Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Ваттисен канашӗ Хаяр Йӑван палӑкне музее пама сӗнет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 05.01.2020 19:46 | 1652 хут пӑхнӑ
Хулара
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Пӗлтӗр Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне лартни пирки пӗлернӗччӗ. Анчах ку чылай ҫынна килӗшмест-мӗн. Чӑваш Енри ваттисен канашӗ те ҫак палӑка хирӗҫ. Унӑн пайташӗсем палӑка илсе музее пама сӗнеҫҫӗ.

«Ку факта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп халӑхсене хисеплеменнипе тан йышанатпӑр. Палӑка илсе Чӑваш наци музейне памалла тесе шутлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ общество пӗрлешӗвӗн пресс-секретарӗ Тимӗр Акташ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, Тутарстанра тата Пушкартстанра 200 пин ытла чӑваш пурӑнать. Ку факт ҫак республикӑсенчи чӑваш халӑхӗ патне лайӑх мар хутшӑну йӗркелеме пултарать.

#Чӑваш наци музейӗ, #ваттисем, #палӑксем, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61855
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 9034.9.3268
2020.01.06 16:52
Pg21.ru сайтӗнче усал шовинистлӑ комментарийӗсем чылай. Вуласа тухӑр. Хурав парӑр.
Agabazar // 5988.7.3722
2020.01.07 14:27
Agabazar
Паллах, унта кайса йĕркеллĕ япаласем çырса хуни аван.

Анчах та йышăнĕç-ши унта пирĕн пек кукшасене? Регистрациленмелле, йĕрксене пăхăнмалла тейĕç...
Тимӗр Акташ // 8056-9539
2020.01.08 23:44
Ҫапла, Аgabazar. Апла, кирлӗ-и? Тен, хӑямата!
Асамат // 1218-6623
2020.01.10 13:23
Тимӗр Акташ , хутшӑнтӑм. Кремлебот кучӗсене пӗҫертмеллех!
Пулкар // 1369.77.1047
2020.01.10 20:13
Унта НОД членӗсем алхасаҫҫӗ. Эпӗ пурне те тивӗҫлӗ сӑмахсемпе "тав" турӑм.
Agabazar // 3280.21.1579
2020.01.10 22:06
Agabazar
Кашни форумах, кашни сайтах ĕлкĕрме кансĕр. Вăхăт çитмест.

Прогород патне çитепĕр, Тур пулăшсан. Анчах пĕлсе çырмалла. Шутламалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем