Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Патшалӑх Канашне ачасене йыхравланӑ. Икӗ районти икӗ ачана. Вӗсемпе тӗрлӗ шайри тӳре-шара курнӑҫнӑ: РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов, Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Елена Сапаркина, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов, Чӑваш Енӗн Общество палатин ертӳҫи Алексей Судленков, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов. Пысӑк пукан йышӑнакан ҫынсен тимлӗхне, вӗсен ӑшӑ сӑмахне Вӑрнарти И.Н. Никифоров ячӗллӗ 1-мӗш вӑтам шкулта 5-мӗш класра вӗренекен Данила Новиков тата Канаш районӗнчи Карӑклӑри вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Иван Андреев тивӗҫнӗ. Вӗсем мирлӗ вӑхӑтра паттӑрла ӗҫ тунипе палӑрнӑ. Раҫҫейри ҫӑлавҫӑсен союзӗ шыва путакан икӗ ачана пулӑшнӑ Данилӑна «Ҫӑлавра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн», шыв люкӗнчен ачана тухма пулӑшнӑ Ивана «Пурнӑҫа ҫӑлнӑшӑн» медальсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юлашки вӑхӑтра чӑваш тӗнчи ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳсет. Паян эпир тепӗр хурлӑхлӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Чылай вӑхӑт йывӑр чирпе чирленӗ хыҫҫӑн (сӑмах май, ҫаплипех ӗҫлетчӗ, ҫаплипех ӗҫшӗн ҫунатчӗ, ҫаплипех чӑвашлӑхшӑн кулянатчӗ) Иосиф Дмитриев-Трер куҫне хупнӑ. Чӑваш тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын юлашки ҫлсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тӗп режиссерта тимлерӗ. Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ кӑларакан «Страстной бульвар, 10» журналӑн кӑҫалхи 5-205-мӗш номерӗнче пичетленнӗ «Пока я жив, я должен заниматься чувашской драматургией» интервьюра та вӑл чӑвашлӑхшӑн ҫуннине палӑртнӑччӗ. «Хам сывӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла», — шухӑшпа канӑҫсӑрланнӑ ҫын пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлнӑ. Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫамӑл пултӑр, хисеплӗ ҫыннӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Яранкассинче пурӑнакан кинемей ҫухалнӑ. Зинаида Михайловна Яранцева — 83 ҫулта. Килтен вӑл чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унӑн ҫывӑх ҫыннисем кинемее курнисемпе вӑл ӑҫтине пӗлекенсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Зинаида Михайловна — пӗчӗк пӳ-силлӗ, унӑн ҫӳллӗшӗ 150 сантиметр, начаркка, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен тухса кайнӑ чух ватӑ ҫуркуннепе кӗркунне тӑхӑнмалли тӗксӗм кӑвак курткӑпа пулнӑ, ҫак ҫи-пуҫ тӑршшӗ — чӗркуҫҫирен аяларах. Чечеклӗ кӑвак платье, чӗркуҫҫи таран тӑршшӗ ҫутӑ хӑмӑр гольфа, хура атӑ тӑхӑннӑ. Шупашкар районӗнчи Яранкассинче пурӑнакан Зинаида Михайловна Яранцева пирки унӑн ҫывӑх ҫыннисем ӑс-тӑнӗ енчен аташма, вӑл манса кайма пултарнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Иосиф Сталин Иосиф Сталина (унӑн чӑн хушамачӗ — Джугашвили) хисеп туса палӑк лартасшӑн. Ҫук, Чӑваш Енре мар. Ҫӗнҫӗпӗр хулинче. 1924 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшенчен пуҫласа 1953 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Совет патшалӑхне ертсе пынӑ ҫын — Совет Союзӗн маршалӗ (1943 ҫулта ҫак ята панӑ), генералиссимусӗ (1945 ҫулта). Иосиф Сталина хисепленине палӑртса палӑк лартма шухӑшланисем — Ҫӗнҫӗпӗрти коммунистсем. Вырӑнти хастарсем сӗннине хула влаҫӗсем ырламан иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн обкомӗ палӑк лартас шухӑшлисене майлӑ пулнӑ. Палӑка ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне РФКП Ҫӗнӗ Шупашкар обкомӗ умӗнче уҫасшӑн. Ӑна тума коммунистсем хайсен укҫине кӑларса хума палӑртаҫҫӗ. Палӑк патне хурал тӑраттарма пултарасси пирки те сӑмах тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура Шупашкарта иртекен М.Д. Михайлов ячӗллӗ XXVIII-мӗш опера фестивалӗ пирки те калаҫнӑ. Кӑҫалхине СССР халӑх артисчӗ Максим Михайлов ҫуралнӑранпа 125 ҫул, Итали композиторӗ Джакомо Пуччини кун ҫути курнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Йӑлана кӗнӗ фестиваль программине «Дон Паскуале», «Отелло», «Севильский цирюльник» тата ытти опера илем кӳрӗ. Шупашкарти куракана Раҫҫейри сцена ӑстисемпе пӗрлех Итали, Китай, Азербайджан юрӑҫисем савӑнтарӗҫ. Фестиваль вӑхӑтӗнче малтанхи ҫулсенчи евӗрех Максим Дормидонтович Максимов ҫуралнӑ тӑрӑха ҫитсе килме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти вырӑс драма театрӗн спектаклӗсене курас тесен малашне театра мар, Культура ҫуртне кайма тивӗ. Вырӑс спектаклӗсене юратакансем ӳлӗмрен Шупашкарти «Салют» культура керменне ҫӳреме пуҫлӗҫ. Анчах чылайлӑха мар. Мӗншӗн тесен театр ҫӗнӗ вырӑна яланлӑха куҫмасть. Ҫӗнӗ ҫӗрте артистсем хайсен тӑван культура учрежденийӗнче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑран вӑхӑтлӑха тӗпленӗҫ. Театр 100 ҫулхи юбилейне хатӗрленет. Ҫӗнӗ вырӑнта пӗрремӗш спектакле чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Куракансене ун чух «Фальшивая монета» ӗҫе чӗнеҫҫӗ. Тепӗр кунне, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, «Царевна-лягушка» тата «Бешеные деньги» ятлисене кӑтартӗҫ; чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче — «Женитьба» камите. Кассӑн телефон номерӗ унчченхиех: 57-29-83. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Евгений Сафронов Шупашкарта пурӑнакан арҫын Мускава ӗҫлеме кайнӑ та ҫухалнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. 54 ҫулти Евгений Витальевич Сафронов ҫӗршывӑн тӗп хулине 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчех кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл йӗп те ҫип ҫухалнӑ, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Евгений Сафронов 50-55 ҫулсенчи пек курӑнать, хӑй 180 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ кӗске, тӗттӗм. Мускава кайнӑ чухне капюшонлӑ хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, кӑвак кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 (8352) 24-20-72 е 102. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пушкӑртстанри чӑваш хӗрӗ «МИСС INTERNATIONAL – UFA» конкурсра хӑйӗ пултарулӑхӗпе тата тӑван халӑхӑмӑр культурипе паллаштарӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче иртӗ. Унта 12 халӑх хӗрӗ хутшӑнӗ. З.Г. Исмаилов ячӗллӗ Ӗпхӳри ӳнер институтӗнче вокал ӑсталӑхне алла илекен Екатерина Емельянова чӑваш халӑх юррисене илемлӗ шӑрантарать иккен. Вӑл фольклора та юратать. Екатерина амӑшӗпе асламӑшӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнине итлесе ӳснӗ. Амӑшӗпе иккӗшӗ Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи чӑвашсен фольклорне пухаҫҫӗ. Ҫакна вӗсем аслӑ ӑрурисем ҫак тӗнчерен кайсан вӗсенче упраннӑ халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗрки, юрри-сӑвви ҫӗр ҫинчен ан ҫухалтӑр тесе хӑйсен кӑмӑлӗпе пуҫӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хули Атӑлҫипе Урал тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсен опычӗпе паллашмалли центр пулса тӑнӑ. Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Сказочная палитра» (чӑв. Юмах палитри) фестиваль уҫӑлнӑ. Унта ҫамрӑксен наци театрӗсем, ҫамрӑксен тата драма театрӗсем тӗрлӗ стильлӗ тата жанрлӑ спектакльсемпе пухӑннӑ. Капла мероприяти Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш хут иртет. Унӑн тӗп йӗркелӳҫи — Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ. Жюри ертӳҫи, Мускаври театровед, театр критикӗ, «Ылтӑн маска» премин эксперт канашӗн пайташӗ Полина Богданова Станиславский каланине аса илтерсе ачасем валли аслисем валли евӗрех, анчах тата лайӑхрах вылямаллине палӑртнӑ. Паян икӗ спектакле хакланӑ: Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Александр Пӑрттан «Дети ветра» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмахне тата Козьмодемьянск академи драма театрӗн «Муравьиная свадьба» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ этноюмахне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Енри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсем суранланнӑ, пӗри вилнӗ. Аварире 13 хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл салонра амӑшӗпе пулнӑ, ҫывӑх ҫынни руль умӗнче ларнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче хӗрарӑм руле итлеттереймен-ши – машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑм тата пӗр пассажир суранланнӑ. 13-ри хӗрача вара вилмеллех аманнӑ. Асӑрханӑр: халӗ ҫулсем пӑрлак. Кун пирки ҪҪХПИ тепӗр хутчен аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |