Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ачине вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статьяра тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана амӑшӗ вӗлернишӗн явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ. РФ Следстви комитечӗн управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 34-ри хӗрарӑм нумаях пулмасть ача ҫуратма пултарни пирки право хуралҫисене тухтӑрсем систернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӗпчев пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла мунчара хӗрача ҫуратнӑ. Унтан ӑна вӑл полиэтилен хутаҫа чиксе хурса ҫыхса лартнӑ та шыв пухӑнмалли шӑтӑка пытарнӑ. Ҫапла вара пӗчӗкскер чыхӑнса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе РФ Хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗн подразделенийӗн ӗҫченӗсем тӑратнӑ материалсем тӑрӑх пуҫарнӑ. Колони пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗччен хайхи ҫын хӑйне пӑхӑнакансене килӗнче ӗҫ вӑхӑтӗнче ӗҫлеттернӗ. Вӗсем пуҫлӑхӑн Шупашкарти тата Сӗнтӗрвӑрринчи хваттерӗсемпе хуҫалӑхӗнче, ҫавӑн пекех арҫыннӑн паллаканнисен Шупашкарта тата Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ хуҫалӑхӗсенче ӗҫленӗ. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Владимир Михайлов депутат Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Владимир Михайлов темиҫе хваттерлӗ пулни ҫинчен «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ. Владимир Михайловӑн харпӑрлӑхӗнче — Йӗпреҫ районӗнче пиллӗк, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне районӗсенче икшер, Канаш районӗнче тата Мари Элти Козмодемьянск хулинче пӗрер хваттер. Хуласенче депутатӑн хваттерӗсем тата нумайрах-мӗн: Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5 хваттер, Шупашкарта — 31 хваттер. Шупашкартисем, сӑмахран, Мате Залка, Граждан, Пролетарски, Николаев космонавт, Богдан Хмельницкий урамӗсенче, Мир, Максим Горький, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх, Трактор тӑвакансен проспекчӗсенче иккен. «Халӑх тарҫи», «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫынсене пысӑк процентпа укҫа парса пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти маршруткӑсенчен пӗрне арестленӗ. Ҫакӑн пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопортал паян пӗлтернӗ. «101-с» маршрут автобусӗн хуҫин 304 пин тенкӗлӗх парӑм пулнӑ. Штрафсене вӑхӑтра тӳлеменшӗн ӑна темиҫе хут та явап тыттарнӑ. Вӑл вара ним пулман пекех ҫула тухнӑ. Яваплӑх пирки маннӑ машинӑна курсан патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем суд приставӗсене чӗнсе илнӗ. Лешсем пӗчӗк автобуса арестлесе штрафстоянкӑна иле кайнӑ. Парӑмлӑ ҫыннӑн машинине Ҫӗнӗ Шупашарта «Автобус» рейд ирттернӗ чух тытса чарнӑ. «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопортал патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтерни тӑрӑъ пассажирсене турттарканӑн маршрутки юсавсӑр та пулнине те хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чулхулари «Парӑмсене пӗтерекен агентство» тулли мар яваплӑ обществӑран 200 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Организацие парӑма кӗнӗ ҫын тата унӑн тӑванӗсем патне хӑратса шӑнкӑравланӑшӑн штрафланӑ. Чӑваш Енре пурӑнакан 31 ҫулти арҫын микрозаймран укҫа илнӗ, анчах парса татайман – парӑма кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама, хӑратма тытӑннӑ. Ҫитменнине, тӑванӗсене те тапӑннӑ. Арҫын суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Приставсем тӗрӗслев ирттернӗ. Чӑнах та, коллекторсем йӗркене пӑснӑ. Вӗсем шӑнкӑравсен лимитне те пӑхӑнман – ытлашшипех шӑнкӑравланӑ. Агентствӑна штрафлама йышӑннӑ. Унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснине шута илсе организацие 200 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Гузовски урамӗнчи Раҫҫей почтин уйрӑмне арҫын торт йӑтса кӗнӗ. Хайхискер унти ӗҫченсене савӑнтарассишӗн мар, усал шухӑшпа пынӑ иккен. Арҫын почтӑна кӗрсен унта ӗҫлекенсене тортпа хӑналанӑ. Хӑй вара сейф уҫҫи ҫавӑнтах пулнине куҫ хӗррипе асӑрханӑ. Вӑт ҫапла арҫын шанчӑка кӗнӗ, унтан почта ӗҫченӗсем сиссе юличчен сейфран 800 пин тенкӗ йӑкӑртса тухса кайнӑ. ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын почта уйрӑмне унччен те кӗркеленӗ, хӑйӗнпе пысӑк компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Халӗ ҫав арҫынна йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Ку пӑтӑрмах почта уйрӑмӗн ӗҫне витӗм кӳмен, вӑл ҫаплипех ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, акан 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунизм урамӗнчи 34-мӗш ҫуртра пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Шалта вара 8 ҫути арҫын ача тата унӑн ҫулталӑкран иртнӗ шӑллӗ пулнӑ. Юрать, ачасем пушарта шар курман, вӗсене кӳрши урама илсе тухнӑ. Шӑпӑрлансем килте аслисемсӗр юлнӑ. Хайхискерсем шӑрпӑк тупнӑ, асли унпа выляса тӗпелпе зал хушшинче ҫакӑнса тӑракан карӑна ҫунтарнӑ. Пусма татӑкӗ хӑвӑрт ҫунма пуҫланӑ, ача ӑна сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Пӗчӗкскерсем макӑрнине 44 ҫулти кӳрши илтнӗ. Арҫын вӗсене урама илсе тухнӑ, хваттерти ҫулӑма кӗрсе сӳнтернӗ. Ашшӗпе амӑшӗ тепӗр сехетрен кӑна киле ҫитнӗ. Вӗсем ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юр кайса пӗтсен ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма тытӑнаҫҫӗ. Анчах ку – хӑрушӑ, ҫулӑм сарӑлсан пушар тухма пултарать. Кӑҫал ав «сезон» уҫӑлнӑ темелле – Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ. Кунашкал тӗслӗх тунтикун Элӗк районӗнче пулнӑ. Иванькино-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Унта 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫав каҫах Ҫӗмӗрле хулинче Савут урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫулӑм тухнӑ. Унта гаражсен умӗнчи ҫуп-ҫап ҫуннӑ. Юрать, ҫулӑма темиҫе минутрах сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Бандитсеми ҫинчен ӳкернӗ кинори пек истори Шупашкарта ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсене «Лада Гранта» автомобиль симӗс светофора пӑханманни пирки систернӗ. Патруле тухнӑ Петр Мулендеевпа Василий Канин полици лейтенанчӗсем машинӑна чарма тӑнӑ. Анчах водитель ним пулман пек шӑлса иртсе кайнӑ. Пакунлисем «ҫилхӑвана» хӑвалама тытӑннӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсенчен тарса ӳкес тесе машина Дементьев урамне пӑрӑннӑ. Анчах унти нумай хваттерлӗ ҫуртсем патӗнче пытанма май килмен. Йӗрке хуралҫисем картишрен тухмалли ҫула пӳлнӗ. Инспекторсене асӑрхасан водитель патруль машинине лексех иртсе кайнӑ, юнашарти груз турттармалли «Газель» автомобиле пырса ҫапӑннӑ. 32-ри водитель урӑ марри сисӗнсен те тухтӑр патне кайма килӗшмен. Пуҫтах водитель тӗлӗшпе 4 протокол ҫырнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑхӑнманшӑн та ӑна явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн 1-мӗш вӗренӳ корпусне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче проектпа смета документцине хатӗрлеме аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Хакӗ – 4 748 423 тенкӗ. Ку ҫурт – истори пӗлтерӗшлӗ, ӑна 1957 ҫулта хӑпартнӑ. Корпусӑн фасадне сӑрламалла, карнизсене, колоннӑсене, скульптурӑсене ҫӗнетмелле. Корпуса кӗмелли тӗп тата хушма алӑксене те ҫӗнетмелле, никӗсне ҫирӗплетмелле. Тӑррине йӑлтах улӑштарма палӑртнӑ. Кивӗ чӳречесене те ҫӗнетӗҫ, кӑритурта тата хӑш-пӗр аудиторире косметика юсавӗ тӑвӗҫ. Пурнӑҫламалли ытти ӗҫ тата пур. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, пӗтӗмлетӗве акан 25-мӗшӗнче тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |