Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Регнум информагентство пӗлтерет.
Алексей Самаркин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Информагенство пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 4 гектар ытла ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫӗрулми лартнӑ, ӑна сутса тупӑш тума тӗллевленнӗ. Лаптӑк федераци харпӑрлӑхӗнче.
Ҫӗрулми кӑларса пуҫтарнӑ ҫӗре вара администраци ӗҫченӗсене явӑҫтарнӑ. Официаллӑ документсене ӗненес тӗк, вӗсем ҫав вӑхӑтра ӗҫ вырӑнӗнче пулнӑ имӗш.