Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Шупашкар районӗнче юлашки ҫулсенче Акатуя тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхине хӑйсем патӗнче йӗркелессишӗн Кӑшавӑш, Ҫырмапуҫ, Сарапакасси тата Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗсем заявка тӑратнӑ. Конкурсра ҫӗнтернӗ ял тӑрӑхне район хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Вӑл укҫана вырӑнтисен хӑйсене кирлӗ пек, анчах, паллах, усӑллӑ тӑкаклама май килет.

Тунтикун ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе иртнӗ канашлура конкурса хутшӑнакан ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем укҫана тивӗҫсен ӑна ӑҫта яма шухӑшлани пирки каласа кӑтартнине пӗлтернӗ асӑннӑ районӑн "Тӑван Ен" хаҫат сайтӗнче.

Ҫырмапуҫсем, акӑ, Иккассинчи шыв скважинине юсама, Чӑрӑшкасси клубӗнчи спортзала ҫӗнетме ярас шухӑшлӑ пулнӑ.

Сарапакассисем Колешша ялне шыв кӗртме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Унта ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑнаҫҫӗ. Ун пекки Шупашкар районӗнче тек пӗр ялта та ҫук — пур ҫӗрте колонкӑран ӑсаҫҫӗ, хӑш-пӗр ялта килсерен пӳрте шыв кӗртнӗ. Канашлура ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Павел Амурцев Шорккари шыв башин хӑвачӗ пӗчӗккине кура ку ыйтӑва та татасшӑннине пӗлтернӗ.

Малалла...

 

Статистика

Республикӑн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи тӑватттӑмӗш кварталта ӗҫсӗррисен хисепӗ пирӗн тӑрӑхра 5,2 процентпа танлашнӑ. Ку цифрӑна министерство Чӑвашстат цифрисем ҫине таянса хыпарлать.

Экономика тӗлӗшӗнчен активлӑ ҫынсен (унта 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫулчченхисем таранах кӗреҫҫӗ) йышне тата вӗсем ӗҫленипе ӗҫлеменнине шутланӑ та, ун пеккисем республикӑра 660,8 пин ҫын иккенне палӑртнӑ. Асӑннӑ хисепрен 626,6 пинӗшӗ ӗҫлет, 34,2 пинӗшӗ — ӗҫсӗр статуслӑ. Ҫапла вара экономика тӗлӗшӗнчен активлӑ халӑхӑн пӗтӗмӗшле шучӗ тӑрӑх хакласан ӗҫсӗррисен шучӗ 5,2 процентпа танлашнӑ.

Атӑлҫи федераци округне илсен, пирӗн республика Мӑкшӑ, Мари Эл, Чӗмпӗр облаҫӗ хыҫҫӑн эпир тӑваттӑмӗш вырӑнта.

 

Ӳнер Роза Иванова вӗрентекенпе Анна Рябинина
Роза Иванова вӗрентекенпе Анна Рябинина

Кӳкеҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем ӳкерӳ ӳнерӗн тата прикладной ӑсталӑх енӗпе ирттернӗ «Хӗллехи фантази» конкурса хутшӑннӑ.

Ҫӗнӗ ҫула тата Сурхурине халалласа йӗркеленӗскере шкулсенче, ача-пӑча пултарулӑх студийӗсенче, ача-пӑча ӳнер шкулӗсенче, ялсенчи клубсенче тата вулавӑшсенче ӑсталӑха туптакан арҫын ачасемпе хӗрачасем — пурӗ 800-е яхӑн — хутшӑннӑ.

Кӳкеҫри маттур ачасем те унта хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Чӑн та, республика шайӗнчи конкурса хутшӑнни вӗсен сая кайман. Ҫӗнтернинчен ытла хутшӑнни паха теҫҫӗ те, ӳкерӳ ӳнерӗ енӗпе конкурса хутшӑннӑ Кӳкеҫ ачисем апла кӑна лӑпланман. Роза Иванова преподаватель пӗлтернӗ тӑрӑх, Карина Максимова тата Анна Рябинина ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ, дипломсене тивӗҫнӗ.

 

Ӑслӑлӑх Вячеслав Муханов физик
Вячеслав Муханов физик

1956 ҫулта Канашра ҫуралнӑ Вячеслав Муханов физик ҫак кунсенче Испанири сумлӑ премисенчен пӗрне тивӗҫнӗ.

Раҫҫейпе Германи физикӗ, космологӗ, Тӗнче аталанӑвӗн инфляци теорине ӗнентерекен авторсенчен пӗри фундаменталлӑ физикӑри ӗҫшӗн премине тивӗҫнӗ.

Вячеслав Муханов халӗ Мюнхенти Людвига-Максимилиан ячӗллӗ университет профессорӗ.

Стивеном Хокинг акӑлчан физик-теоретикӗпе Канаш ҫынни BBVA Foundation Frontiers of Knowledge Award in Basic Sciences премие фундаменталлӑ физика енӗпе тунӑ открытишӗн тивӗҫнӗ. Вӗсене 400 пин евро преми панӑ.

Премие тивӗҫнӗ ӑсчахсем шухӑшланӑ тӑрӑх, галактикӑсем тӗнче пуҫланнӑ вӑхӑтра квантлӑ флуктуацие пула йӗркеленнӗ пулать. Раҫҫейӗн тата Британин ҫак физикӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчех ҫак шухӑш патне ҫитсе тухнӑ.

 

Персона Анастасия Седова
Анастасия Седова

Чӑваш Енри паллӑ сурдобадминитонистсен, Раҫҫӗйӗн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗсен Михаил Ефремовӑн тата Анастасия Седован ҫемйинче хӗр ҫуралнӑ.

Анастасия Седова та, Михаил Ефремов та Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑчапа спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ. Ҫавӑнта вӗреннӗ чух пӗр-пӗринпе паллашнӑ та. Малтан тренировкӑсене пӗрле ҫӳренӗ, унтан вӗсем тӗрлӗ ӑмӑртӑва пӗрле кайма пуҫланӑ.

Паянхи куна Михаил Ефремов Сурдлимп вӑййисене виҫӗ хутчен хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Вӗсенче вӑл пилӗк медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫав шутран иккӗшӗ — ылтӑн.

2009-мӗш тата 2013-мӗш ҫулхи Сурдлимп вӑййине Анастасия Седова та хутшӑннӑ. Сурдлимпиадӑна пуҫласа хутшӑннӑ чух Анастасия Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче пуринчен кӗсӗнни пулнине пӑхмасӑрах пӗччен тупӑшура чи вӑйлӑ вунӑ спортсменка йышне лекнӗ. 2013 ҫулта вара пулас мӑшӑрӗпе пӗрлехи разрядра вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.

 

Афиша

Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре Татьянӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Шупашкарта массӑллӑ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ.

Хӗрлӗ тӳремре 19 сехетре студентсем пӑр ҫинче ярӑнӗҫ, конкурссене хутшӑнӗҫ, ташлӗҫ. Унта хулари паллӑ диджейсем пулӗҫ. Конкурса мала тухнисене снегоходпа ярӑнтарӗҫ. Унта ҫӗнтерес тесен Хӗрлӗ тӳремри каток ҫинче сӑн ӳкерӗнмелле те Instagram халӑх тетелне #АктивныйГород21 тата #КультурныеЧебоксары хэштегпа кӑларса лартмалла.

Сӑмах май, хулари тӗп катока кунсерен ҫын нумай ҫӳрет. Кунта паллӑ диджейсем час-часах ташӑ ирттереҫҫӗ.

 

Чӑваш чӗлхи Екатерина Протасова профессор
Екатерина Протасова профессор

«Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ «Хавал» чӑвашсен общество организацийӗпе пӗрле пулса чӑваш чӗлхи вӗрентекенсемпе пуҫламӑш классен учительсем валли тата чӗлхе ыйтӑвӗпе кӑсӑкланакан мӗнпур ҫын валли семинар ирттерет.

«Билингвизм, мультилингвизм: истори тата хальхи самана» ятлӑскер нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Республикӑн Наци вулавӑшӗнчи акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

Тухса калаҫакан тӗп хӑна — Екатерина Протасова. Вӑл М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн структурӑллӑ тата практикӑлла лингвистика уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. СССР Педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче ӗҫленӗ, 1998-мӗш ҫултанпа Хельсинки университетӗнче профессор-адъюнкт пулса тӑрӑшнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче хӳтӗленӗ, доктор диссертацине — РАОн Пӗлӗвӗн пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсен институтӗнче. Профессор пулнӑ май лекцисем вулама ӑна Мускаври педуниверситета, Мускаври патшалӑх университетне, Эстонири Тарту университетне, Казахстанри аль-Фараби ячӗллӗ наци университетне чӗнсе илсе лекцисем вулаттарнӑ. Швецири, Германири, Испанири университетсенче те лекцисем вулама тӳр килнӗ ӑна.

Малалла...

 

Хӗсмет

Шупашкарта ҫулсерен иртекен «Салтака ҫыру ҫыр» акци старт илет. Ӑна хулари вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ ирттерет.

Унта хутшӑнакансене Раҫҫей салтакне ҫыру шӑрҫалама сӗнеҫҫӗ. Салтаксене ырӑ сӑмах, тав туни пулмалла унта. Авторсем хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗксене, ӳкерчӗксене уйрӑмах палӑртӗҫ.

Ҫырӑва алӑпа ҫырма е компьютерпа наборлама юрать. Унта автор пирки калани, плансем, ӗмӗтсем пулмалла. Сӑвӑсемпе сочинени те вырӑнлӑ пулӗ. Унта ят-шыва, ӑҫта тата миҫемӗш класра вӗреннине, телефон номерне палӑртмалла.

Конкурса Шупашкарта пурӑнакан 10-16 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Республикӑри следстви органӗсем Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан усламҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 46 ҫулти арҫын сӑмакун юхтарса сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ентешӗсене икӗ ҫул сӑмакун сутнӑ. Шӗвеке вӑл литр ҫурӑллӑ кӗленчесен янӑ. Унӑн хваттерӗнче шырав ирттернӗ хыҫҫӑн сӑмакун аппаратне тата 1,1 тонна кӑрчамапа ханша тупнӑ. Вӑл ӑна 200 литр кӗрекен пичкесенче упранӑ.

Спирт шӗвекне судпа медицина экспертизи тума палӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, ку преступленишӗн тӗрмене 2 ҫул таранах лартма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра

Унччен студентсемпе шкул ачисене общество транспорчӗпе ҫӳремелли уйӑхлӑх билета туяннӑшӑн субсиди панӑ. Уйӑх вӗҫӗнче вӗсен карточки ҫине 390–420 тенкӗ куҫарнӑ.

Халӗ улшӑнусем кӗртнӗ. Малашне студентсемпе ҫамрӑксене куншӑн компенсаци памӗҫ. Саккун кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Малашне пособипе сахал тупӑшлӑ ҫемьерисем ҫеҫ усӑ курма пултарӗҫ. Ун валли вӗренӳ учрежденийӗнче заявлени ҫырмалла, сахал тупӑшлӑ ҫемье пулнине ӗнентерекен справка тӑратмалла.

Ку хулаҫум, чукун ҫул транспорчӗпе ҫӳрекенсене те пырса тивӗ. Эппин, малашне студентсемпе шкул ачисем транспортпа ҫӳремелли билета ыттисем пекех 700 тенкӗпе туянӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2586, 2587, 2588, 2589, 2590, 2591, 2592, 2593, 2594, 2595, [2596], 2597, 2598, 2599, 2600, 2601, 2602, 2603, 2604, 2605, 2606, ... 3668
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 03

1950
74
Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2004
20
Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...