Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

КӐР
31

Чӗмпӗрти чӑвашсем ҫӗнӗ ҫурта куҫрӗҫ
 Йелмел Микулайе | 31.01.2013 09:27 |

Чӗмпӗрти чӑваш ҫурчӗ
Чӗмпӗрти чӑваш ҫурчӗ

Чӗмпӗр хулинче Чӑваш ҫурчӗ уҫӑлчӗ. Адресӗ: Лев Толстой урамӗ, 12-мӗш cурт. Ун хуҫи — Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ (УОЧНКА). Халӗ ун председателӗ — В.И.Сваев — кунта ларать.

Чи малтан кунта «Канаш» хаҫат редакцийӗ куҫса килчӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта пӗр номер хаҫат кӑлартӑмӑр ӗнтӗ. Ҫаплах ку ҫуртра «Еткер» телекӑларӑм редакцийӗ тата Кӗрешӳ федерацийӗ вырнаҫнӑ.

Чӑваш ҫурчӗ И.Я. Яковлев палӑкӗ патӗнче, урам урлӑ чалӑш ларать — 50 метрта ҫеҫ. Пӗр хутлӑ ҫурта юсаса ҫӗнетме УОЧНКА ҫумӗнчи чӑваш арӗсен «Эртел» ушкӑнӗ нумай укҫа-тенкӗ тӑкакларӗ.

Ҫапла вара УОЧНКА чӑвашсене пӗр йӑвана пухрӗ.

 

«Янташ» хӗрӗсем
«Янташ» хӗрӗсем

Нарӑсӑн 14-15-мӗшӗнче «Салют» культура керменӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем Юрату кунне халалласа «Ах, юрату, юрату» пысӑк концерт ирттереҫҫӗ! Пуҫламӑшӗ 18 сехет те 30 минутра.

Концертра «Янташ» ушкӑнпа пӗрле ытти паллӑ артисемсем те хутшӑнаҫҫӗ: Сергей Павлов, Валерий Клементьев, Александр Нефрит, Дипендра Мани тата ыттисем.

Пурне те ҫак концерта йыхравлатпӑр!!!

«Янташӑн» тепӗр концерчӗ вара Трактор тӑвакансен кульутра керменӗнче пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://yandash.ru/a/news/
 

Вӑйӑ саманчӗ
Вӑйӑ саманчӗ

Иртнӗ канмалли кунсенче Вӑрмарти хоккей лаптӑкӗнче Вӑрмарпа Тӑвай районӗсен хоккей ушкӑнӗсем хушшинче тӗлпулу иртрӗ — вӗсем ҫак вӑйӑра хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслерӗҫ.

Кӳршӗллӗ районсен ушкӑнӗсен тӗлпулӑвӗ 5:5 счётпа вӗҫленчӗ. Матч хыҫҫӑнхи хушма вӑхӑтра вара мала вӑрмарсем тухрӗҫ — 2:1.

Пӗлме: нарӑсӑн 14–15-мӗшсенче Йӗпреҫре республикӑн VI хӗллехи ял спорт вӑййисем иртӗҫ. Ку тӗлпулу икӗ ушкӑншӑн та ҫак ӑмӑртӑва хатӗрленас тӗлӗшпе самай пысӑк пулӑшрӗ теме пулать.

Сӑнсем (85)

 

Паян Чуллӑ Ҫырти (Тутарстан) 22-мӗш шкулта пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм тумтир ҫакмалли пӳлӗмрен пуҫланнӑ. Вырӑнти ИӖМ ӗҫченӗсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх айӑпӗ электропроводкӑра пулма пултарать.

Ҫулӑма вӑхӑтра асӑрханӑран шкулран пурне те вӑхӑтра кӑларма пултарнӑ. Пурӗ 801 ҫынна эвакуациленӗ, вӗсенчен 762 — вӗренекен ачасем. 12 ачана пусмапа усӑ курса, 18 ачана чӳречерен кӑларма тивнӗ — шкултан тухма вӗсене ҫара тӗтӗм чӑрмантарнӑ.

Вут-ҫулӑм тивнӗ шкула пӑрахса тухнӑ хыҫҫӑн ачасене юнашарти лавккана вырнаҫтарнӑ, каярах вара киле кайма ирӗк панӑ.

 

Шупашкар хула администрацийӗ чи лайӑх тӗп планӑн ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ — конкурсра Питӗрти урбанистика институчӗ ҫӗнтернӗ.

Шупашкарӑн хальхи тӗп планне вунӑ ҫул каялла хатӗрленӗ. Унтанпа вӑл самай кивелнӗ тесе шутлаҫҫӗ, сӑмахран, ҫӗнӗ микрорайонсене шута илменнипе. Ҫӗннине хатӗрлес тӗлӗшпе ӑмӑртӑва ҫавӑн пекех Хусан, Ростов, Саранск ӑстисем хутшӑннӑ, анчах хакпа, пахалӑхпа тата хатӗрлес вӑхӑчӗпе вӗсем Питӗрти ӑстасенчен япӑхрах пулнӑ. Ҫӗнӗ плана ӑсталама пурӗ 6,2 миллион тенкӗ тӑкаклама шутлаҫҫӗ, ӑна 7 уйӑх хушшинче туса ҫитермелле. Паллах, хатӗрленӗ плана патшалӑх ӗҫченӗсем тата халӑх ырламалла.

Ҫӗнӗ тӗп плана Сосновка, Севернӑй, Ҫӗнӗ Лапсар посёлоксем тата Чантӑр ялӗ кӗмелле. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗн Александр Шевлягин шухӑшӗпе тӗп хулапа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫитес вӑхӑтра пӗрлешме пултарӗҫ. хальхинчи тӗп планпа мар пулин те, 15–20 ҫултан ку пулса иртмеллех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i645.html
 

Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче (Аслӑ Пӑла Тимеш шкулӗ ҫумӗнче ӗҫлет) кӗнеке эрни уҫӑлчӗ. «Кӗнеке — лайӑх юлташ» утренник иртрӗ. Хӑнана, ачасем патне, Буратинӑпа Пӗлменскер пуканесем ҫитрӗҫ. Буратино ачасене тупмалли юмахсем пачӗ. Хӑнана, ачасем, кӗнеке ҫинчен ваттисен сӑмахӗсем, сӑвӑсем каласа пачӗҫ.

Буратино кӗнеке мӗнрен пулнине, ӑна кӑларма нумай ҫын кирлине каласа пачӗ. Ачасем тимлӗн итлерӗҫ.

Пӗлменскере телеграммӑсене салатса пама хаваспах килӗшрӗҫ. Буратино пӗтӗм ачасене вулавӑша хӑнана чӗнсе хӑварчӗ.

 

Н. Плотников сӑнӗ
Н. Плотников сӑнӗ

Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта каллех пӑтӑрмах — тиевлӗ машин локомотива ҫул паман.

Никам та суранланман, тиев машина те вӑйлах ҫӗмӗрӗлмен — анчах та ҫак пӑтӑрмаха пула ҫул пӳлленсе ларнӑ-ларнах. Ҫӗнӗ Лапсартан Шупашкара ҫитес шухашлисен тавраран (е Кӳкеҫ еннелле каякан ҫулпа, е Мӑн Карачурана тухаканнипе) ҫаврӑнса кайма тивӗ.

ПАИ ӗҫчӗнӗсем пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ те ӗнтӗ — машинсен ҫӳревне йӗркелесе тӑраҫҫӗ.

Сӑнсем (2)

 

Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытнӑй посёлока нумай пулмасть Туҫи ялӗнче шар курнӑ кил-йышсем куҫа пуҫларӗҫ. Вӗсем кунта вӑхӑтлӑха кӑна вырнаҫӗҫ — хӑйсен ялӗнче ҫӗнӗ ҫурта хӑпартса лартиччен. Ӑна кӑҫалах, юпан 1-мӗшӗ тӗлне хута ямалла.

Ҫыранхӗрри урамӗнчи 8-мӗш ҫурта ӗнер, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, 4 ҫемье куҫрӗ. Ыттисене ҫек эрне вӗҫӗччен вырнаҫтарса пӗтересшӗн. Вӑхӑтлӑх хваттерсемпе пурӗ 8 ҫемье усӑ курма килӗшнӗ.

Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Туҫи ялӗнче газ сирпӗннине пула пурӗ 40 ҫын хваттерсӗр юлнӑ. Ыттисем хальлӗхе хӑйсен тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем патӗнче пурӑнма шутлаҫҫӗ.

 

Паян 20 сехет те 20 минутра Москакасси (Муркаш районӗ) патӗнче М7 автоҫул урлӑ ҫуранҫӳрекенсем валли хывакан кӗпер йӑтӑнса аннӑ. Пӗр тиев машини сиенленнӗ. Ҫынсем аманман пулас — хальлӗхе кун пирки пӗлтермен.

Хальхи вӑхӑтра машинсем тавра ҫулпа Мӑн Сӗнтӗр урлӑ ҫаврӑнса каяҫҫӗ. Вырӑнта ИӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ, ҫулӑм тавраш тухасран ҫывӑхри пушар станцийӗнчен автоцистерна ҫитсе тӑнӑ.

Ҫуранҫынсене каҫма хатӗрленӗ кӗпере хайхи вӑхӑтра туса ҫитереймӗҫ ӗнтӗ — укҫи-тенки енчен те самай пысӑк тӑкак тӳсме тивӗ пулӗ-ха... Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче пӑтӑрмахсем темскер нумайланса кайрӗҫ... Инкек пӗччен килменни пирки калакан ваттисен сӑмахне аса илтерет...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i642.html
 

Кураври пуканесем
Кураври пуканесем

Иртнӗ юнкун, карлачӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти «6х7» ӳнер галерейинче Красноармейскинчи алӗҫ ӳнерӗн «Пӳрнеске» кружокӗн куравӗ уҫӑлнӑ.

«Всем место под сияньем небесным» (чӑв. Тӳпе йӑлтӑравӗ пурин валли те) курава уҫнӑ май Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директор ҫумӗ Тамара Шамсеева ҫак ача-пӑча ушкӑнне пысӑк хак парса хакларӗ, вӗсем чӑннипех те «халӑх ача-пӑча кружокӗ» ята тивӗҫлине пӗлтерчӗ. Галерейӗн куравӗсене тӑтӑш хутшӑннӑшӑн тав хучӗсемпе чыслама та манмарӗ.

Ку куравра эсир ачасем тӗрленӗ алшӑллисемпе, вӗсем хатӗрленӗ теттесемпе, пуканесемпе тата ытти тӗрлӗ ӗҫсемпе паллашма пултаратӑр. Вӑл нарӑсӑн 11-мӗшӗччен ӗҫлет.

«Пӳрнеске» кружока тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсем йывӑҫпа та, пирпе те, ҫӑмпа та ӗҫлеҫҫӗ. Кружока Жанна Михайлова ертсе пырать. Вӗсен ӗҫӗсем чылай куравсене хутшӑннӑ — республика шайӗнчисене те, патшалӑх шайӗнчисене те. Тӗнче анлӑшӗпе иртнӗ куравсен дипломӗсемпе те вӗсем мухтанма пултараҫҫӗ.

Сӑнсем: 1 пай (27), 2 пай (30)

 

Страницӑсем: 1 ... 4009, 4010, 4011, 4012, 4013, 4014, 4015, 4016, 4017, 4018, [4019], 4020, 4021, 4022, 4023, 4024, 4025, 4026, 4027, 4028, 4029, ... 4251
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 09

1777
249
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1917
109
Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1979
47
Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ.
1996
30
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ.
2012
14
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...