Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял пурнӑҫӗ

Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш ялӗнче пурӑнакан Вениамин Ивашкин пурнӑҫ тӑршшӗпе тракторпа ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть вӑл, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн, лаша усрама тытӑннӑ.

Халӗ Вениамин Ивашкин лашапа ялтисене ярӑнтарать. Мӑнукӗсене, вӗсен ачисене урам тӑрӑх ярӑнтарать. Вӗсем пӗтӗмпе — 24-ӑн.

Ватӑ ҫын ачасене лаша пӑхма та вӗрентет. Хӑй уйра ҫур ӗмӗр ытла ӗҫленӗ. Ашшӗн ҫулӗпе кайса тракторист механизатора вӗреннӗ, пурнӑҫне тӑван колхозне халалланӑ. Пенсие тухсан та 13 ҫул уйра тар тӑкнӑ.

Вениамин Ивашкин малтанах лаша туяннӑ, кайран тиха ҫуралнӑ. Халӗ хуҫалӑхра ӗҫ нумай. Унӑн шухӑшӗпе, лашапа трактор пӗр пекрех. Иккӗшне те пӑхмалла. Пӗрне утӑ ҫитермелле, теприне топливӑпа тивӗҫтермелле.

 

Вӗренӳ А.Витвицкий тунӑ сӑн
А.Витвицкий тунӑ сӑн

Шупашкарти 54-мӗш шкулта 8–9-мӗш классенче вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫуртӗнче вӗренӳ саккунне пӑснӑ.

Специалистсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӑнах та йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫак шкулта 2015 тата 2016 ҫулсенче 10-мӗш класа уҫман, 2017 ҫулта вара 10–11-мӗш классене ачасене илме палӑртман.

Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, 10 тата 11-мӗш классене унта вырӑн пулмасан ҫеҫ ачасене илмеҫҫӗ. Халӗ, ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула мэрӗ тӗлӗшпе ҫак ӑнланманлӑха сирмешкӗн представлени ҫырнӑ. Кунсӑр пуҫне айӑплисене яваплӑх тыттарас ыйтӑва ҫӗкленӗ.

 

Спорт

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, велочупу енӗпе ҫӗршывӑн ултӑ хут чемпионӗ пулнӑ Сергей Иванова Раҫҫейӗн велоспорт енӗпе пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗн тивӗҫӗсене шаннӑ. Кун пирки ЧР Спорт министерстви пӗлтерет.

Унччен ҫак вырӑнта Игорь Струтинский пулнӑ. Вӑл контракт вӑхӑчӗ пӗтнӗрен ӗҫлеме пӑрахнӑ.

Сергей Ивановшӑн вара ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑ. Яваплӑх пысӑк, кӗҫех Олимп сезонӗ пуҫланать. Сергей Иванов командӑри спортсменсенче вӑй-хал тапса тӑнине, унта темиҫе вӑйлӑ ҫын пулнине палӑртнӑ. Халӗ команда Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хатӗрленме пуҫлӗ.

Сергей Иванов «Тур де Франс» Гранд-турта икӗ хут ҫӗнтернӗ. Ытти ӑмӑртусенче те малта пулнӑ вӑл. Раҫҫей чемпионачӗсенче ушкӑнпа ултӑ хут ҫӗнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65309
 

Чӑвашлӑх

Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чементи вӑтам шкулта кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче «Савӑнӑҫлӑ Сурхури» уяв иртнӗ. Пӗтӗм шкулӗпех мар та, пӗр класра. Тӑваттӑмӗшӗнче вӗренекенсеме йӗркеленӗ ӑна.

Сурухри — чӑвашсен авалтан килекен уявӗсенчен пӗри. Ӑна кун таврӑннӑ вӑхӑтра уявлаҫҫӗ. Вӑл христиан тӗнӗнчи Раштавпа пӗр вӑхӑта килет, Кӑшарниччен тӑсӑлать.

Аслӑ Чементи 4-мӗш классем «Савӑнӑҫлӑ Сурхури» уявӗнче фольклор ларми йӗркеленӗ. Класс ертӳҫи А.И. Ананьева ачасене Сурхури епле пуҫланни пирки каласа кӑтартнӑ. Пурнӑҫра ӑнса пытӑр тата выльӑх-чӗрлӗх лайӑх ӗрчетӗр тесе вӑл вӑхӑтра тӗрлӗ йӑла ирттернине пӗлтернӗ. Сурхуринче юмӑҫ янӑ.

Ларма евӗр йӗркеленӗ мероприятире ачасем йӑвачапа, ӑшаланӑ пӑрҫапа тата пылак-ҫимӗҫпе сӑйланнӑ.

 

КӐР
15

Хӗл Мучисен парачӗ ҫил-тӑмана пӑхмасӑр иртнӗ
 Галина Зотова | 15.01.2016 11:48 |

Культура

Хӗрлӗ Чутай районӗнче кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Хӗл Мучипе Юрпикесен парачӗ иртнӗ. Ҫак кун, ҫанталӑк ытлашши сивех пулмарӗ, анчах та Хӗл Мучи кунӗпех ҫил-тӑман ҫавӑрттарчӗ.

Мероприяти Хӗрлӗ Чутайри тӗп тӳремре вырнаҫтарнӑ Чӑрӑш тавра иртрӗ. Вӗсене саламлама район администрацийӗн ертӳҫи Александр Башкиров та тухнӑ.

Районти тӗрлӗ ялтан пуҫтарӑннӑ Хӗл Мучисемпе Юрпикесем ҫанталӑкпа тупӑшса тӗрлӗ ӑмӑртусенче савӑннӑ, вӑйӑ-кулӑ вылянӑ, илемлетнӗ чӑрӑш тавра юрӑсем юрласа ҫаврӑннӑ. Мероприятие курма халӑх та вӑйлӑ ҫил-тӑман алхаснине пӑхмасӑрах сахал мар пуҫтарӑннӑ, вӗсене вӑл кӑмӑла кайнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

«Ирӗклӗх» халах пӗрлӗхӗ тӗрлӗ карас операторӗсене хӑйсен пулӑшӑвне чӑвашла та туса пыма ыйтни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халь вара нумай пулмасть «Мегафонран» хурав ҫитнӗ. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗнче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма хирӗҫ мар имӗш, анчах... «Ирӗклӗх» ыйтнине туллин пурнӑҫлас тесен укҫи-тенкине чылай пӗтермелли пирки пӗлтернӗ. Кӑҫалхи плана унашкал тӑкаксене кӗртмен тесе хуравланӑ.

Ҫавах та «Мегафон» хуравӗнче вӗсен килес ҫулсенчи укҫа-тенкӗ планне ҫак тӑкаксене кӗртме шухӑшласа пӑхасси пирки пӗлтернӗ.

Аса илтеретпӗр, «Ирӗклӗх» карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсене тӗрлӗ информаци хучӗсене чӑвашла куҫарса, колл-центрта чӑвашла та хуравлама, автоответчиксене чӑвашла та куҫарма ыйтнӑ. Ҫак ҫырупа вӗсем «МТС», «Мегафон», «Билайн» тата «Tele2» операторсем патне тухнӑ. Тепӗр виҫҫӗшӗ хальлӗхе хуравламан-ха.

 

Ӳнер

Ӗнер Чӑваш Енри артистсем йӑлана кӗнӗ капустника пуҫтарӑннӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ.

Актер капустникӗсен Сурхури каҫӗ — ҫулсерен йӗркелекен савӑнӑҫлӑ мероприяти. Ун вӑхӑтӗнче артистсем пӗр-пӗринпе пухӑнса савӑнаҫҫӗ.

Ӗнерхи хаваслӑ тӗлпулура вӗсене Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Геннадий Медведев саламланӑ. Артистсене культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев малашне те пултаруллӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Тата вӑл вӗсене чуна парса пурнӑҫлакан ӗҫшӗн тав тунӑ.

Уява халь ӗҫлекен артистсемсӗр пуҫне сцена ветеранӗсене те йыхравланӑ.

 

Республикӑра

Улатӑр хулинче ҫак кунсенче «Ҫурт-йӗр» операци иртет. Профилактика тӗллевӗллӗ ҫак меропрятие унти пушарнӑйсем ҫулталӑкра икӗ хутчен йӗркелеҫҫӗ: кӗркунне тата хӗлле. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче пуҫланнӑ.

Операци вӑхӑтӗнче пушарнӑйсем килсерен ҫӳресе хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑханнипе пӑхӑнманнине хаклӗҫ, кӑлтӑк асӑрхасан ҫитменлӗхе пӗтермелли пирки ӑнлантарӗҫ.

Тӗрӗслевпе пыракан пушарнӑйсене яваплисем кӗртме чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫапах та ҫӗр ҫинче тем тӗрлӗ ҫын та пуррине шута илсе асӑрханулӑх пирки те манмалла мар тесе асӑрхаттараҫҫӗ. Пушарнӑй сӗмӗпе пыракан ҫынтан удостоверени ыйтмалли пирки аса илтереҫҫӗ. Тӗрӗслевҫех алӑка шаккать-ши тесе хытах иккӗленсен ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑнса канашласа илме пулать.

 

Республикӑра

Таможньӑра ӗҫлекенсем иртнӗ ҫул епле ӗҫленине хакланӑ та, Чӑваш Енри таможня посчӗ Чулхула таможнин посчӗсен хушшинче (пирӗн патри пост унта кӗрет) пӗрремӗш вырӑна мала тухнӑ.

Чӑваш Енри таможня постне халӗ Игорь Зуев ертсе пырать. Ку должноҫре вӑл пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен кӑна-ха. Анчах ку тытӑмра 1990 ҫултанпах ӗҫлет. Чи малтан вӑл инспектортан ӗҫе кӳлӗннӗ. 2006 ҫултанпа ҫав ҫын Сарӑтури таможньӑра пуҫлӑхӑн кадрсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Таможня пуҫлӑхӗсемпе ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Вӑл Чулхулари тамжня пуҫлӑхӗпе Юрий Лушников генерал-майорпа, унӑн пӗрремӗш ҫумӗпе, таможеня службин полковникӗпе Марат Гараевпа тата таможня пуҫлӑхен тепӗр ҫумӗпе — Чӑваш Енри таможня посчӗн пуҫлӑхӗпе Игорь Зуевпа курнӑҫнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер кӑна, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, республикӑра темиҫе урапа ҫапӑннӑччӗ, унта икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паян та Чӑваш Енре хӑрушӑ авари пулнӑ. Ку «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче 11 сехетре пулнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» урапа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса ВАЗ-2114 урапапа ҫапӑннӑ. Аварире ҫулталӑкри ача пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл «вунтӑваттӑмӗш» модельлӗ урапара амӑшӗн чӗрҫи ҫинче ларса пынӑ.

Ача кӑҫалхи ака уйӑхӗнче икӗ ҫул тултарӗччӗ. Хӗрарӑма вара, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2595, 2596, 2597, 2598, 2599, 2600, 2601, 2602, 2603, 2604, [2605], 2606, 2607, 2608, 2609, 2610, 2611, 2612, 2613, 2614, 2615, ... 3671
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
124
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
84
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...