Раҫҫейре
![]() Тӗнчесен архивӗнчи сӑн Никита Тӗнчен ҫемйи мӗнле пурӑнать? Ӑҫта ҫитнӗ вӗсем? Кун пирки сайтра ҫак кунсенче ҫырман. Апла, Тӗнчесен ҫулҫӳревне пӑхса тухар. Тӗнчесем Европӑна ҫул тухни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ Никитӑпа Настя тата вӗсен пӗчӗк хӗрӗ Аяран Европӑран урӑх ҫӗрелле ҫул тытнӑ – вӗсем Африкӑна, Мароккӑна, каяҫҫӗ. Пирӗн паталла хӗл ҫывхарать, Тӗнчесем вара ҫулталӑкӗпех ҫулла хуҫаланакан ҫӗршыва каяҫҫӗ. «Африкӑн ҫурҫӗр енче пулӑпӑр, питӗ интереслӗ, мӗн унта?» - ҫырнӑ Никита. Тӗнчесен виза пӗтнӗ-мӗн, ҫавӑнпа Испанирен тухма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ регионти ҫӳп-ҫап илсе тухакан «МВК «Экоцентр» тата «Траст-Вега» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем конкуренцие хӳтӗлесси пирки калакан саккуна пӑснӑ-мӗн. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче регионти оператор «Трас-Вега» фирмӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, иккӗмӗшӗн Шупашкарти Калинин тата Ленин районӗсенче, Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ҫӳп-ҫап илсе тухмалла. «ГрандСити» тулли мар яваплӑ общество тата Филиппов харпӑр усламҫӑ монополипе кӗрешекен службӑна кун пирки ҫӑхавланӑ – аукциона ӗҫӗн пысӑк калӑпӑшне шута хурса йӗркеленӗ, ҫавна май пӗчӗк услам субъекчӗсем унта хутшӑнайман имӗш. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, аукциона ҫӳп-ҫап илсе тухмалли рынока монополизацилес тӗллевпе йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() wikimapia.org сӑнӳкерчӗкӗ Вокзалсенче тӳлевлӗ туалетсем пулнине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пулӗ ӗнтӗ. Чукун ҫул вокзалӗсенче те ҫавнашкалах. Унти туалета тӳлевсӗр кӗрес тесен ҫула кайма туяннӑ билета кӑтартмалла. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫак йӗрке манӑҫа тухӗ. Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗсен дирекцийӗ чукун ҫул вокзалӗсенчи туалетсене 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Санитари пӳлӗмӗсене укҫа тӳлемесӗр кӗрсе тухма пур пассажирӑн та ирӗк пулӗ. Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗсен дирекцийӗ санузелсене урӑх хуҫасене тара панӑ пулсан ҫеҫ тӳлеме тивӗ. Паян Раҫҫейре инҫе ҫула каймалли 344 чукун ҫул вокзалӗ ӗҫлет. Вӗсенчи тӳлевсӗр туалетсемпе ҫӑмӑллӑхлӑ категорири граждансем тата ҫитес виҫ сехетре пуйӑспа каймаллисем е пӗр сехетрен кая мар пуйӑсран аннисем усӑ курма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн
Германире спорт гимнастики енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӑ Дарья Спиридонова, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче пулнӑ. Команда нумай енлӗ кӗрешӳре кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту Штутграт хулинче иртнӗ. Раҫҫей команди тӑватӑ дисциплинӑра 166,529 балл пухнӑ. Ҫапла майпа пирӗн спортсменкӑсем иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш вырӑна американсем тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Итали спортсменкисем. Дарья Спиридонова журналистсене акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ: «Эпӗ пӑлханнине ирттертӗм, манран мӗн килнине йӑлтах турӑм. Эпир ку кӗмӗл медальшӗн питӗ савӑнтӑмӑр, хамӑрӑн тренера Евгений Гребенкина тав сӑмахӗ калатпӑр». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://www.m24.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Мускав облаҫӗнчи Химки хулинче икӗ ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Ҫапла пӗлтернӗ Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Мускав облаҫӗнчи управленийӗ. «РЕН ТВ» телеканал арҫынсем «Россия» (чӑв. Раҫҫей) авиакомпанире бортпроводникра ӗҫленӗ. Инкек юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Стюардсем Химки хулинчи Герман Титов урамӗнчи тара илнӗ хваттерте пурӑннӑ. Ҫиелтен пӑхсан вӗсенп такам вӗлернӗ тесе калама сӑлтав тупӑнман. Арҫынсем 27-ре тата 29-та пулнӑ. Вӗсен виллине тупнӑ ҫӗре стюардсем 12 сехет каяллах куҫ хупни палӑрнӑ. Хваттерте ҫӑнӑх евӗр шурӑ япала тупнӑ. Тӗпчевҫӗсем ӑна тӗрӗслеме янӑ. Ҫамрӑк стюардсем вилнин сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем пуҫарнипе специалистсем судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Ан-12» ҫарпа транспорт самолечӗ Екатеринбургра васкавлӑн анса ларнӑ. Самолета хулари Кольцово аэропортӗнче антарса лартма йышӑннӑ. Хыпара «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви регионти экстренлӑ тытӑмсем пӗлтерни тӑрӑх хӑйӗн лентине вырнаҫтарнӑ. Никам та аманман. Ку вӑл —малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх. Самолет васкавлӑ мӗншӗн анса ларнине авиаци специалисчӗсем палӑртӗҫ. Baza телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, бортра 17 ҫын пулнӑ. Самолета лартнӑ чух унӑн шасси темшӗн уҫӑлман. Мӗншӗн уҫӑлманнин сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ мар. Самолет «хырӑм» ҫине анса ларнине официаллӑ ведомствӑсем ҫирӗплетмен. Ҫарпа транспорт авиацийӗн самолечӗпе сиксе тухнӑ пӑтӑрмахӑн сӑлтавне авиаци специалисчӗсем ҫеҫ уҫӑмлӑн калайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫак кунсенче республикӑри театрсемпе концерт учрежденийӗсенче ҫӗнӗ сезон уҫаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх симфони капелли куракансене концерта йыхравланӑ. Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 96-мӗш пултарулӑх сезонне уҫнӑ. Ушкӑна нумай-нумай ҫул ӗнтӗ Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссер пулса ертсе пырать. Программӑра ылтӑн фондри юрӑ-ташӑпа пӗрлех ҫӗннисем те пулнӑ. «Пӗр хӑмапа» ятлине Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Попова лартнӑ, «На завалинке» тата «Ожидание» — Геннадий Крылов ҫамрӑк балетмейстер. «Шура-шурӑ Шупашкар» вокалпа хореографи сюитине те куракансем кӑмӑлтан йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли 52-мӗш концерт сезонне уҫнӑ. Ушкӑнӑн илемлӗх ертӳҫи, тӗп дирижерӗ — Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин. Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ ятпа артистсене ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Кирилл Павлов саламланӑ. Вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе артистсене чечек карҫинкки парнеленӗ. «От первого мгновенья до последнего…» (чӑв. Пӗрремӗш самантран пуҫласа юлашкиччен) концерта Микаэл Таривердиевӑн пултарулӑхне халалланӑ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче «Ожидание» моноопера янӑранӑ. Ӑна Микаэл Таривердиев Роберт Рождественский сӑввипе ҫырнӑ. Дирижёрӗ – Чӑваш Республикин ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина. Иккӗмӗш пайне композитор кино валли ӳкернӗ кӗвӗсем янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Юлашки вӑхӑтра ҫынсен пӗр пайӗ «Bla-bla-car» тытӑмпа анлӑ усӑ курма пуҫларӗ. Ун урлӑ пассажирсем ҫула май машина тупаҫҫӗ, водительсем — пассажир. Вӑл тытӑма темиҫе ҫул каялла ҫынсене ҫула май лартса кайма йӗркеленӗ. Тӳлевсӗр илсе ҫӳрекенсем те пулнӑ, е питӗ йӳнӗ хакпа. Халӗ ҫав пулӑшу услама ҫаврӑнчӗ. Асӑннӑ тытӑмра регистрациленсе укҫа тӑваҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви, ҫул-йӗр инспекторӗсем, налук службин специалисчӗсем рейд йӗркеленӗ. Вӗсем пассажирсене таксипе турттарас ӗҫе епле йӗркеленине Шупашкар районӗнче тӗрӗсленӗ. 15 транспорта чарнӑ. «Lada Largus» автомобиль водителӗ ҫул ҫӳрекенсене «Bla-bla-car» сервис урлӑ тупса Шупашкартан Мускава турттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансен пӗр ушкӑнӗ ют ҫӗр ҫине кӗрсе кайнине ӑнланма ыйтасшӑн. Тӗлӗнмелле ыйтупа вӗсем Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев патне ҫитнӗ. Кӳкеҫри Спорт, Хӗвелаланӑҫ, Ҫӑлтӑр, Ҫамрӑксен, Туслӑх урамӗсенче пурӑнакансем чикӗрен тухса кайса хуралтӑсем хӑпартса лартнӑ. Хӑйсен мар ҫӗр ҫине кӗрсе кайнӑшӑн халӗ вӗсен штраф тӳлеме тивет. Александр Андреев депутат ҫынсем ыйтнипе вырӑна тӳре-шарана йыхравланӑ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, маларах асӑннӑ урамра пурӑнакансемпе тӗл пулса калаҫма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев хӑй ҫитнӗ, Кӳкеҫ поселок администрацийӗнче ӗҫлекенсем пулнӑ. Тӗл пулура чикке куҫарас, ҫынсен хуралтисене саккунлӑ тесе йышӑнас ыйтӑва тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |