Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Салинче пурӑнакан хӗр Дарья Сорокина Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское / Женское» программӑран пулӑшу ыйтнӑ.
17-ри пике ӗнентернӗ тӑрӑх, унӑн амӑшӗ эрех ӗҫет, хӗрарӑмӑн урӑ кунӗ сахал. Эрне ӗҫмесӗр пурӑнать те сиенлӗ ҫав йӑлапа каллех туслашать. Хӗр халӗ Ҫӗрпӳре общежитире пурӑнать. Килте амӑшӗпе, Людмила Григорьевнӑпа, пурӑнма май ҫук. Ашшӗ те ӗҫсе тарӑхтарнӑ.
Людмила Сорокина хӑйне лайӑх амӑшӗ тесе шухӑшлать. Хӗрӗ ҫамрӑклах эрех-сӑрапа туслашнине пӗлтерет. Каччӑсене ылмаштарать тесе ҫӗршыв илтмелле тӑван хӗрне ӳпкелет. Амӑшӗн чӗри кулянать, ҫавна май алли эрех черкки патне туртӑнать имӗш. Хӗр, чӑн та, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулкаланӑ иккен. Ӗнер эфира тухнӑ кӑларӑмра ҫемьери пӑтӑрмаха тишкерчӗҫ.