Экономика
![]() ВНИИР ҫурчӗ Мускаври метрополитен валли Шупашкарта оборудовани кӑларма пуҫлӗҫ. Паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Мускава ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе тухса кайнӑ. Унта вӑл «Siemens» компани тата Шупашкарти «ВНИИР» акционерсен обществи хушшинчи килӗшӗве алӑ пуснӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ. Килӗштерсе ӗҫлес шухӑшпа енсем SiemensSitrasDSG тата SiemensSitrasREC ятлӑ хатӗре пирӗн республикӑра кӑларма калаҫса татӑлнӑ. Пысӑк технологиллӗ ҫак продукци метрополитенӑн подстанцийӗсем тата хулари ҫӗр ҫийӗн ҫӳрекен транспорт валли кирлӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, производство лапамне маларах асӑннӑ релестроенин пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев, проектпа конструктор тата технологи институчӗн территорийӗнче вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗнӗ Мӑратри шкулти ӑмӑртӑва хутшӑннисем Комсмольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнче Раҫҫей паттӑрӗсене, вӑрҫӑра пуҫ хунисене чысласа волейбол турнирӗ иртнӗ. Шкул директорӗ Альберт Борисов спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ май тӑван ҫӗшыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене аса илнӗ. Шкул каччисем — ҫамрӑк гвардеецсемпе активистсем — ялти палӑк умне асӑнса гирлянда хучӗҫ. Турнирта 4 ушкӑн вӑй виҫнӗ: хӗрсен тата каччӑсен, вӗрентекенсен тата ачасен ашшӗ-амӑшӗсен. Тупӑшура чи вӑйлисем каччӑсем пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна хӗрсен ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗрентекенсем те ачасенчен кая юлман, 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Турнир вӗҫленсен шкул директорӗ хастарлӑхшӑн пурне те тав тунӑ, парнесемпе тата грамотӑсемпе чысланӑ, малашне те автилӑ пулма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Эрех сутакан заведенисене шыраса малашне хальхи пек 70 метр мар, 100 утӑм таран кайма тивӗ. Эрех ярса паракан заведенисене социаллӑ объектсенчен унчченхилле 70 метр мар, 100 метрта ҫеҫ уҫма ирӗк паракан саккун тухнӑ. Республика шайӗнче йышӑннӑ ӗҫлӗ хут раштавӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Вӑл нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ, эрех-сӑрана ваккӑн сутакан кафесене пырса тивет. Тепӗр улшӑну та пур. Пӗчӗк кӑна кӗтес йышӑнаканнисене эрех ярса пама чарӗҫ. Кафере 8 сӗтелтен кая мар вырнаҫни кирлӗ, унта 32 ҫын лармалӑх вырӑн тупмалла. Эрех ӗҫтерекен заведенисен калӑпӑшӗ 100 тӑваткал метртан кая мар пулмалла. Уйрӑм вырнаҫнӑ кафесенче эрехе ирхи 10 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен кӑна суттарӗҫ. Социаллӑ объектсенчен инҫерех пулмаллине маларах асӑнтӑм та, 100 метртан ҫывӑхарах ларнине кура Шупашкарти «На привале» тата «Кубанская Лоза» кафесене хупма ӗлкӗрнӗ. Чару хулари тата тепӗр 24 заведение пырса тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Тӗнчере
Ҫӗнӗ ҫул… Асамлӑ вӑхӑт. Шупашкар урамӗсем каҫсерен тӗрлӗ тӗспе ҫуталса куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Чылай урамра чӑшӑр лартнӑ. Тӗп чӑрӑш – Республика тӳремӗнче. Аякаран пӑхсан, тен, хӑшӗ-пӗри елка теме те хӑяймӗ, конус пек ларать. Кӑмӑла каять-и е ҫук-и вӑл – хакӗ вара ай-яй ҫыртать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем шутланӑ та — унӑн кашни метрӗ 264 пин тенке кайса ларнӑ. Чӑрӑш 25 метр ҫӳллӗш. Ӑна вырнаҫтармашкӑн хула хыснинчен 6,6 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ. Пӗлтӗр РЕН-ТВ телеканал Раҫҫейри чи хаклӑ чӑрӑшсем пирки сюжет кӑтартнӑ. Камера тӗлне пирӗн чаплӑ чӑрӑш та лекнӗ. «Регионсенчи чиновниксем хӑйне евӗр тупӑшу йӗркеленӗ: Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ хаклӑрах? Арифметика интереслӗ пулса тухнӑ. Пасарти хака илес пулсан, 1 метр чӑрӑша теттисемпе пӗрле лартмашкӑн 120 пин тенке яхӑн кирлӗ. Мускавра, тӗслӗхрен, 1 метршӑн 208 пин тенкӗ тӳленӗ. Шупашкарта вара – 264 пин тенкӗ. Иркутск облаҫӗнчи Братск хулинчи чӑрӑш вара рекорд лартнӑ – 26 пин тенкӗ. Ҫапла майпа чиновниксен хысна укҫипе тунӑ харпӑр дизайнӗ пасар хакӗнчен 2 хут хаклӑрах пулса тухнӑ», — тенӗ сюжетра. |
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти База тӑкӑрлӑкӗнче пӑрлӑ ҫумӑра пӑхмасӑрах ҫул юсанине Пӗрремӗш телеканалпа та кӑтартнӑччӗ. Ун пек ҫанталӑкра тӑрмашнине асӑрханисем: «Мӗн чухлӗ вӑхӑта чӑтӗ-ши вӑл?» — тесе тӗлӗннӗ. Ахаль иртен-ҫӳрен кӑна мар, республика прокуратури те ку ыйту пирки пуҫ ватма тытӑннӑ. Ленин районӗ прокуратури Президент бульварӗнчи ҫул ҫавринчен пуҫласа Станциҫум урамӗ таран тӗрӗсленӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫул-йӗр пахалӑхне хаклакан специалистсем те пулнӑ. Асфальта лабораторире тӗпчени виҫӗ пробӑран иккӗшӗ нормӑна тивӗҫтерменнине палӑртнӑ. Ҫула пӑрлӑ ҫумӑрпа тупӑшсах сарнӑ организаци тӗлӗшпе ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура суда ҫитнӗ. Унтисем строительсене кӑлтӑка виҫӗ уйӑхра пӗтерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Иртнӗ эрнере федераци шайӗнчи МИХсенче РФ Президенчӗн Администрацийӗ кӗпӗрнаттӑрсене ылмаштармалли регионсен списокне хатӗрлет текен хыпар сарӑлнӑччӗ. Ун пирки REGNUM информаци агентстви те ҫырнӑччӗ. Иртнӗ эрнере МИХсене калаҫтарнӑ темӑсене тишкернӗ май REGNUMӑн Чӑваш Енри журналисчӗ спикерсем «типпӗн комментарисем» панине асӑрханӑ. РФ Патшалӑх Думин хысна енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри ертӳҫи Валентин Шурчанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫисем хальхи вӑхӑтри ҫивӗч социаллӑ-экономика ыйтӑвӗсене татса парас вырӑнне «сӗмсӗррӗн администрацилессипе» ытларах ӗҫлеҫҫӗ те «влаҫра нумаях тытӑнса тӑраймӗҫ». Унтан вӑл вӗсем патне виҫӗ кун шӑнкӑравласан та лешсем телефона тытманнине пӗлтернӗ. «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин экономика политикин ертӳҫи Анатолий Аксаков тата кӗскенрех каланӑ: «Халь ӗҫлекен кӗпӗрнаттӑр пирки е лайӑх калаҫҫӗ, е нимӗн те. Ҫавӑнпа та — нимӗн те», — тенӗ депутат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» тунӑ сӑн 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Кӳкеҫ поселокӗнче хӑрушӑ авари пулнине халӑх манман-ха. Ун чухне 4 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Малта ларнӑ виҫӗ ҫынна, ҫав шутра водитель те, хӗстерсе лартнӑ. Вӗсем чӗрӗллех ҫунса кайнӑ. Тепӗр ҫын вара йывӑр сурансене пула васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлама пӑрахнӑ. 19 пассажира лартнӑ микроавтобус «Шкода» машинӑпа ҫапӑннӑ. Унӑн водителӗ, 18 ҫулти студент, правана 3 уйӑх маларах ҫеҫ илнӗ-мӗн. Вӑл малтан фурӑпа ҫапӑннӑ, кайран транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Унта вара ГАЗельпе ҫапӑннӑ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд унччен те пулнӑ. Анчах Шупашкар районӗн сучӗ ӑна раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗнӗрен пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ставропольтен кишӗр вӑрри илсе килме хӑтланнӑ. Анчах вӑл Чӑваш Ене ҫитеймен – ӑна тытса чарнӑ. Россельхознадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 100 килограмм вӑрӑ сиенлӗ пулнине тупса палӑртнӑ. Унра сырлан курӑкӗн вӑрри тупнӑ. Вӑл вара харушӑ ҫумкурӑк шутланать. Ҫавна май, ҫӳлерех асӑннӑ ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, кишӗрӗн ку партипе килнӗ вӑррине карантин сертификатне пама хирӗҫленӗ. Ӑна турттарса килекенӗн вӑрра е тӗп тумалла, е ҫӗнӗрен хатӗрлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен Президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна хула мэрӗ Ирина Клементьева ертсе пынӑ. Ларура сехет йӗппине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Депутатсем хӑш-пӗр регионта кун тӗлӗшпе йышӑну тунине пӗлтернӗ. Шупашкарта та ку ыйтӑва халӑхпа канашласа татса парасшӑн. Ҫынсен шухӑшне пӗлес тӗллевпе Шупашкар хулин тата депутатсен пухӑвӗн сайчӗсенче сасӑлав ирттерме палӑртнӑ. Чылайӑшӗ сехет йӗппине куҫармаллине палӑртсан депутатсем ку ыйтупа ЧР Патшалӑх Канашне тухӗҫ. Сӑмах май, сехет йӗппине куҫарас тӗлӗшпе унччен те ыйтӑм ирттернӗ. Анчах ятарласа сасӑ нумай пухнине кура ӑна чарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Анат Кӑмаша ял тӑрӑхӗн пухӑвӗн депутатне каллех ҪҪХПИ ӗҫченӗсем чарнӑ. Хальхинче те вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Пӗрремӗш хутӗнче унӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивнӗ. Ун чухне ӑна ҪҪХПи ӗҫченӗсем чарнӑ. Руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн штраф кӑна тӳлеттермен, 1,8 ҫуллӑха машинӑпа ҫӳремешкӗн те чарнӑ. Депутат вара йӗркене ҫавах пӑснӑ. Хальхинче вӑл пакунлисен куҫӗ тӗлне чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче лекнӗ. Суд унӑн айӑпне палӑртсан ӑна 200-300 пин тенкӗлӗх штрафлама, 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма е патшалӑхшӑн 480 сехет ӗҫлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |