Республикӑра
![]() Шӑп та лӑп 10 ҫул каялла ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, республикӑри самбо федерацийӗн президенчӗ Александр Трофимов сарӑмсӑр вилнӗ. 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Перьм хулинче Боинг-737-500 самолет ӳкнӗ. Борт ҫинче 88 ҫын пулнӑ. Вӗсен йышӗнче – Александр Трофимов та. Вӑл Прикамье тӑрӑхне самбо турнирне вӗҫнӗ пулнӑ. Самолет Мускаври Шереметьево аэропортӗнчен ҫур ҫӗр иртни 1 сехет 12 минутра вӗҫсе тухнӑ. 3 сехет те 10 минутра пилотпа ҫыхӑну татӑлнӑ. Авиалайнер Перьм хули ҫийӗн вӗҫнӗ чухне ӳкнӗ. Паян Чӑваш Енре ҫав куна, Александр Трофимов депутата аса илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Вӑрнар савут СОМ» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫак предприяти «Белоусовы» брендпа паллӑ. Унта услам ҫу, типӗ сӗт, сӗт юр-варӗ туса кӑлараҫҫӗ. Продукцие проба илсе тӗрӗслеме янӑ. Лаборатори тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 20 процент ҫуллӑ хӑймара тата «Бифолайф» ятлӑ юр-варта тетрациклин ушкӑнӗнчи антибиотик тупса палӑртнӑ. Халӗ предприяти тӗлӗшпе административлӑ производство пырать. Сӑмах май, Роспотребнадзор пӗлтӗр те ҫак савутӑн хӑймине тӗрӗсленӗ. Ун чухне те вӑл сывлӑхшӑн сиенлӗ пулни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана палӑртнӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, министр тивӗҫне вӑхӑтлӑха Эльвира Матренина пурнӑҫлӗ. Эльвира Леонидовна ЧР Спорт министерствинче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Эльвира Матренинӑна министрӑн пӗрремӗш ҫумне иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Пӗлтӗрех ӑна «Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Эльвира Леонидовна аслӑ пӗлӳллӗ. 1993 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренсе пӗтернӗ. Министерствӑра вӑл 1994 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Аса илтерер, паян Чӑваш Енӗн спорт министрне Сергей Шелтукова юлашки ҫула ӑсатрӗҫ. |
Республикӑра
![]() ЧР Арбитраж сучӗ Чӑвашавтотранс панкрута тухнӑ тесе палӑртнӑ. Халӗ конкурс производствине уҫнӑ. Панкрута тухни пирки суд сайтӗнче хыпар пур, анчах хальлӗхе йышӑну тексчӗ курӑнмасть. Чӑвашавтотранс панкрута тухсан 800 ҫын ӗҫсӗр юласси паллӑччӗ. Чӑннипе, предприяти шурлӑха кӗрсе ӳкнӗрен чылайӑшӗ ӗҫе тухма та пӑрахнӑ. Чӑвашавтотранс сӑнав процедуринче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кредиторсем конкурс производствине ирттерме ҫине тӑнӑ. Ҫавӑнтанпа предприяти ура ҫине тӑрасса, ахӑртнех, никам та шанман. Нумаях пулмасть Чӑвашавтотранс автобуссене ҫӳретме пӑрахнӑ, транспорчӗсене тара панӑ. Ун вырӑнне харпӑр усламҫӑсем ҫынсене турттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() РФ Вӗренӳ министерстви шкулти паллӑсен ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Паллӑсен системине улӑштарасси пирки вӗренӳ сообществипе пӗрре мар канашланӑ, ҫавӑнпа Раҫҫейри вӗренӗве аталантаракан Общество палати ку тӗлӗшпе ҫынсен шухӑшне пӗлме шут тытнӑ. Хальлӗхе пуҫламӑш тата вӑтам шкулсенче паллӑсене пӑрахӑҫлама сӗнеҫҫӗ. 10-11-мӗш классем пирки калаҫу пулман. Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Общество палатин сайтӗнче ыйтӑм пуҫарнӑ. Ку ыйтӑва РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Пӗтӗм Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче ҫӗкленӗ. Ыйтӑма авӑнӑн 25-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Раҫҫей Общество палатин сайтне кӗрсе эсир те сасӑлама пултаратӑр. Пилӗк баллӑ шкалана пӑрахӑҫлас ыйтӑва педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ чылай ҫул сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫакна хирӗҫ, хальлӗхе шкул кун валли хатӗр мар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑри 18 районта ҫӗрулмипе помидора сӑтӑр тӑвакан хурт-кӑпшанка тупса палӑртнӑ. Кун пирки Россельхознадзор пӗлтерет. Ҫӗрулми шӗвӗрӗлченӗ (выр. нематода) ятлӑ вӑл. Ҫак хурт ҫыншӑн хӑрушӑ мар, анчах ӑна пула тухӑҫ чакать. Шӗвӗрӗлчен ҫӗрулмине, помидора ҫиме юратать. Ӑна тӳрех асӑрхама йывӑр. Ҫимӗҫ пӗчӗк тата часах саралать пулсан шӗвӗрӗлчен ернӗ. Вӑл ҫӗрулмипе помидортан сӗткенне ӗмсе кӑларать. Ҫӗрулмин кайран карантин чирӗ глободероз пуҫланать. Чӑваш Енре ҫак кӑпшанкӑ 1300 ытла гектар ҫӗре сиенлетнӗ. Ӑна пула ҫынсем ҫӗрулмисӗр тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Вӑл мӗншӗн ӗрчет-ха? Ҫынсем ҫӗрулмине пӗрмай пӗр вырӑна лартаҫҫӗ, ҫӗре канма памаҫҫӗ. Кӑпшанкӑ ҫилпе, ҫӗрпе куҫма пултарать. Пушмак тӗпне ҫыпӑҫса та тепӗр лаптӑка ерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи заправкӑра ӗҫлекен хӗрарӑм ҫынна ырӑ тӑвас тенӗ те шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. 31 ҫулти кассир каланӑ тӑрӑх, ун патне дальнобойщик пынӑ та инкеке лекни пирки юмах ҫаптарнӑ, 20 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Хӗрарӑм ӗненнӗ, укҫа кӑларса тыттарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑнах «инкеке лекнӗ» дальнобойщикӑн шӑрши-марши те пулман. Юмах ҫаптарма юратакан водитель нумай вӑхӑт тарса пурӑнайман. Ӑна, Челепи облаҫӗнчи 46 ҫулти арҫынна, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Ӑна хӑйӗн тӑрӑхӗнче те полици шыранӑ-мӗн. Халӗ вӑл ытти преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() 2009 ҫултанпа РФ Культура министерстви ӳнер шкулӗсенчи вӗрентекенсен хушшинче конкурс ирттерет. Кӑҫал ҫӗршыври 37 регионти 50 преподаватель ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӗсен йышӗнче Чӑваш Енри вӗрентекенсем те пур. «Музыка ӳнерӗ» номинацире Шупашкарти ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Татьяна Григорьева тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен музыка шкулӗн педагогӗ Надежда Соловьева ҫӗнтернӗ. «Ӳкерӳ ӳнерӗ» номинацире вара Шупашкарти Э.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Ольга Федотова палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускавра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ҫул укҫине РФ Культура министерстви тӳленӗ. Мала тухнисене, шел те, укҫан хавхалантармаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чӑвашфильм» ҫитес ҫул ҫӗнӗ фильм кӑтартасшӑн. Ун валли ят та тупнӑ ӗнтӗ – «Подполковник Варламов слушает» (чӑв. «Варламов подполковник итлет»). Ку проект авторӗ - Юрий Спиридонов. Тӗп сӑнар - Чӑваш ААСРӗн Вӑрнарти НКВД пуҫлӑхӗ Варсанофий Варламович Варламов, ӑна Юрий Спиридонов калӑплать. Вӑрҫӑ пирки ӳкерекен проекта Вера Кузьмина артистка та хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Фильма Куславкка, Шупашкар, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта ӳкернӗ. Халӗ фильма монтаж тӑваҫҫӗ. Кинона Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 74 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |