Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Ирӗклӗ сӑмах» редакторӗ Европӑри чӗлхеҫӗсен пухӑвне хутшӑнать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.09.2016 18:43 | 2191 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
 Ӳкерчӗкре — Сандр Савгильда секцийӗн пӳлӗмӗн тӑрри
Ӳкерчӗкре — Сандр Савгильда секцийӗн пӳлӗмӗн тӑрри

«Ирӗклӗ сӑмах» чӑвашла тата вырӑсла интернат-хаҫат йӗркеленӗ тата унӑн тӗп редакторӗ, Мускавра пурӑнакан, хӑй вӑхӑтӗнче унти аслӑ шкулсенчен пӗрин аспиранчӗ пулнӑ Сандр Савгильда «ҫак эрнере Наппӑлире иртекен Европӑри чӗлхеҫӗсен пӗрлӗхӗн пухӑвне хутшӑнассине» пӗлтерет. Хастар чӑваш халӑх тетелӗсенчен пӗринче «паян тата ыран тӗнчери пӗрремӗш ҫӗр чавакансен чӗлхисене халалланӑ секцине ертсе пырассине» каланӑ.

Сӑмах май каласан, Сандр Савгильда Борис Чиндыков пухса кӑларнӑ чӑваш калавӗсен «Дети леса» (чӑв. Вӑрман ачисем) кӗнеки валли Ҫеҫпӗл Мишшин «Вӑрман ачисем» калавне куҫарнӑ. Борис Чиндыков шучӗпе, Николай Даниловӑн 1959-мӗш ҫулхи куҫарӑвӗпе танлаштарсан «Сандр куҫарӑвӗ илемлӗрех, янравлӑрах».

Тепӗр кӑсӑклӑ япала та пӗлтерер: ҫу уйӑхӗнче Сандр Савгильда мӑшӑрӗ Мария Савельева ҫурла уйӑхӗнче Германири Йена хулинче пурӑнма пуҫлассине пӗлтернӗччӗ. Унта вӗсем виҫӗ ҫул пурӑнма палӑртнине асӑннӑччӗ. Сандра Макс Планк ячӗллӗ информатика институтӗнче лингвистика проекчӗпе ӗҫлеме ыйтнӑ. Вӑл должноҫе валли ҫынна Раҫҫейри, Голландири, Китайри, АПШри кандидатсенчен суйланӑ.

«Эпир яланлӑха каясшӑн мар. Май килсен хам шутпа вӑрӑм вӑхӑтлӑх отпуск илесшӗн. Йӑлтах йӗркеллӗ пулсан нимӗҫсен паллӑ университечӗсенчен пӗринче вырӑс чӗлхи вӗрентӗп», — тесе ҫырнӑччӗ ун чух Мария Савельева.

Чӑн та, Сандр Савгильда ҫак уйӑхра Германире ӗҫлеме тытӑннӑ.

#АПШ, #Йена, #Германи, #Мускав, #чӑвашлӑх, #кӗнекесем, #Раҫҫей, #Голланди, #Китай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем