Ӑслӑлӑх
![]() Кун пирки «Бион-М» уҫлӑхташ (спутник) ӑсталакансенчен пӗри Владимир Сычев пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе космос карапӗсем персе аннин сӑлтавӗ шутне этемлӗх ӗҫӗ-хӗлне тулашран витӗм кӳнине те кӗртмелле. Ку шухӑша ӑсчах Мускавра иртнӗ тӗнче шайӗнчи конференцире каланӑ. Укҫа-тенкӗ сахалтарах уйӑрма пуҫланӑ пулин те ӑсчахсем тӗпчевсем ирттереҫҫӗ. Владимир Сычев хӑйӗн сӑмахӗнче «Бион» уҫлӑхташа тӗпченӗ вӑхӑтра микроорганизмсем орбитӑра чӗрӗ юлма пултарнине тупса пӗлнӗ. Уҫлӑхташра микроблӑ таблеткӑсем пулнӑ. Ҫӗр ҫине аннӑ чухне вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫӗмӗрӗлнӗ, анчах микроорганизмсем ҫавах сиенленмен имӗш. Ҫапла май, ӑсчах шухӑшӗпе, хӑш-пӗр бактерин ӗрчев тӗввисем метеоритсем ӑшӗнче те чӗрӗ юлма пултараҫҫӗ, Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине уҫлӑхран лекейреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
"Пурнӑҫ начар", "Чухӑн пурнатпӑр", "Укҫа ҫук" текелетпер пулин те, юлашки ҫулсенче пайтах палӑксем ҫӗкленчӗҫ. Мӗн кӑна ҫук-ши вӗсен хушшинче! Анчах та чӑваш халӑхӗпе ҫыхӑннисем ҫукпа пӗрех Никола Тесла палӑкӗ. (Калас пулать, ку ӑславҫӑн палӑкӗ Шупашкарта ҫеҫ мар, Бакура та пур, ҫапах та ӑна унта "Эп — сана, Эс — мана!" меслетпе Азербайджан тата Серби патшалӑхӗсем лартнӑ: калӑпӑр, Белградра Гейдар Алиевӑн, Нови-Садра азербайджан композиторӗн палӑкӗсене вырнаҫтарнӑ). Чӑннипе, Никола Тесла та начар ҫын мар пуль ӗнтӗ (электротехника тӗлӗшпе — чӑн-чӑн "арҫури"). "Ытлашши" темӗпӗр ун палӑкне. Анчах та Чӑваша ҫӗклекен, ӳкме паман палӑксем сахалли касать — акӑ мӗн пирки пырать кунта сӑмах! Тепӗр чухне юриех чӑваша чӑвашлӑхран пистерес шутпа ҫапла тунӑ пек те туйӑнать. Танлаштарса пӑхӑпӑр. Акӑ Тутарстан, Хусан хули. Тинтерех ҫеҫ унта Садри Максуди палӑкне уҫрӗҫ. Ку пулӑм Шупашкарта Мӗтри Юман е Гавриил Алюнов палӑкне уҫнипе пӗрех. |
Ҫурт-йӗр
![]() Вӑрмарти ишӗлекен ҫурт Мачча пӑнтӑхнӑ, стенасем ҫурӑлнӑ… Вӑрмар поселокӗнчи пӗр ҫурт ҫакнашкал лару-тӑрура. Ҫынсен ҫавӑнтах пурӑнма тивет. Вырӑнти влаҫ вара ҫурта авариллисен йышне кӗртесшӗн мар. Порфирьев урамӗнчи ҫуртра 26 ҫемье пурӑнать. Ӑна 1972 ҫулта хӑпартнӑ. Любовь Ефремова ҫавӑнтанпах пурӑнать унта. Анчах юлашки ҫулсенче унта кун кунлама питӗ йывӑр. Ҫурт куҫ умӗнчех ишӗлет. Ҫынсем «Актив» компание ҫурта хаклама чӗннӗ. Вӑл пӳртӗн 71 проценчӗ юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Анчах администраци ҫакна йышӑнмасть. Вӗсем хӑйсем экспертиза ирттернӗ. Ҫурт япӑххине йышӑнаҫҫӗ-ха вӗсем, анчах куншӑн ҫынсем хӑйсемех айӑплӑ-мӗн. Хваттерсенче душ, туалет тӑваҫҫӗ те ҫавна пула ҫурт ишӗлет. Администраци ҫурт пурӑнма юрӑхлӑ тесе ура тапса ӗнентерет. Вӑрмарта унран хӑрушӑраххисем пур имӗш. Ку историре ведомствӑсен хушшинчи комисси пӑнчӑ лартӗ. Ҫурт авариллӗ е ҫук – вӑл палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Елчӗкре пурӑнакан София Павловӑн Ҫӗнӗ ҫулхи ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. Сусӑр хӗрача, ДЦПпа чирлӗскер, синтезатор пирки ӗмӗтленнӗ. «Хӗл Мучи, Кӑҫал эпӗ хама лайӑх тытрӑм. Эпӗ чирлӗ, ҫавӑнпа хам ҫыраймастӑп, маншӑн анне ҫыру шӑрҫалать. Кӑҫал эпӗ хам тӗллӗн ларма тата кӑштах тӑма хӑнӑхрӑм. Мана синтезатор кирлӗ, вӑл пӳрнесене аталантарма пулӑшӗ. Тен, ҫитес ҫул вара хамах сан патна ҫыру ҫырӑп», — тенӗ София ҫырура. Хӗрачан ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. «АВТОРЕГИОН» компани ун валли синтезатор туяннӑ. Антон Ким Хӗл Мучин парнине Софийӑна тыттарнӑ. Халӗ хӗрача сентезатор каласа пӳрнисене аталантарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти троллейбус управленийӗнчи лару-тӑру та лайӑхах мар. Вӗсем те парӑма кӗнӗ. Управленин энергетиксен умӗнче парӑм татмалла. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курса ҫӳрекен пассажирсемшӗн компенсацилеменни ура хурать. Ҫавна май парӑм пухӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе организаци ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. 2015 ҫулта вӗсем 130,6 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ. Кӑҫал вара ку хисеп 112 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫакна палӑртмалла: предприятире лару-тӑру йывӑр пулсан та ӗҫченсене ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: управление пулӑшмалла, республика хыснинчен укҫа уйӑрмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Шупашкарти Республика лапамӗнче тӗп чӑшӑр тӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатма тытӑннӑ. Ӑна ҫутмашкӑн ятарласа флэшмоб ирттернӗ. Вӑл #MannequinChallenge стильпе иртнӗ. Флэшмоба паян йӗркеленӗ. Унта ҫӗр-ҫӗр ҫын хутшӑннӑ. Чӑрӑша пӗр эрне каяллах лартнӑ, анчах ҫутман. Кӑҫал ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫутма шухӑшланӑ. Мероприятие Хӗл Мучи те ҫитнӗ. Ачасем ӑна курсан питӗ савӑннӑ. Унпа пӗрле Юп Пике те ҫитнӗ. Мӗн пулса иртнине видео ӳкернӗ. Кайран ӑна тӗнче тетелне кӑларса хума шантарнӑ. Флэшмоба акӑлчан юррипе ирттернӗ. Шел, чӑвашла юрӑ янӑраман. Эпир, чӑвашсем, Чӑваш Енре пурӑнатпӑр-ҫке… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Суд приставӗсем «Шупашкарти промышленноҫ тракторӗсем» акционерсен уҫӑ обществин пурлӑхне арестленӗ. Ӑна хакланӑ хыҫҫӑн сутма кӑларнӑ. Пӗтӗмпе 400 промышленноҫ хатӗр-хӗтӗрне сутма кӑларнӑ. Ку пӗтӗмпе 170 миллион тенкӗпе танлашать. Кун пирки Суд приставӗсен службин сайтӗнче пӗлтернӗ. Паянхи кун тӗлне Трактор савучӗ 750 миллион тенкӗлӗх парӑма кӗнӗ. Унӑн пурлӑхне сутас енӗпе «Кавказкая кухня» тата «АЛСЕР СТРОЙ» организацисем ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре хир сыснисем Африка мурӗпе вилнине сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР Правительстви мура пӗтерес тӗлӗшпе 687 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Михаил Игнатьев кун пирки алӑ пуснине ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Ку укҫа-тенке Улатӑр район администрацийӗн хыснинчен уйӑрӗҫ. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре 1,5 ҫулти икӗ хир сыснин тата виҫӗ ҫуран виллисене тупнӑ. Лабораторире тӗпченӗ хыҫҫӑн вӗсем Африка мурне пула вилни паллӑ. Халӗ республикӑра карантин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Асла вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. Паттӑр салтак вӑрҫӑ хирӗнчех выртса юлнӑ. Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ Константин Савельев Ржев хули ҫывӑхӗнче 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паттӑрла пуҫ хунӑ. Унӑн виллин юлашкине Мускаври шырав ушкӑнӗ кӑҫал ҫулла тупнӑ. Паттӑра мӗнле палланӑ-ха? Вӑл нимӗҫ гильзинчен хӑй тунӑ медальонра хӑйӗн пирки ҫырса хӑварнӑ: ятне-шывне тата ӑҫта ҫарта тӑнине. Паттӑрӑн арӑмӗ те пулнӑ. Анчах вӗсен ача ҫуралман. Вӗсем Петр ятлӑ ачана усрава илнӗ. Константин Савельевӑн юлашкисене тӑван тӑрӑхне илсе килнӗ, унта пытарнӑ. Ял халӑхӗ пухӑннӑ. Вӗсем Константинӑн пиччӗшӗ те вӑрҫӑра вилнине аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ӳсӗр ҫынсене урӑлтармалли ҫурт уҫӑлнӑ. Унта 15 вырӑн пур. Урӑлтаркӑч чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтанпа унта 187 ҫынна илсе килнӗ. Вӗсенчен 7-шӗ — яланхи «клиентсем». Вӗсене кӑлараҫҫӗ те лешсем унта тепӗр икӗ кунранах лекеҫҫӗ. Пӗр ҫынна пӗр кун урӑлтарнӑ ҫӗре республика хыснинчи 790 тенкӗ тӑкакланать. Хальччен унта лекнисене медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Вӗсем урӑлаҫҫӗ те киле каяҫҫӗ. Чылай чухне ӳсӗрсем харкашма хӑтланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа урӑлтаркӑч патӗнче полици посчӗ тума сӗннӗ. Ӳсӗрсене штраф тӳлеттерсе укҫа-тенке саплаштарма сӗнекен те пулнӑ. Общество вырӑнӗнче ӳсӗр ҫӳренӗшӗн 500–1500 тенкӗ штраф тӳлеттерме е 15 талӑклӑха хупма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |