсене, нумай хваттерлӗ ҫуртсен председателӗсене чысланӑ. Хисеплӗ хӑнасем картишри чи хастар ҫынсене те палӑртнӑ. вӗсем депутат аллинчен тав хучӗсем илнӗ. «Сывлӑх ташшине» 59-мӗш шкулти хореограф Инга Громова ирттернӗ. Ачасем картана тӑрса чӑваш кӗввине итленӗ май ташланӑ. Ача нумай пухӑннӑ. Пултаруллисем юрӑсемпе ташӑсем хатӗрленӗ. Спорт енӗпе те ӑмӑртусем иртнӗ. Лебедев тата Кривов урамӗсенче пурӑнакансем валли казах юррисен «Вольница» ансамблӗ юрланӑ. Уявра юн пусӑмне тӗрӗслеме, сывлӑха тӗрӗслеттерме май пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Утӑн 24-мӗшӗнче Элӗкри тӗп вулавӑшра Иван Антоновпа тӗлпулу иртнӗ. Вӑл — полици майорӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш халӑх академикӗ, Халӑх ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Иван Сергеевич ҫак районти Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мероприятие унӑн арӑмӗ, хӗрӗпе кӗрӗвӗ тата тӑванӗсем те хутшӑннӑ. Иван Антонов вулавӑша килнисене хӑйӗн ҫӗнӗ «Пирӗн пурнӑҫ» кӗнекипе паллаштарнӑ. Хӗрӗ Татьяна поэма мӗнле ҫырӑнни пирки каласа кӑтартнӑ. Иван Антонов 1938 ҫулта ҫуралнӑ, Ураскилтри вӑтам шкула пӗтернӗ, Уральск хулинчи авиаци ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1985 ҫултанпа ҫыравҫӑ ӗҫне кӳлӗннӗ. Ун чухне вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Иван Антонов Кӗҫӗн Тӑван ялӗн историйӗпе, йӑла-йӗркепе, паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл «Кӗҫӗн Тӑван: ял пурнӑҫӗ», «Кӗҫӗн Тӑван таврашӗнчи юрӑсем», «Тӑван Кӗҫӗн Тӑван: пьеса» кӗнекесем кӑларнӑ. Вӗсене ҫырнӑ чухне вӑл архивсенчи документсемпе паллашнӑ. Иван Антонов Элӗк вулавӑшне «Пирӗн пурнӑҫ» кӗнекен 50 экземплярне парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев республикӑра тепӗр ялта урнӑ чир пулнине алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хальхинче — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ишеккасси ялӗнче. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, карантин утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пулнине палӑртнӑ. Ку юлашки чир пулнӑранпа икӗ уйӑх иртсен ҫеҫ пӑрахӑҫланӗ. Ишеккасси ялӗнче 450 ытла ҫын пурӑнать. Унта пер шкул пур. Ветеринарсем урнӑ чир хӑрушӑ инфекци чирӗ пулнине палӑртаҫҫӗ. Вӑл чӗрчуншӑн та, ҫыншӑн та хӑрушӑ — вилӗм патнех илсе ҫитерме пултарать. Сӑмах май, кӑҫал ҫур ҫулта республикӑри 14 муниципалитетра кунашкал 58 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. вӗсенчен 45-шӗ — тилӗ чирленипе. 7 тӗслӗхӗ — йытӑ урнӑ чирпе аптӑранӑран, пиллӗкӗшӗнче — кушак, пӗринче пӑсара айӑплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗччен пурӑнакан пенсионерсене капюсав тӳлевӗнчен хатарма сӗнеҫҫӗ. Кун пек сӗнӗвех Самарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри капюсав операторӗсен съездӗнче пӗлтернӗ. РФ строительство министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис каланӑ тӑрӑх, ватӑ ҫынсен тӑванӗсем ҫук тӑк, хваттере приватизациленӗ пулсан вӑл пур пӗрех хула харпӑрлӑхне юлӗ. Эппин, пенсионерсене капюсавран хӑтарса ҫак ыйтӑва муниципалитет ҫине тиемелле. Сӑмах май, Раҫҫейре хальлӗхе нумай хваттерлӗ 5 пин ҫурта юсанӑ. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле тепӗр 25 пин ҫурта юсама палӑртнӑ. 2016 ҫулта вара 1 миллион тӑваткал метра юсав тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Дмитрий Медведев премьер-министр хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен валли 17 миллион тенкӗ те 334 пин те 800 тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва правительство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫак укҫапа ялсенче ҫулсем сарӗҫ. Вӑл хытӑ сийлӗ пулӗ. Ҫакна «Ялсене 2014–2017 ҫулсенче аталантарасси» тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлӗҫ. 2015 ҫулта субъектсем валли 4,5 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Правительствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ку пурте усӑ куракан ҫул-йӗр тӑршшӗне пысӑклатма май парӗ. Субсидие 52 регион валли уйӑрӗҫ. Ҫав шутра Мари Эл — 117,9 миллион тенкӗ, Тутарстан — 307 миллион тенкӗ, Киров облаҫӗ — 275 миллион тенкӗ, Чулхула облаҫӗ — 210, 9 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Утӑн 24-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Мӗлӗш ялӗнче уяв ирттернӗ. Халӑх ял кунне паллӑ тума пухӑннӑ. Уява Кульцав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгения Нараткина уҫнӑ. Ял ҫыннисене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та ҫитнӗ. Леонид Николаев ял ҫыннисемшӗн тунӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Кивӗ Мӗлӗшре ҫулӑн пӗр пайне юсанине аса илтернӗ вӑл. Вулавӑш ӗҫченӗ Галина Степанова ял историйӗпе паллаштарнӑ. Камсем унта пӗрремӗш пурӑннӑ? Мӗн ӗҫленӗ вӗсем? Ял мӗнле аталаннӑ? Ҫаксене йӑлтах каласа кӑтартнӑ вӑл. Унтан концерт пуҫланнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухса юрласа ташланӑ. Ал ӑстисен ӗҫӗсене курав евӗр йӗркеленӗ. Вӗсен илемӗпе кашниех киленме пултарнӑ. Паллах, спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Уявра кашниех шӳрпе тутанма пултарнӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 25-мӗшӗччен Крым ҫурмаутрав ҫинче ҫамрӑксен «Таврида» вӗренӳ канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Енри пулас ҫыравҫӑсем, ҫамрӑк журналистсем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен проекчӗсене федераци эксперчӗсен умӗнче хӑтланӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри пӗр ҫамрӑк хӑйӗн проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант ҫӗнсе илнӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Юлия Шелтукова «Эпӗ — вулакан» проектне хӳтӗлесе ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн 100 пин тенкӗ грант илме пултарнӑ. Юлия Шелтуковӑн проекчӗ ҫамрӑксене «Квест» евӗр вӑййи Шупашкарти вулавӑшсемпе паллашма май парать. Юля Крымра килӗшнине, унтан каяс та килменнине палӑртнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Раҫҫейӗн куҫман пурлӑхне укҫа хывакансем кӑҫалхи ҫур ҫулта 23 процент сахалланнӑ. Ку вӑл — 2014 ҫулхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсемпе танлаштарсан. «Кӗмӗл» ҫине куҫарсан, пурӗ 1,23 миллиард доллар хывнӑ. Финансистсемпе экономистсем офис тӗллевӗллӗ куҫман пурлӑха укҫа хывассине уйрӑммӑн тишкернӗ те, кунта тупра хывасси пысӑкланнине асӑрханӑ. Ҫак тӗллевпе ҫур ҫулта 579 миллион доллар уйӑрнӑ е пӗлтӗрхи ултӑ уйӑхринчен 70 процент нумайрах. Суту-илӳ валли илекен куҫман пурлӑха укҫа ярасси 208 миллион долларпа танлашнӑ. Ун пек кӑна уйӑрни юлашки темиҫе ҫулта пачах та пулман иккен. Ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫӗршыври мӗнпур инвестицирен 81 проценчӗ тивнӗ. Ҫав шутран 47 проценчӗ офиссем валли кайнӑ, 19 проценчӗ — складсене, 17 проценчӗ — суту-илӳ валли куҫман пурлӑх илме. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Ҫак ӗҫ ҫурлан 15-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Вӗренӳ учрежденийӗсене юсама, тирпей-илем кӗртме бюджетран 670 млн ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Шкул ачисене учебниксемпе тивӗҫтерессине те палӑртнӑ ЧР вӗрентӳ министрӗ Владимир Иванов. Кун валли 64 млн ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Вӗренекенсем шкул кӗнекисене тӳлевсӗр илӗҫ. 2015 ҫулта шкул автобусӗсене ҫӗнетме 27,5 млн тенкӗ укҫа кайнӑ. 17 ҫӗнӗ автобус туяннӑ, 2002-2006 ҫулсенче кӑларнисене тӗпрен юсанӑ. Шкул автобусӗсене пурне те ГЛОНАСС спутник навигацийӗн тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ. Республикӑра ҫӗнӗ йышши шкулсемпе ача пахчисем тӑвасси малалла пырать. Сӑмахран, Шупашкар районӗнчи Янӑшри шкула кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла. Унта 165 вӗренекен тата ача пахчине ҫӳрекен 40 шӑпӑрлан вырӑн тупӗ. Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнчи шкула вара 2016-2017 вӗренӳ ҫулӗ тӗлне туса пӗтерӗҫ. Черетре — 7 ача пахчи (Элӗк районӗнче — 1, Вӑрнар районӗнче — 1, Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 1, Шупашкарта — 4). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Патӑрьел районӗнчи пӗр ялти культура ҫурчӗ 400 алӑклӑ пулса тухнӑ. Ун пекки пулма пултараймасть тесе тӗлӗнет-тӗр вулакан. Анчах хут ҫинче темле те «ӳкерсе» хума май пур мар-им вара? Шӑпах ҫавӑн пек хӑтланнӑ та асӑннӑ районти 30 ҫулти усламҫӑ. Вӑл ялти культура ҫуртне юсасси пирки муниципалитет килӗшӗвӗ туса ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӗҫне ҫитернӗ хыҫҫӑн 2012-мӗш ҫулта икӗ чӳрече вырнаҫтарни тата 400 алӑка сӳтсе йӗркене кӗртни пирки отчет тунӑ. Ҫав хут тӑрӑх усламҫӑна хыснаран 140 пин тенкӗ тӳленӗ. 400 алӑклӑ культура ҫуртне юсани пирки нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Усламҫӑна халӗ улталанӑшӑн явап тыттарас хӑрушлӑх пур. Анчах ҫакна та палӑртмалла: тӗпчев пынӑ вӑхӑтра вӑл мӗнпур тӑкака саплаштарнӑ — улталаса илнӗ укҫана тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| «Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ. | ||
| Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |