Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫул-йӗр

Халӗ чылай водитель видеорегистратор лартать, ҫавӑнпа ҫул-йер правилисене пӑснисене ҫӑмаллӑнах тупса палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть йӗркене пӑснисен йышӗнче ЧР Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн урапине асӑрханӑ.

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Шупашкар – Сӑр» ҫулӑн 10-мӗш ҫухрӑмӗнче А001АА номерлӗ «Мерседес» «Ытти урапана хӑваласа иртме юрамасть» паллӑ патӗнче транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса Шупашкар еннелле каякан урапасенчен иртсе кайнӑ-мӗн.

Чӑннипе, тимлӗ водительсем асӑннӑ урапа ҫул-йӗр правилисене пӑснине пӗрре мар асӑрханӑ. Пӗлтӗр ҫу уйахӗн 5-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, ҫак «тимӗр ута» ҫуран утса ҫӳремелли вырӑна лартнӑ.

 

Сывлӑх «Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Раҫҫейре кӗҫех васкавлӑ медпулӑшу бригадисене пырса тивекен ҫӗнӗ правилӑсем йӗркене кӗрӗҫ. Ку 2,5 уйӑхран пулӗ. Документра шурӑ халатлисен пациент патне миҫе минутра ҫитмеллине палӑртнӑ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтерет.

Ҫӗнӗлӗх утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Наци Медицинин палатин съездӗнче васкавлӑ медпулӑшу парасси пирки калаҫнӑ. Ертӳҫӗсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Бойков каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу хӑш вӑхӑтра ҫитмеллине пӗрремӗш хут документра палӑртнӑ. Ку вӑхӑт 20 минутран ытларах пулмалла мар.

Ҫавӑн пекех водитель фельдшер тата водитель санитар пулмасть. Ун вырӑнне медицина сестри пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82145
 

Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче физкультурӑпа спорт ӗҫне пуринчен лайӑх йӗркеленӗ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ.

Спортпа физкультура енӗпе районта еплерех тӑрӑшнине тишкерме ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Улӑп» центра пуҫтарӑннӑ. Унта спорт ветеранӗсем, хальхи вӑхӑтра спортра хастаррисем, физкультура учителӗсем, тренер-преподавательсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пухӑннӑ.

Янӑш ял тӑрӑхне физкультурӑпа спорт енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн, ку енӗпе районти смотр-конкурсра мала тухнӑшӑн спорт тумтирӗ туянма 10 пин тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ.

Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара та пырса ҫитнӗ: Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, Конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫи Альбина Егорова, Ачасен правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов. Вӗсем пурте — хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче чылай ҫул ӗҫленӗскерсем.

 

Республикӑра Раҫҫейри ҫыхӑну ӗҫченӗсен профсоюзӗн республикӑри организацийӗн ертӳҫи Вера Галкина тата Улатӑрти 429820 уйрӑма ертсе пыракан Елена Абрамо
Раҫҫейри ҫыхӑну ӗҫченӗсен профсоюзӗн республикӑри организацийӗн ертӳҫи Вера Галкина тата Улатӑрти 429820 уйрӑма ертсе пыракан Елена Абрамо

Улатӑрта чи лайӑх почтальонсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать «Лучший начальник отделения почтовой связи 2016 года» (чӑв. Пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн 2016 ҫулхи чи лайӑх пуҫлӑхӗ) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне, вӑл республика шайӗпе иртнӗ, тишкернӗ май.

Чи лайӑххи пулса тӑрассишӗн 17 пуҫлӑх тупӑшнӑ. Тӳресем вӗсен теори пӗлӗвне кӑна мар, кулленхи ӗҫе епле йӗркеленине те хакланӑ. Юлашкинчен каланине коллектива ертсе пыни те кӗрет.

Чӑваш Ен шайӗпе чи лайӑххи Улатӑрти 429820 уйрӑма ертсе пыракан Елена Абрамова пулса тухнӑ. Ҫитес уйӑхра вӑл Перме тухса кайӗ, унта макрорегион шайӗнче республикӑна хӳтӗлӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти 429958 уйрӑм пуҫлӑхӗ Валентина Никифорова тухнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче каллех Улатӑр почтальонӗ — унти 429824 уйрӑмри Оксана Доронькина.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Раҫҫейри ҫыхӑну ӗҫченӗсен профсоюзӗн республикӑри организацийӗн ертӳҫи Вера Галкина дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Тӑвай районӗнче вырнаҫнӑ «Мельница» (чӑв. «Арман») тулли мар яваплӑ общество хӑйӗн бизнесне йӗркелеме тата аталантарма тесе вырӑнти хыснаран грант илнӗ. Укҫа виҫи ытлашши пысӑках та мар-ха: 50 пин тенкӗ. Ҫапах вӑл та ҫӗрте йӑваланса выртмасть мар-и?

Тӑвай район прокуратури коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна вырӑнтисем епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ чух хайхи «Армана» укҫана саккунлӑ мар майпа уйӑрнине асӑрханӑ. Услама йӗркелеме уйӑракан тупрана эрех-сӑра ваккӑн сутакансене пама юраман. Ҫакна шута илмесӗр кӗмӗллӗ тума йышӑннисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Маларах асӑннӑ тулли мар яваплӑ обществӑран вара 50 пине суд урлӑ шыраса илмелле тунӑ. Вӑл укҫана «Арманӑн» хыснана тавӑрса памалла тесе пӗлтерет Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова.

 

Вӗренӳ Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнчи 5-мӗш класс ачисем
Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнчи 5-мӗш класс ачисем

Космонавтика кунне халалласа Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта сахал мар мероприяти иртнӗ. 5-мӗш класра чӑваш чӗлхи урокне те Светлана Никитина вӗрентекен ытти чухнехинчен урӑхларах йӗркеленӗ. «Ҫӗнӗ сӑмахсем (неологизмсем)» темӑна урокра космоспа та ҫыхӑнтарнӑ.

Ю.А.Гагарина аса илсе ачасем илемлӗ предложенисем йӗркеленӗ, чи ӑнӑҫлисене суйласа тетрадь ҫине куҫарнӑ. Екатерина Матвеева вара вӗсене пӗр йӑнӑшсӑр доска умӗнче ҫырса пынӑ. Чӑваш ҫӗрӗ ҫитӗнтернӗ А. Николаев, М. Манаров, Н. Бударин ячӗсемпе мӑнаҫланнӑ пиллӗкмӗшсем, космос паттӑрӗсене халалланӑ кӗнекесемпе паллашнӑ, презентаци те пӑхнӑ, вӗрентекен ыйтӑвӗсене хуравланине пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче.

«А.Г. Николаев та, Ю.А. Гагарин та пирӗн пекех ял ачи пулни савӑнтарчӗ. Тен, пиртен хӑшӗ те пулсан космонавт пулӗ, хальлӗхе лайӑх вӗренмелле, сывлӑха ҫирӗплетмелле…», - пӗтӗмлетнӗ ачасем.

 

Вӗренӳ Фестивале хутшӑнакансем
Фестивале хутшӑнакансем

2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче регионсен «Туслӑх хӗлхемӗ» наци культури фестивалӗн вӗҫлекен тапхӑрӗ иртрӗ. Фестиваль программинче чӑваш тата вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тата культурипе ирттерекен «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурс тата ӳнер ӑсталӑхӗн «Шевле-2016» конкурсӗ пулчӗ.

Наци фестивалне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать: район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 57 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

«Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурса хутшӑнакансем пилӗк станци витӗр тухрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасем пултарулӑхӗпе тупӑшрӗҫ: юрӑ юрларӗҫ, ташӑ ташларӗҫ, харпӑр хӑй сӑввисене вуларӗҫ. Жюри фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗ.

Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсенчен 1-мӗш вырӑна Етӗрне районӗн Тури Ачак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Яковлева Наталья тухрӗ. Елӗк районӗн Вутлан тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Афанасьева Александра, Хӗрлӗ Чутай районӗн Питӗркасси вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Огонькова Анжелика, Канаш районӗн Шелттем тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Матвеева Марина, Куславкка районӗн Елчӗк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Мартьянова Надежда, Комсомольски районӗн Шурут вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Голубева Алиса призер ятне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Маларах эпир «Сӗтев» хаҫатӑн тӗп редакторне хӗнени пирки ҫырнӑччӗ. Ку ӗҫе вырӑнти депутат Куракин Д.А. тунӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Паян, акан 15-мӗшӗнче, Э.В. Мочалова хуҫалӑх енӗпе пулӑшакан Николай Макаровӑн ҫуртне ҫурҫӗр иртсен сиен кӳнӗ. Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Йытӑкачкасси ялӗнчи ҫуртӑн чӳречине чулпа персе ҫӗмӗрнӗ.

«Сӗтев» хаҫатпа ҫывӑх ҫыннисене полици ӗҫченӗсем нимӗн те туманни пӑшӑрхантарать. Ашкӑнакансем паллӑ. «Полици нимӗн туманнине пула вӗсем хӑйсене явапсӑр туяҫҫӗ», — теҫҫӗ редакци ӗҫченӗсем.

 

Экономика Данон компанин Шупашкарти савучӗ
Данон компанин Шупашкарти савучӗ

«Раҫҫейри Danone» компани пуҫлӑхӗ Бернар Дюкро «Газета.Ru» хаҫата панӑ интервьюра Томскри тата Шупашкарти савутсене сутма хатӗрри пирки пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.

Аса илтеретпӗр: асӑннӑ компанин Шупашкарти тата Томскри савучӗсене пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче кризиса пула хупнӑччӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 106 ҫын ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑх пулнӑ. Халӗ вӗсенчен ҫуррине тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Ку уйӑхра тата тепӗр 53 ҫыннӑ ӗҫ шырама тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче Чӑваш Енӗн правительстви савутра тӑрӑшнисене пулӑшма, вӗсене ытти предприяти-организацие вырнаҫма май туса пама тӑрӑшнине ӗнентереҫҫӗ.

 

Персона Сергей Артамонов министрпа Николай Якимов
Сергей Артамонов министрпа Николай Якимов

Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ Николай Якимова виҫӗм кун, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку должноҫрен кӑларасси пирки хушу пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Николай Петрович ял хуҫалӑх отраслӗнче пысӑк опытлӑ пулнине унӑн ӗҫтешӗсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ӗнертенпе Николай Якимова «Нива» вӗренӳ центрне ертсе пыма шаннӑ. Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ун пирки ырӑ сӑмахсем самай каланӑ, Николай Якимовӑн агропромышленность комплексӗнчи ӗҫ опытне палӑртса хӑварнӑ.

«Нива» вӗренӳ центрне чылай ҫул ертсе пынӑ Владимир Яковлев нумаях пулмасть «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприяти пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пыма тытӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2468, 2469, 2470, 2471, 2472, 2473, 2474, 2475, 2476, 2477, [2478], 2479, 2480, 2481, 2482, 2483, 2484, 2485, 2486, 2487, 2488, ... 3626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...