Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Лауреат медалӗ
Лауреат медалӗ

Трак енри Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2016 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2016 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.

Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.

Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

РАШ
23

Трак Енрисем ҫӗнӗ тӗллевсем палӑртнӑ
 Виталий Михайлов | 23.12.2016 10:12 |

Культура
Правлени ларӑвӗнче
Правлени ларӑвӗнче

Трак енре нумай пулмасть районти Н.Янкас ячӗллӗ культурӑпа ӳнер тата литература пӗрлӗх правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ пулнӑ. Чи малтанах ларура правлени кӑҫал ирттернӗ ӗҫ-хӗл тата ҫитес ҫулхи тӗллевсем ҫинчен унӑн председателӗ И.Прокопьев паллаштарнӑ. «Ырри нумай пирӗн ӗҫре, вӗсене пӗрлехи вӑйпа тунӑ, 2017 ҫулта татах та пысӑкрах ӗҫсем кӗтеҫҫӗ», — пӗтӗмлетӳ тунӑ Иван Афанасьевич. Член укҫи пухасси мӗнле пыни пирки правлени председа­телӗн ҫумӗ В. Михайлов чарӑнса тӑнӑ. «Вӑл пурӗ 7700 тенкӗ пуҫтарӑннӑ, 5153 тенкипе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелесе ирттерме тата юбилярсем валли парнесем туянма усӑ курнӑ», — терӗ Вита­лий Михайлович. Сӑмахне вӑл район энциклопедийӗ ҫине те куҫарнӑ. Унӑн редакторӗ пулнӑ май, кун пирки Виталий Михайлович район депутачӗсен Пухӑвӗн иртнӗ ларӑвӗнче те тухса калаҫнӑ иккен. Ӑна пичетлесе кӑларасси вӑраха кайни укҫа-тенкӗ тивӗҫменнипе ҫыхӑннӑ-мӗн.

Ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусемпе ларура правле­ни пайташӗсем — Н.Ер­шов, В.Серафимов, Л.Антонов, В.Данилов, А.Алексеев тата тёп вулавӑш директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н. Гри­горьева хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ.

Ларура 2016 ҫулшӑн Н.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче китай чӗлхипе пуҫласа олимпиада ирттернӗ. Халиччен ун пекки республикӑра пулман.

Аслӑ шкулта ӑнлантарнӑ тӑрӑх, олимпиадӑна ирттернин унта китай чӗлхин курсӗ ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Ӑна йӗркеленӗренпе ку чӗлхене 200 ытла ҫамрӑк ӑша хывнӑ.

Сӑмах май, шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, 2015 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшенче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУпа Гуйчжоу провинцийӗнчи педагогика университечӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Китай чӗлхине пирӗн патри аслӑ шкулта асӑннӑ университетӑн пайтаҫи Ма Ися вӗрентет.

Олимпиадӑна хутшӑннисем хайсем калаҫма тата ҫырма пӗлнине тӗрӗсленӗ. Китай каллиографийӗпе (ҫырма пӗлни) тата китайла сӑмахсене тӗрӗс калама пултарнине те хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫи — Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей экскурсовочӗ А. Данилова. Лайӑххипе ҫавӑн пекех ют чӗлхесен факультечӗн студентки А. Алюнова, ЧПУ студенчӗ А. Ефремов, Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен М. Капитонова, Л. Панюхина усламҫӑ палӑрнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӑҫал шартлама сивӗ пуҫланнӑранпа урамра ултӑ ҫын шӑнса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче икӗ ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пишенкассинче 68 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Пӑрачкав районӗнчи Долгая Поляна поселокра вара 40 ҫулти арҫын юханшыв пӑрӗ ҫинче шӑнса вилнӗ.

Ҫакӑ паллӑ: икӗ арҫын та пӗччен пурӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шӑнса вилнӗ. Вӗсем, ахӑртнех, ӳсӗр пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38807
 

Культура

ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Кино фончӗ республикӑри хӑш-пӗр районсене укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ.

Хальхинче конкурсра Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Патӑрьел, Куславкка, Етӗрне, Тӑвай районӗсем ҫӗнтернӗ. Вӗсене 5 миллион тенкӗшер каялла тавӑрса памалла мар валеҫнӗ.

Ку укҫапа районсем хальхи йышши кинозалсем хута ярӗҫ. Анчах укҫана пӗр япалана шута илсе панӑ: кинозалсенче кӑтартакан фильмсен 50 проценчӗ Раҫҫейре ӳкернисем пулмалла.

Сӑмах май, унччен Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ хулисене, Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрнар районӗсене лекнӗ. Республикӑра ку тӗллевпе пӗтӗмпе 60 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38808
 

Республикӑра

Чӑваш Енре коллекторсен ӗҫӗ-хӗлне чикӗлесшӗн. Вӗсене суд приставӗсем сӑнаса тӑрӗҫ.

Коллектор агентствисем валли ҫырнӑ ҫӗнӗ йышӑнусенче палӑртнӑ тӑрӑх, шӑнкӑравсемпе СМС-ҫырусен базӑра сахалтан та 3 ҫул упранмалла. Тата коллекторсен парӑмҫа пусмӑрлама, ҫапма юрамасть.

Коллекторсен хӑш вӑхӑтра шӑнкӑравлама юрать? Ӗҫ кунӗсенче — ирхи 8-тан пуҫласа 22 сехетчен. Канмалли кунсенче вара парӑмҫа 20 сехетрен пуҫласа ирхи 9-ччен чӑрмантарма юрамасть. Унпа эрнере 1 хутран ытлашши тӗл пулмалла мар. Коллекторсен талӑкне — 1 хутчен, эрнере 2 хутчен, уйӑхне 8 хутчен ҫеҫ шӑнкӑравлама юрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38820
 

Республикӑра

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри ашшӗ» преми иртнӗ. Унти уйрӑм номинацире пирӗн ентеш ҫӗнтернӗ.

Конкурса жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче Ашшӗ-амӑшӗн наци ассоциацийӗн, Раҫҫейри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн, Патшалӑх Думин элчисем пулнӑ.

Премие виҫӗ номинаципе палӑртнӑ: «Ҫемьене юратакан ашшӗ», «Общество ӗҫне хастар хутшӑнакан ашшӗ», «Чи лайӑх организаци». Нумай ача ашшӗ, Чӑваш Ен чысне хӳтеленӗскер, Роман Надеждин «Тӑлӑхсене йышӑннӑ ҫемьери чи лайӑх ашшӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Вӑл – тӑватӑ ача ашшӗ. Пӗри – хӳтте илни.

Аса илтерер: унччен Надеждинсен ҫемйи республикӑри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра палӑрнӑ. Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурсра та вӗсем мала тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38827
 

Республикӑра

Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре кашни кун, раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 6-мӗшӗччен (31-мӗшӗсӗр пуҫне), вырӑс тата чӑваш юмахӗсене тӗпе хурса 12 представлени кӑтартӗҫ. Вӗсем каҫхи 6 сехетре пуҫланӗҫ.

Представлени Хӗл Мучин пӳрчӗ умӗнче пулӗ. Театрланӑ представленисенче пурте хутшӑнма пултарӗҫ.

Раштавӑн 25-мӗшӗнче «Петушок — золотой гребешок» кӑтартӗҫ. Тепӗр кун — «Барсик и испорченный Новый год». Раштавӑн 27-мӗшӗнче — «С Новым годом, Маша!», раштавӑн 28-мӗшӗнче — Однажды в новогоднем лесу», раштавӑн 29-мӗшӗнче — «Новогодний переполох», раштавӑн 30-мӗшӗнче — «Путешествие Маши и Медведя», кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче — «Лесная сказка», кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче — «По волшебной тропинке», кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче — «Новогодние приключения Петушка», кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче — «Кот-проказник и лесное приключение», кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче — «Маша и загадочное желание», кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче «Приключение под Рождество» кӑтартӗҫ.

Вӗсенчен хӑшӗ чӑвашла пулнине хыпар ҫӑлкуҫӗнче палӑртман.

 

Республикӑра
Михаил Игнатьев Япони ҫыннисемпе
Михаил Игнатьев Япони ҫыннисемпе

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйне пулӑшакана шырать. Ахаль-махаль ҫынна мар. Яппун чӗлхине пӗлекене. Виҫӗ кун шырасан та вӑл ун пеккине тупайман-ха. Малтанхи вӑхӑтра тӑлмача Михаил Игнатьев пин доллар тӳлеме хатӗр.

Хӑйӗншӗн укҫа тӑкакланине кура куҫаруҫӑн та ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлемелле. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, кашни кун яппунсемпе калаҫмалла. Чӗлхене пӗлекенӗн тӗллевӗ — пирӗн патри лайӑх лару-тӑру пирки каласа кӑтартасси, хамӑр пата йыхравласси.

Сӑмах май каласан, темиҫе кун каялла Михаил Игнатьев Японире пулнӑччӗ. Инҫе ҫула тухни пирки республика ертӳҫи Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсемпе тӗл пулнӑ чухне аса илнӗ. Яппунла калаҫакан кирлине те вӑл унта пӗлтернӗ.

 

Экономика
«Химпром» гендиректорӗ Сергей Науман
«Химпром» гендиректорӗ Сергей Науман

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире ӗҫ укҫи ӳссе пырать. Ҫакна акционерсен обществин генеральнай директорӗ Сергей Науман Чӑваш Ен Элтеперне пӗлтернӗ.

Савута ертсе пыракан каланӑ тӑрӑх, предприятири вӑтам шалу 21,5 пин тенкӗрен 23,75 тенке ҫитнӗ. Процентпа пӑхсан ӳсӗм — 10-а ҫывӑх. Тепӗр ырӑ хыпар — хӑш-пӗр савут-хапрӑкра штата чакараҫҫӗ пулсан, «Химпромра» пачах урӑхла: 200-е яхӑн ҫын унта ҫӗнӗрен ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.

Предприяти хулари тата республикӑри хыснана налук хывасси 1,6 хут ӳснӗ. Продукцин 20 проценчӗ экспорта ӑсанать. Савут хӑйӗн продукцийӗнчен пӗринпе, кальци гипохлоричӗ кӑларассипе, ҫӗршывӑн ылтӑн промышленноҫӗн тата санитари учрежденийӗсемшӗн тӗп поставщик пулса тӑрасшӑн.

 

Страницӑсем: 1 ... 2742, 2743, 2744, 2745, 2746, 2747, 2748, 2749, 2750, 2751, [2752], 2753, 2754, 2755, 2756, 2757, 2758, 2759, 2760, 2761, 2762, ... 4123
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 24

1884
142
Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ.
1989
37
Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ.
1991
35
ЧАП йӗркеленнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...