|
Раҫҫейре
![]() Чулхулари канашлу саманчӗ Ӗнер Чулхулара газ моторӗн топливи енӗпе канашлу иртнӗ. «Газпром» ПАО директорсен канашӗн ертӳҫи Виктор Зубков ертсе пынӑ ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Виктор Зубков ҫӗршывра газпа ӗҫлекен моторсен шучӗ анлӑн сарӑлнине палӑртнӑ. Топливо вырӑнне ҫутҫанталӑк газӗпе усӑ курас текенсен йышӗ ӳссе пырать. Юлашки вӑхӑтра ҫак йыш 2,5 хута яхӑн ӳснӗ. «Газ тултарма май паракан компрессор станцийӗсем ҫителӗксӗр. Ҫӗнӗ объектсем хута ярсан ҫитес вӑхӑтра республикӑра чылай ыйту татӑлӗ. Транспортра тарифсене чакарма май килӗ. Ҫак ыйту ялсемпе хуласенче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халӑх кулленех тӗрлӗ транспортпа усӑ курать. Ҫутҫанталӑк газӗ тӑван тавралӑха та сиен кӳмӗ», — тенӗ канашлу хыҫҫӑн Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ. Газ заправкисене ҫӗршывӑн регионӗсенче уҫма 2019 ҫулта федераци хыснинче 3,3 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кӑҫал вӗсене 87, килес ҫул 117 уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ria56.ru сайтри сӑнӳкерчӗксем Юлашки 5 ҫул хушшинче Чӑваш Енре пушар тухнӑ тӗслӗхсен шучӗ чакнӑ. Шыва путнӑ тӗслӗхсем те сахалланнӑ. Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру министрӗ Вениамин Петров доклад тунӑ. Вениамин Петров республикӑра «112» пӗрлехи номер лайӑх ӗҫленине хыпарланӑ. Федераци хыснинчен тата республика бюджетӗнчен ӗҫе йӗркелесе яма 2016-2018-мӗш ҫулсенче 97,3 млн тӑкакланӑ. Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пурлӑхпа техника базине ҫӗнетме 100,0 млн тӑкакланӑ. Пушарпа кӗрешекен 17 автомашина туянса панӑ. Чӑваш Енӗн хыснинче ведомство учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫӗнетме 2020-2022-мӗш ҫулсенче 567,0 млн пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() kanash-info.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Ҫавӑнта сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен ӗҫне те тишкернӗ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан учрежденисенче 2018 ҫулта планпа пӑхнӑ 12, планпа пӑхман 123 тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн 12 акт, 91 асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Кӑҫалхи 6 уйӑхра асӑрхаттару хучӗсен шучӗ 46-па танлашнӑ. Тӗп ҫитменлӗх медицина ӗҫ-хӗлне, медицина хучӗсене йӗркелессипе, диспансеризаци тӗрӗслевӗ кӑларассипе, медицина пулӑшӑвӗн стандарчӗсене пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ. Росздравнадзор управленийӗ те тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем чылай чухне ҫынсем ҫахавлани тӑрӑх тӗрӗслев йӗркеленӗ. 2018 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници пирки ытларах евителнӗ пулсан, кӑҫал — Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници пирки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Regnum.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗнче «хӗрӳ лини» телефонӗ ӗҫлӗ. Ӑна тӗрлӗ ведомство пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлеттерӗҫ. «Хӗрӳ линие» Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май йӗркеленӗ. Ваттисен ыйтӑвӗсене тӗрлӗ социаллӑ ведомство: РФ Пенси фончӗн управленийӗн, Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, Медицинӑпа социаллӑ экспертиза тӗп бюровӗн, Медицина обязательнӑй страхованийӗн фончӗн, Социаллӑ страховани фончӗн специалисчӗсем — хуравлӗҫ. «Хӗрӳ лини» телефон номерӗ — (8352) 39-36-81. Ыйтусене, аса илтерер, ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен йышӑнӗҫ. Шӑнкравлӑр, хӑвӑра хумхантаракан ыйтусене специалистсем пулӑшнипе уҫӑмлатӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарти коопераци институтӗнче Австри учёнӑйӗн, Хӗвелтухӑҫ Европа специалисчӗн, философи докторӗн Андреас Каппелерӑн «Чуваши. Народ в тени истории» (чӑв. Чӑвашсем. Истори сулхӑнӗнчи халӑх) кӗнеки пичетленнӗ. Кун пирки эпир аслӑ шкулӑн редакципе издательство пайӗн тӗп редакторӗ Эрбина Никитина Фейсбукра хыпарланичнен пӗлтӗмӗр. «Die Tschuwaschen. Ein Volk im Schatten der Geschichte» монографи виҫӗ ҫул каялла «Böhlau Verlag» (Кёльн–Вена) издательствӑра нимӗҫле пичетленнӗ. Халӗ унӑн вырӑсла версийӗпе паллашма май пур. Монографие нимӗҫлерен Шупашкарти коопераци институчӗн гуманитари дисциплинисен тата ют ҫӗршыв чӗлхисен кафедрин доценчӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елена Толстова куҫарнӑ. Андреас Каппелер 2011 ҫулта Чӑваш Ене килсен эпир маларах асӑннӑ институтра пулнӑ. Унти ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен Леонид Таймасов проректорпа туслашнӑ. Ҫавӑнтанпа аслӑ шкул Австри ӑсчахӗпе туслӑ ҫыхӑну тытать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри общежити ишӗлсе анма пултарать. Ҫакӑнтан шикленеҫҫӗ иккен асӑннӑ поселокри Первомайски урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пурӑнакансем. Унта паян Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев пулнӑ. Пӗччен мар. Журналистсемпе. МИХра ӗҫлекенсене «халӑх тарҫи» ҫуртри уйрӑмах япӑх вырӑнсене кӑтартса ҫӳренӗ. Стенасенчен пӗри ҫурӑлнине кура ҫурт ӳлӗмрен ишӗлме пултарӗ. Апла специалистсене чӗнтерсе хаклаттармалла. Депутат ҫурт ҫивитти ҫине хӑпарса пӑхнӑ. Ҫивитти япӑхнине пула шыв анакан вырӑна палӑртнӑ. Нӳхрепри пӑрӑхсем тутӑх, вӗсене ылмаштармалла. Чылай туалет хӑрушӑ. Депутат ҫурта сантехника чӗннӗ. Эрнекун пыма. Вӑл шыв пӑрӑхӗсене май килнӗ таран йӗркене кӗртӗ. Ҫурт тӑрӑмӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Александр Андреев Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине, прокуратурӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Муркаш районӗнче ӳсӗр водитель полицейские амантнӑ. «М-7» федераци ҫулӗ ҫинче инкеке лекнӗ машина вырӑнтан тарни пирки Шалти ӗҫсен министерствин Муркаш районӗнчи пайӗн оперативлӑ дежурнӑйӗ вырӑнти нарядсене пӗлтернӗ. Малти фара ваннӑ машинӑна Юнкӑ ялӗ ҫывӑхӗнче полицин участокри уполномоченнӑйӗ Герман Димитриев асӑрханӑ. Полицин «УАЗ Патриот» машинине асӑрхасан «ВАЗ-2110» автомобиль хӑвӑртлӑха ӳстернӗ. Пакунли чарӑнма ыйтсан та итлемен. Ҫавна кура полицейски машинӑна хӑвалама тытӑннӑ. Пӗр ял патӗнче «ВАЗ-2110» ниҫта каяймасӑр чарӑнса ларнӑ. Апла пулин те салонтан тухма килӗшмен. Полицейски хӑпманнине кура полицейские машинӑпа сирсе хӑварнӑ та малалла тарнӑ. Таракан водителе полицин аслӑ лейтенанчӗ хӑй суранланнине пӑхмасӑрах хӑваланӑ. Оринин ялӗ тӗлӗнче машина ҫул айккине чӑмнӑ. Водителе тата пассажире тытса чарнӑ. 35-ри водитель ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() «Республикӑн синкер медицини тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ» хысна учрежденийӗнче пӗлтерне тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу номерӗпе теприсем шӳтлесе те шӑнкӑравлаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, тухтӑрсен выляса ларма вӑхӑт ҫук. Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче, диспетчерсем 10 пин ытла шӑнкӑрав йышӑннӑ. Васкавлӑ пулӑшу машини 5720 пациент патне тухса кайнӑ. 3209 ҫынна пульницӑна вырттарма илсе кайнӑ. Кая юлмасӑр пулӑшмалла тӗслӗхсем те пулаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере ун пеккисем 5 процент тупӑннӑ. Диспетчер ыйтӑвне тӗрӗс те уҫӑмлӑн хуравлама сӗнеҫҫӗ. Апла тусан васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна хӑвӑртрах тухса кайӗ. Ӑҫта пымаллине те йӗркеллӗ ӑнлантарма ыйтаҫҫӗ. Ҫын урамра пулсан хушма ориентирсене кӑтартма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче юлашки ҫулсенче анлӑ сарӑлнӑ культурӑсенчен пӗри — куккурус. Маларах ӑна симӗс апатлӑх ӳстернӗ, халӗ вара тӗш тырӑлӑх та акаҫҫӗ. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куккуруса 97 предприятире туса илеҫҫӗ. Вӗсенчен 11-шӗнче — тӗш тырӑлӑх. Кӑҫал пирӗн республикӑра куккуруса 13,9 пин гектар ҫинче акса хӑварнӑ, ҫав шутран 1,8 пин гектарне — тӗш тырӑ валли. Ҫак культурӑна республикӑри 20 районта акса тӑваҫҫӗ, вӗсенчен 13-шӗнче — выльӑх-чӗрлӗх апачӗ валли. Хальхи вӑхӑтра 3,2 пин гектар ҫинчен силослӑх вырнӑ. Вӑрнар районӗнче куккурус лаптӑкӗ 2466 гектар йышӑнать, Шупашкар районӗнче — 2085 гектар. Республикӑра туса илекен куккурусӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ ҫак икӗ муниципалитета тивет. Елчӗк районӗнче вӑл — 1,3 пин гектар, Комсомольски районӗнче — 1,2 пин гектар, Патӑрьел районӗнче — 1,1 пин гектар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Алексей Пантелеймонов тунӑ сӑн Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе ҫул юсанӑ. Вӗсем техникӑна та, материалсене те хӑйсемех тупнӑ. Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк Алексей Пантелеймонов хастар каччӑ. Вӑл та ҫул тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ, кун пирки «Про Город» хаҫат корреспондентне каласа кӑтартнӑ. Алексей каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, малтан КамАЗ асфальт ванчӑкне илсе килнӗ, бульдозер ӑна сарса якатнӑ. Ҫынсем ҫул хӗррисене тума пулӑшнӑ. Кайран тротуар сарнӑ. Техникӑна тупма вырӑнти усламҫӑ пулӑшнӑ. Ҫапла майпа халӑх администраци пулӑшмасӑрах ҫул туса хунӑ. Халӗ йӗпе-сапара машинӑсем кӗрсе лармӗҫ, ҫынсем вара хитре пушмакпах ҫӳреме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
