Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр водитель ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах 10 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ.

Асӑннӑ хулари 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 27-мӗш ҫурт патӗнче «ГАЗ-172451» автомобиль хыҫалалла чакнӑ. 39 ҫулти водитель ҫавӑн чухне ҫуран ҫӳрекен ҫын ҫине пырса кӗнӗ.

Руль умӗнчине тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те арҫын ӳсӗр пулнӑ.

Патшалӑхӑн Чӑваш Енри инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, водителе ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн пӗлтӗр тата кӑҫал 7 хутчен явап тыттарнӑ.

Ӳсӗр водитель айӑпне пула аманнӑ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.

Тепӗр тесен, кам айӑплине специалистсем татса парӗҫ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи пӑтӑрмаха халӗ шӑпах тӗрӗслеҫҫӗ те.

 

Политика

Китай инвесторӗсем Чӑваш Енре савут ҫӗклеме палӑртнипе халӑх ниепле те килӗшмест. Шупашкар районӗсем ку ыйтупа каллех митинга тухасшӑн. Ҫапларах ҫырнӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла.

Чӑн та, митинг ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Колосок» ача пахчи умӗнче иртнӗ. Анчах унта коммунистсемпе эсерсем («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей») парти пайташӗсем пӗр чӗлхе тупайман иккен. Митинга ирттерекен коммунистсем Игорь Моляков депутата (вӑл — "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" парти пайташӗ) сӑмах парасшӑн пулман. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Патшалӑх Канашне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен суйланнӑ Вячеслав Рафинова тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева тухса калаҫма чарман.

Ҫакӑн пек пулса тухнине сӑнакансем коммунистсем влаҫ ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ, вӗсем хӑйсемшӗн кӑна тӑрӑшаҫҫӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партие сиресшӗн тесе шанманни сисӗнет.

 

Хулара

Шупашкарти икӗ ҫула тӑвакан организацисене палӑртнӑ. «Университетски-2» микрорайонти ҫула «ТУС», «Хӗвеллӗ» микрорайонтине «Дорэкс» строительство организацийӗсем тӑвӗҫ. Контрактсен хакӗсем — 243 тата 52 миллион тенкӗшер.

Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Университетски-2» микрорайонти ҫула саракана палӑртмалли аукциона «ТУС» акционерсен обществи кӑна хутшӑннӑ. Контракт хакӗ унччен палӑртнинчен чакман, вӑл — 243 миллион тенкӗ.

«Хӗвеллӗ» микрорайонти ҫула тума «Дорэкс» акционерсен обществине суйланӑ. Унти ҫула «Старатель» строительство компанийӗ те сарас тенӗ. Вӑл аукционта ҫӗнтереймен. «Дорэкс»-па 52 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.

Аукционсем тӗлӗшпе Барнаулти «КС-Строй» организаци кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленине ҫӑхавланӑ. Монополипе кӗрешекенсем кӑлтӑк асӑрхаман.

 

Спорт

Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ташӑ спорчӗн ӑмӑртӑвне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма хутшӑннӑ. Ташлакансем республика пуҫлӑхӗн кубокӗшӗн тупӑшаҫҫӗ.

Михаил Игнатьев шухӑшланӑ тӑрӑх, ташӑ спорчӗ республикӑра анлӑ сарӑлнӑ. «Чылай енчен ҫакӑнта пирӗн тренерсен, педагогсен, ашшӗ-амӑшӗн тата, паллах, ташлакансен хӑйсен тӳпи. Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ют регионсенчи ташӑҫӑсене тата тӳресене курма хавас. Ӑнӑҫу сунатӑп сире, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем. Эсир — маттурсем. Малашне те ҫапла пултӑр!» — тенӗ Михаил Игнатьев.

Пӗтӗм Раҫҫейри ташӑ спорчӗн тата акробатика рок-н-ролӗн тӳресен комитечӗн пайташӗ, ӑмӑртӑвӑн тӗп тӳри Ирина Лисенкова йӗркелӳҫӗсене тата Михаил Игнатьев Элтепере тав тунӑ.

Ӑмӑртӑвӑ 7 ҫултан пуҫласа 20 ҫулччсенхисем тата аслӑраххисем пухӑннӑ. Вӗсем икӗ кун ташлӗҫ. Ташӑҫӑсене ҫуьне кура тӑватӑ ушкӑна пайласа хаклӗҫ.

 

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктерти шкулта ӑс пухакансем пулнӑ. Вӗсем правительствӑра тӑрӑшакансен ӗҫӗпе паллашма кӑмӑл тунӑ. Шкул ачисене республикӑн Правительство ҫуртне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йыхравланӑ.

Регион Пуҫлӑхӗ нумай пулмасть иртнӗ «Вӑрмансене упрас» акцие Шупашкар районӗнче хутшӑннӑ. Кадетсене лайӑх ӗҫленине кура Михаил Васильевич республика Правительствине пырса курма чӗннӗ.

Халӗ ачасен ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ. Вӗсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗн Валерий Филимоновӑн ӗҫӗпе кӑсӑкланнӑ. Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлӑвӑн залне те кӗрсе тухнӑ. Кадетсем Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем ларакан пукансем ҫине ларса пӑхнӑ.

Кадетсем Правительство ҫурчӗн ҫӳлти хутӗнче те пулнӑ, патшалӑх наградисене памалли зала пӑхса ҫаврӑннӑ. Балкон ҫине тухса Шупашкар хулин историллӗ вырӑнӗсене курса хӗпӗртенӗ.

 

Республикӑра

Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхне штрафланӑ. Вӑл служба транспорчӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курнӑ. Хайхискер ӗҫпе ҫыхӑнман ыйтусене татса парас тесе служба машини ҫине ларса кайнӑ.

Тӗрӗслев ведомстви ӗҫе миравай суда ярса панӑ. Вӑл вара Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Кунашкал статьяшӑн нумайран та 500 тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канашра ачасен IT-Куб цифра вӗренӳ центрӗнче «Яндекс.Лицей» вӗренӳ проекчӗн лапамне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.

Курс – икӗ ҫуллӑха. Пӗрремӗш ҫулхине ачасем Python ятлӑ чӗлхе программированине вӗренеҫҫӗ. Вӑл – тӗнчери чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри. Иккӗмӗш ҫулхине промышленноҫ программированине ӑса хывӗҫ, вӗренӳ проекчӗсемпе ӗҫлӗҫ.

Палӑртмалла: «Яндекс.Лицей» - 2016 ҫулта старт илнӗ Яндексӑн вӗренӳ проекчӗ.

 

Республикӑра

Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн кӑҫалхи лауреачӗсем паллӑ. Кун пирки Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.

Лауреатсен йышӗнче — Александр Николаевич Тукмаков тата Магомед Ахмедович Ахмедов.

Александр Тукмаков — СССР летчик-космонавтӑн А.Г. Николаевӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексӗн ертӳҫи. Магомед Ахмедов — Далестанри писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи, Дагестан поэчӗ. Малтан каланине Андриян Николаевӑн асра тытма нумай тӳпе хывнишӗн, мемориал комплексне аталантарассишӗн тӑрӑшнӑшӑн Ҫеҫпӗл Мишшин лауреачӗн ятне пама йышӑннӑ. Дагестан поэчӗ вара Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне Дагестанра сарнӑшӑн, Чӑваш Енпе Дагестан туслахне аталантарнӑшӑн тивӗҫнӗ.

Лауреатсене Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн учредительсем палӑртнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ видео скринӗ
ШӖМ тунӑ видео скринӗ

Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм ҫемйи арканасран хӑраса укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл халӑх тетелӗнче ӑрӑмҫӑран пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑмӑн тахҫантанпах ҫие юлмасть-мӗн, ҫавӑнпа вӑл упӑшкине ҫухатма хӑрать.

Экстрасенс ӑна пулӑшма шантарнӑ. Анчах куншӑн вӑл укҫа ыйтнӑ. Малтанах экстрасенс пысӑках мар укҫа ыйтнӑ, унтан – тата нумайрах. Хӗрарӑмӑн укҫа нумай пулман, вӑл микрофинанс организацийӗсенче кивҫен илнӗ. Ҫапла майпа вӑл экстрасенса 384 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Хӑйне улталанине хӗрарӑм кайран тин ӑнланнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Полицейскисем ултавҫа Ӗренпур облаҫӗнче тытса чарнӑ. Вӑл – унччен судпа айӑпланнӑ 22 ҫулти хӗрарӑм, Коми Республикинче пурӑнаканскер. Хайхискер айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне – 150 пин тенке – саплаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60026
 

Республикӑра

Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ ҫынна ҫӗнӗ ӗҫе куҫарнӑ. Сӑмах Анатолий Митин пирки пырать. Халӗ вӑл РСКӗн (Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн) Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт управленийӗнче ертӳҫӗ пулса ӗҫлӗ.

Анатолий Митинпа коллектива тата регионти ведомствӑсен ертӳҫисене паллаштарнӑ ӗнтӗ. Маларах унта Александр Полтинин ертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ. 2011 ҫултанпа Александр Полтинин РФ Следстви комитечӗн транспорт енӗпе ӗҫлекен Атӑлҫи следстви управленине ертсе пынӑ. Александр Полтинин Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнчи сумлӑ должноҫе 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче йышӑннӑ. Ведомствӑна маларах ертсе пынӑ Александр Мигушов Мари Элта ӗҫлет.

 

Страницӑсем: 1 ... 1672, 1673, 1674, 1675, 1676, 1677, 1678, 1679, 1680, 1681, [1682], 1683, 1684, 1685, 1686, 1687, 1688, 1689, 1690, 1691, 1692, ... 3889
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 07

1980
45
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
45
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...