Пӑтӑрмахсем
![]() Приложенипе приложени пӗр мар. https://nayanmeckwan.blogspot.com сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫынсене улталас тесе мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Халӗ тата телефон ҫине ятарлӑ приложени уҫлама сӗнекенсем тупӑннӑ. Вӗсем Чӑваш Енри икӗ ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ та ӗнтӗ. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти 21 ҫулти каччӑ право хуралӗнче ӗҫлекенсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗнчен» тесе палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫав этем ӗнентернӗ тӑрӑх, каччӑн картти ҫинчен такамсем укҫа илесшӗн иккен. «Кӗмӗле» сыхласа хӑварас тесен телефон ҫине ятарлӑ приложени уҫласа вырнаҫтармалла. Каччӑ итленӗ. Унтан телефон номерӗ ҫине темле кодсем килнӗ. Каччӑ вӗсене телефонпа калаҫакан ҫынна пӗлтернӗ. Кӑштахран картта ҫинчен 800 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Комсомольскинче 32-ри хӗрарӑм ҫапла майпа 94 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |