Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Микулай Павловский: «Пире Тӗнче пӗлмест, пӗлсе каймасть!»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.06.2021 05:52 | 1337 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Пире Тӗнче пӗлмест, пӗлсе каймасть!» — тесе ҫырнӑ Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Микулай Павловский чӑваш Фейсбукри «Тӗнчери чӑвашсем» ушкӑнра.

Вӑл пӗлтерне тӑрӑх, хастар йӑхташӑмӑр куҫаруҫӑ урлӑ итальянецсемпе калаҫнӑ. Вӑл вӗсене: «Эпӗ вырӑс мар — чӑваш...» — тенӗ. Пӗри ӑна: «Эсир хӑш ҫӗршывран?» — тесе ыйтнӑ... «Эпир Раҫҫей йышне кӗретпӗр, пирӗн ҫӗрсене 16 ӗмӗрте ярса илнӗ...» — тенӗ Микулай Павловский. Ун хыҫҫӑн тухьялӑ, хушпулӑ пикесене кӑтартнӑ.

Ҫак калаҫу хыҫҫӑн Чӗмпӗр чӑвашӗ ҫапла пӗтӗмлетнӗ: «Пире Тӗнче пӗлмест, пӗлсе каймасть! Ҫавӑнпа... Пирӗн, эпир чӗлхесем пӗлмесен те, Яндекс-куҫаруҫӑ урлӑ пулин те ютҫӗршыв ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ ушкӑнсенче, темӑсенче Хамӑр ҫинчен ҫырма, пӗлтерме тӑрӑшмалла — пирӗнсӗр пуҫне ҫак ӗҫе никам та тумӗ, сана курччӑр тесен хӑвӑнах кӑшкӑрмалла...»

#халӑх ушкӑнӗсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #тӗнче тетелӗ, #Чӗмпӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 1718.15.2497
2021.06.07 11:36
Павловскипе килешмелле.
Анонимла // 8165.1.4993
2021.06.07 13:38
Тӗрӗс. Эпӗ Мускавра сумлӑ больницӑра выртрӑм. Темӗн тӗрлӗ наци ҫынни унта сипленетчӗ. Пӗр грузинпа калаҫса кайрӑмӑр, чӑваш эпӗ, - тетӗп. Ӑнланмасть, Шупашкар, Чебоксары тенине те илтмен вӑл. Шӑпах ҫав вӑхӑтра 2003-мӗш ҫулхи май уйӑхӗнче Шупашкарта чемпионат иртетчӗ, ҫав грузина Шупашкар ӑҫтараххине кӑтартас килетчӗ. анчах та чемпионатне 1-мӗш каналпа кӑтартмарӗҫ ҫав. Пулмарӗ манран чӑваш халӑхӗ ӑҫтарах пурӑннипе паллаштарасси.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем