Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗнче, Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскерте, пушар тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра унта экзамен пынӑ.

Аудиторире пралук ҫунма тытӑннӑ-мӗн. Студентсенчен пӗри хӑйӗн телефонне заряд илме лартнӑ. Кун хыҫҫӑн пралук ҫунма тытӑннӑ. Телефон выртнӑ партӑна та ҫулӑм ярса илнӗ.

Ҫӗнӗ корпусри ҫынсене пурне те эвакуациленӗ. Вырӑна 6 пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу ҫитсе ларнӑ. Юрать, никам та шар курман. Экзаменсене вара тепӗр куна куҫарнӑ.

«Пирӗн экзамен пыратчӗ, пушар тревоги янӑрарӗ. Билет туртса кӑларма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ. Университечӗпех тӗтӗм шӑрши тӑчӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ пӗр студентка «Про Город» хаҫата.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57791
 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Алькеш поселокӗнче пӗчӗк хӗрача канализаци люкне кӗрсе ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ, ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайнӑ. Хӗрачан пуҫӗ сиенленнӗ тесе ӑна унта илсе ҫитернӗ. Пӗчӗкскере ҫав кунах киле янӑ. Ашшӗ-амӑшӗн вара «Водоканал» патне нимӗнле ыйту та ҫук.

Ку пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 10 сехет ҫурӑра пулнӑ. 1 ҫул та 10 уйӑхри хӗрача уҫӑ канализаци люкне кӗрсе ӳкнӗ.

Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ку пулӑма уҫӑмлатма, айӑплисене явап тыттарма хушнӑ. Ку ӗҫе вӑл ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен хӑйӗн ҫумне Владимир Филиппова тума ыйтнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнчи Шорчекассинче пурӑнакан Николай Петров тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра ялти ҫӑл шӑпишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ.

Шемшер ял тӑрӑхне кӗрекен Шорчекассинче Ахтень ятлӑ ҫӑл пулнӑ иккен. Анчах юлашки икӗ ҫулта вӑл япӑхнӑ.

Пӗтӗм ял усӑ курнӑ ҫӑла юсас ыйтупа хастар ял ҫыннисем Шемшер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне ҫитнӗ-мӗн. Вырӑнти тӳре-шара вӗсене нимпе те савӑнтарайман. Ҫӑлкуҫа тасатса тӑрассишӗн ял тӑрӑхӗ яваплӑ маррине ӗнентернӗ. Ҫынсене хӑйсен шучӗпе юсама сӗннӗ.

«Ялта пӗр ҫӑл пулмалла мар-ши? Камран пулӑшу ыйтмалла-ши?» — тесе ҫырнӑ пост авторӗ Николай Петров «Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ» пабликра.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗ композиторсемпе поэтсен хушшинче автор конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна Шупашкар 550 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Юрӑсене кирек мӗнле жанрпа та ҫырма юрать. Конкурса хӑть мӗнле автор, ушкӑн хутшӑнма пултарать. Анчах композицин вырӑсла пулмалла, 4 минутран ытларах тӑсӑлмалла мар. Текстра Шупашкара юратни курӑнмалла.

Заявкӑсене ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унтан жюри чи лайӑх гимна суйласа илӗ. Килӗшнӗ юрӑшӑн «Уҫӑ хула» порталта ҫурла уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче сасӑлама май пулӗ. Ҫӗнтерӳҫе ҫурлан 12-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ гонорар парӗҫ.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗнче иртекен планеркӑсенче кашнинчех пляжсенчи лару-тӑру пирки калаҫасҫӗ. Тӳре-шара ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтать. Кун пирки асӑрхаттарма сӑлтавӗ те пур. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти тӗп пляжра кӗске вӑхӑтра чутах тӑватӑ ача путса вилмен.

Ҫак кун 13 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен ҫӑлавҫӑсем 9-ти, 10-ри, 11-ти тата 16 ҫулти ачасене путасран ҫӑлнӑ. Вӗсем шӑпӑрлансене ҫыран хӗррине кӑларсан васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӑсене панӑ. Ачасене медицина пулӑшӑвӗ парсан киле янӑ.

Аса илтерер: кунашкалли иртнӗ эрнере те пулнӑ. Ун чухне 12-ри тата 13 ҫулти хӗрачасем чутах путса вилмен. Вӗсем те пляжра аслисемсӗр пулнӑ.

 

Культура

Тӗмен хулинче чӑваш культурипе паллаштаракан историпе таврапӗлӳ музейӗ уҫӑлӗ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Инстаграмра пӗлтернӗ. Ӑна Тӗмен облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗнче йӗркелӗҫ.

Музей уҫас шухӑш ӑнсӑртран ҫуралнӑ темелле. 2002 ҫулта центра «Тӑван» чӑваш юррин ансамбльне ҫӳрекен Ольга Смирнова авалхи арча илсе пынӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн экспонат хыҫҫӑн экспонат пуҫтарма тытӑннӑ. Вӗсем пурте тӑван халӑхӑмӑр кун-ҫулне уҫса пама пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш культурин центрӗ халӗ Тӗменти Энергетиксен урамӗнчи 44-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Ираида Маслова ӗнентернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем вӗҫӗмех кӗрсе тухаҫҫӗ. Кӑҫал центрта музей валли пӳлӗм уйӑрнӑ. Музея йӗркелеме Ольга Федорова хастар хӗрарӑм нумай пулӑшнӑ. Паян халӑх музейӗн экспоначӗсен хисепӗ пинрен иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/ByzYNfFiLr0/
 

Культура

Шупашкар Арбачӗ текен районта вырнаҫнӑ Пионерсен ҫурчӗн шӑпи прокуратурӑна та пӑшӑрхантарать.

1890 ҫулта хӑпарнӑ икӗ хутлӑ чул ҫурта 1990 ҫулта республика шайӗнчи культура эткерлӗхӗн палӑкӗсен йышне кӗртнӗ. Ехрем купса урамӗнчи 14-мӗш ҫурта пилӗк ҫул каялла пушар самай сиен кӳнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Пурлӑх Шупашкар хулинчи «Тӗплӗ строительствӑн хулари управленийӗ» акционерсен обществин харпӑрлӑхӗнче шутланать. Ҫавна май ӑна тивӗҫлипе тытса тӑрассишӗн те вӑлах яваплӑ.

Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи прокуратура ҫурта нумаях пулмасть тӗрӗсленӗ те ҫурт арканса та ишӗлсе ларнине ырламан. Ҫавӑншӑн «Тӗплӗ строительствӑн хулари управленийӗ» акционерсен обществин ертӳҫи ячӗпе хут шӑрҫаланӑ. Ҫурта тивӗҫлипе тытса тӑмаллине те ҫырсах асӑрхаттарнӑ.

 

Культура

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Мускавра чӑваш художникӗн куравӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ваҫликасси ялӗнче ҫуралнӑ РФ тава тивӗҫлӗ художникӗн Анатолий Рыбкинӑн «Сохранившие память…» (Земля и люди родной Чувашии) (чӑв. Асра юлнисем... Тӑван Чӑваш Енӗн ҫӗрӗ тата ҫыннисем) куравне Мускаври национальноҫсен ӗҫӗсен ҫуртӗнче 17 сехетре уҫнӑ. Ӑна ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине (вӑл 1949 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшенче ҫуралнӑ) халалланӑ. Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпредствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, курав художник Шупашкар хули 550 ҫул тултарнипе те ҫыхӑнтарнӑ. Анатолий Рыбкин тӗнче нумай курса ҫӳренӗ, анчах кирек ӑҫта ҫитсен те Анатолий Рыбкин ӳнерҫӗн Мускаври куравӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хупӑнӗ.

 

Республикӑра

Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫынсене Консультаци кунне йыхравлать. Йышӑну кунне ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 15 сехетрен 17 сехетчен ирттерме палӑртнӑ.

Ҫӗр лаптӑкне, ҫурт-йӗре, хваттере харпӑрлӑха куҫарас тата ҫавсемшӗн налук тӳлес ыйтусем хумхантарсан Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри иккӗмӗш хутра (унта Раҫҫей Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ) кӗтеҫҫӗ.

Консультаци кунне пынӑ ҫынсен ыйтӑвӗсене Росреестр специалисчӗсемпе пӗрлех Кадастр палатинче, налук службинче, Ваккат тата Нотариус палатисенче, Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшакансем хуравлӗҫ.

Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8 (8352) 62-62-10.

 

Спорт

Чӑваш ҫӗрӗн маттур хӗрӗ, Европа чемпионки Анжелика Сидорова Африкӑра иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мароккӑн тӗп хулинче «Бриллиантовая лига» (чӑв. Бриллиант лиги) ҫӑмӑл атлетсен пӗтӗм тӗнчери турнирӗн 6-мӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑпа Мускав чысне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова та хутшӑннӑ.

Шӑчӑпа сикекен хӗр 4 метр та 77 сантиметра ҫӗннӗ. Ҫапла майпа пике 2020 ҫулхи Олимп вӑййине нормативне тултарнӑ. Сӑмах май каласан, ку вӑл — Анжеликӑн ҫак сезонти чи лайӑх кӑтартӑвӗ. Мароккӑн тӗп хулинче, Рабатра, иртнӗ ҫӑмӑл атлетсен пӗтӗм тӗнчери турнирӗн 6-мӗш тапхӑрӗнче Анжелика Сидорова кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1812, 1813, 1814, 1815, 1816, 1817, 1818, 1819, 1820, 1821, [1822], 1823, 1824, 1825, 1826, 1827, 1828, 1829, 1830, 1831, 1832, ... 3943
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑр пӗлмен ӗҫе пуҫӑнма сӗнмеҫҫӗ. Информаци ҫителӗксӗрри тата кирлӗ опыт ҫукки палӑртнине ҫӗнсе илме чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Хальхи вӑхӑтра асӑрханулӑх - ӗҫри чи лайӑх канашҫӑ.

Утӑ, 20

1774
251
Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ.
1880
145
Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
2002
23
Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...