Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Геннадий Дегтярёв тӑван чӗлхе культурипе паллаштарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.03.2018 18:59 | 2416 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗн Геннадий Дегтярёвӑн «Тӑван чӗлхе культури» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна асӑннӑ институтӑн Ӑслӑлӑх канашӗ йышӑннипе пичетленӗ. Тӑван чӗлхене юратакансемшӗн, унпа тӗрӗс пуплеме тата ҫырма ӑнтӑлакансемшӗн ку вӑл чӑннипех те хаклӑ ӗҫ.

Монографин ум сӑмахӗнче автор палӑртнӑ тӑрӑх, «чӑваш ӑслӑлӑхӗшӗн чӗлхе культурин ыйтӑвӗсем яланах ҫивӗч пулнӑ». Маларах хаҫат-журнал чӗлхи пирки, стилистикӑпа лексика тата орфографипе орфоэпи ыйтӑвӗсемпе, куҫару чӗлхи ҫинчен кӗнекесем тӑтӑшах пичетленнӗ, ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗсем иртнӗ. Унтанпа Атӑлта сахал мар шыв юхса иртнӗ. Чӗлхе пӗр вырӑнта тӑмасть. Геннадий Дегтярёв шухӑшланӑ тӑрӑх, «хальхи пуплевӗн тӗп уйрӑмлӑхӗ - вариантлӑхпа дублетлӑх хунаса кайни, пӗр ӑнлавах ӑрасна ятпа палӑртма хӑтланни».

Геннадий Дегтярёвӑн монографийӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти урамсен, Шупашкрати урам-тӳремӗн, тӗп хулари кӗперсен, Шупашкар йышӗнчи ял-поселок урамӗсен ячӗсемпе паллаштарнӑ. Адресӑн пӗтӗмӗшле элеменчӗсем те пур унта, магазинри вывескӑпа кӑтартмӑшсен тӗслӗхӗсем те, техникумсемпе училищӗсен ячӗсем те тата ытти паха материал та. Кун пек кӗнекесӗр мӗнле пурӑннӑ-ха эпир?

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар, #кӗнекесем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #тӗпчевҫӗсем, #ЧПГӐИ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/book/70.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем