Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
kirov.online сайтри сӑн
kirov.online сайтри сӑн

Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан арҫын газшӑн укҫа тӳлемен, парӑм пухӑнса кайнӑ. 2018 ҫулта унӑн килне газ пыма пӑрахнӑ – специалистсем парӑмшӑн чарса лартнӑ. Анчах хайхискер хӑй тӗллӗнех газ пӑрӑхне сыпӑнтарнӑ.

Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Каҫал ҫуркунне ун патӗнче каллех газ чарса лартнӑ. Арҫын калех хӑйӗн «йӑлине» тунӑ – газ пӑрӑхне хӑй тӗллӗн сыпӑнтарнӑ.

Хальхинче арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ун судра явап тытма тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60099
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 234-мӗш маршруткӑран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ирхине 7 сехет ҫурӑра транспорт Шупашкарти Гагарин урамӗнче пынӑ, «Патрис Лумумба урамӗ» чарӑнуран тапранса кайнӑ.

Маршрутка пынӑ вӑхтра ӑнсӑртран алӑк уҫӑлса кайнӑ. Салонри 37 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫине тухса ӳкнӗ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн пуҫӗ аманнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ. Ӑна пульницӑра пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/60108
 

Экономика

Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнӗ. Кунта МИХра ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ.

«HeadHunter» компани тата Раҫҫей журналистсен союзӗ Раҫҫейри регионсенчи журналистсен шалӑвне тишкернӗ. Чӑваш Енре, Сарту тата Вологда облаҫӗсенче ӗҫлесе пурӑнакан калем ӑстисен 20 пине яхӑн шалупа ҫырлахма тивет. Раҫҫейри вӑтам ҫак цифра вара 38,5 пин тенкӗпе танлашать.

Мускавра, Мускав облаҫӗнче, Приморье тӑрӑхӗнче 50 пине яхӑн илеҫҫӗ. Ку цифрӑна «Vtomske» портал пӗлтернӗ.

Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑри хыснаҫӑсен шалӑвӗ ӳсессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗсен, ставкисен виҫи 4,3 процент ӳстермелле.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен арҫын ача тусӗсемпе ҫӗнӗ ледникӑн космосри ӳкерчӗкӗсене тӗпченӗ вӑхӑтра Арктикӑра утрав пуррине тупса палӑртнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, утравӑн пӗр пайӗ пӑртан ирӗлнӗ.

Ачасем ҫӗнӗ утрав тупса палӑртни пирки Раҫҫей географи обществине пӗлтерӗҫ, ӑна Андриян Николаев космонавт-летчик ятне пама сӗнӗҫ.

Палӑртмалла: юпа уйӑхӗн 5-9-мӗшӗсенче «Чӑваш Ен ахахӗ» уйлӑх ҫумӗнче Пӗтӗм тӗнчери космос эрни иртнӗ. Унта республикӑри, Раҫҫейри 15 регионти ҫамрӑк космонавтсемпе вӗсен вӗрентекенӗсем килнӗ. Шӑпах ҫавӑнта Шуршӑл ачисем ҫӗнӗ утрава тупса палӑртнӑ.

 

Республикӑра
Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Вакансисен ярмӑркки» иртнӗ. Унти 1-мӗш тата 2-мӗш ҫул вӗренекен ординаторсемпе Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан пульницӑсенче ӗҫлекенсем курнӑҫнӑ. Тӗлпулӑва ЧПУ ректорӗ Андрей Александров, медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин кадрсемпе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Анастасия Борисова хутшӑннӑ.

Ярмӑрккӑна аккредитациленӗ хатӗр специалистсене — участокри терапевтсене тата педиатрсене — ӗҫе йыхравлас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Тӗлпулӑва Тӗп клиника центрӗн, Хулари иккӗмӗш пульница, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин, Хулари 1-мӗш клиника пульницин, Хулари ача-пӑча клиника пульницин, Республикӑри инкексен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӑн центрӗн, Етӗрнери тӗп район пульницин, Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачӗсем пынӑ.

Сӑмах май каласан, «Земство тухтӑрӗ» программӑпа 451 врач яла ӗҫлеме кайнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре малашне пластик СНИЛС памӗҫ. Ун вырӑнне электронлӑ е хутлӑ уведомлени пулӗ.

Ку ҫӗнӗлӗх юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Малашне анкета даннӑйӗсем улшӑнаҫҫӗ пулсан, унчченхи «пластика» ҫухатнӑ тӑк регистраци туни пирки уведомлени кӑна парӗҫ.

Уведомленире пластик СНИЛСри даннӑйсемех: харпӑр счетӑн страхлав номерӗ, хушамат, ят, ашшӗн ячӗ, хӑҫан ҫурални, регистраци хӑҫан туни, арҫын е хӗрарӑм пулнине кӑтартни.

 

Культура

Паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Национальная классика на сцене современного театра» (чӑв. Хальхи театрӑн сцени ҫинчи наци классики) семинар-практикум иртнӗ. Ӑна СССР халӑх артисчӗ, режиссер тата педагог Валерий Николаевич Яковлев ертсе пынӑ.

Семинар-практикума Антон Чехов пьеси тӑрӑх хатӗрлекен «Пилӗк пӑтлӑ юрату» (Чайка) спектакль репетицине ирттернӗ май йӗркеленӗ. Аса илтерер, сцена ҫине ку спектакль пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухӗ. Ҫав кун Валерий Яковлев режиссерӑн спектаклӗсен фестивалӗ уҫӑлӗ.

Семинар-практикумра хальхи театрти режиссура ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Унта режиссерсем, режиссера вӗренекенсем, театр ӗҫӗпе кӑсӑкланакансем хутшӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Журавлик» 48-мӗш ача пахчинче дефектолог пулса ӗҫлекен Оксана Ильина «Учитель-дефектолог России – 2019» (чӑв. Раҫҫейри учитель-дефектолог — 2019) II Пӗтӗм Раҫҫейри педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗнче лауреат ятне илнӗ.

Регионти тапхӑрта мала тухнӑ 59 специалистран 20-шне куҫӑн мар тапхӑр тӑрӑх суйласа илсе куҫӑн ӑмӑртма йыхравланӑ.

Конкурс тӗрӗслевӗ ӑсталӑх сехечӗсенчӗн пуҫтарӑннӑ. Унта Оксана Ильина япӑх куракан ачасемпе епле ӗҫленине каласа кӑтартнӑ. Конкурсӑн иккӗмӗш кунӗнче сывлӑх хавшак ачасемпе ушкӑнпа ӗҫленине кӑтартнӑ. Оксана Ильина Мускаври 283-мӗш шкулти куҫ япӑх куракан ачасемпе ӗҫленӗ.

Конкурса хутшӑннисемпе РФ вӗренӳ министрӗ Оксана Васильева тӗл пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Улан-Удэн тата Бурят Республикин митрополичӗ Савватий тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унӑн ашшӗ, Геннадий протоирей, пурнӑҫран уйрӑлнӑ иккен. Виличчен вӑл ывӑлӗпе курнӑҫса ӗлкӗрнӗ.

«Эп ун патне пырса ҫитнӗ хыҫҫӑн тепрер сехетрен пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Уншӑн кӗл тунисене пурне те тав тӑватӑп», — тесе ҫырнӑ Бурят Республикин митрополийӗн ертӳҫи.

Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн темиҫе сехетрен пачӑшкӑ ашшӗне амӑшӗпе юнашар пытараймассине пӗлнӗ.

Савватий амӑшӗн вил тӑприпе юнашар пӗр вырӑн пур иккен. Анчах унта ашшӗне пытарас тесен хайхисем арӑмӗпе упӑшки пулнине хутпа ӗнентермелле. Пытарас енӗпе ӗҫлекен тӳре-шара Чӑваш Енре саккун ҫаплине пӗлтернӗ.

1951 ҫулхи мӑшӑрлану хутне ӑҫтан тупмалла-ши тесе пӑшӑрханать митрополит. Ӑна архива ыйтса ҫырма сӗннӗ иккен.

Хупнӑ ҫӑва ҫине пытарас тесен ҫӗршывӗпех ҫавӑн пӑтӑрмахлӑ иккен.

 

Республикӑра

Шупашкар аэропорчӗ ҫуллахи навигаци тапхӑрӗ вӗҫленнине пӗлтерет. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче аэропорт хӗллехи тапхӑра куҫӗ. Кӑнтӑр енне вӗҫнӗ самолетсем ҫуллахи тапхӑр вӗҫленнӗ хыҫҫӑн кӑнтӑр енне Шупашкартан ҫӳреме пӑрахӗҫ.

«Икар» авиакомпани Мускава каякан ирхи рейса каярах вӑхӑта куҫарать. «Победа» авиакомпанин расписанийӗ те самай ылмашӗ.

Шупашкарти аэропортӑн кӗрхи-хӗллехи вӑхӑтри расписанийӗпе ҫак каҫӑпа http://aerocheb.ru/passazhiram/zimnee-raspisanie/ иртсе паллашма пулать.

Аса илтерер: Питӗре хальхи вӑхӑтра самолетсем эрнере икӗ хутчен хутлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ навигаци тапхӑрӗ пуҫлансан самолетсем эрнере виҫӗ хут вӗҫӗҫ. Шупашкартан самолет 15 сехет те 35 минутра хускалӗ, Питӗрти Пулково аэропортран Чӑваш Ен тӗп хулине — 12 сехет те 55 минутра. Авиапассажирсене «B-738» самолет турттарать. Шупашкартан Питӗр хулине вӑл 2 сехет те 10 минут вӗҫет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-130125697_1206
 

Страницӑсем: 1 ... 1667, 1668, 1669, 1670, 1671, 1672, 1673, 1674, 1675, 1676, [1677], 1678, 1679, 1680, 1681, 1682, 1683, 1684, 1685, 1686, 1687, ... 3888
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 07

1980
45
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
45
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...