Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: каникулсем

Вӗренӳ
cytovir.ru сайтри сӑн
cytovir.ru сайтри сӑн

Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров шкул ачисем хӗллехи каникула маларах каяссине пӗлтернӗ. Каникул раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланӗ те кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра республикӑра 88 вӗрентекен тата шкул ачи кӑшӑлвируспа чирлет. Елчӗк районӗнчи пӗр шкул тата 51 класс карантинра.

ОРВИпе тата ОРЗпа чирлекенсен йышӗ нумай: 10,5 пин шкул ачине ҫапла диагноз лартнӑ. 90 класс карантинра.

 

Вӗренӳ
alwaysbusymama.com сӑн
alwaysbusymama.com сӑн

Иртнӗ эрнере ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Захаров ачасен кӗркуннехи каникулне тӑсма сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва оперштаб ларӑвӗнче те сӳтсе явнӑ. Ун чухне Олег Николаев Элтепер ачасене 2 эрнелӗхе каникула яма сӗннӗ.

Министр каланӑ тарӑх, хальхи вӑхӑтра шкулсенче лару-тӑру йывӑр. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, чирлесси 25 процент ӳснӗ. Графикпе килӗшӳллӗн, шкул ачисен юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен канмалла. Кӑшӑлвируса пула ӑна чӳкӗн 7-мӗшӗччен тӑсӗҫ.

Каникул вӑхӑтӗнче хушма пӗлӳ паракан учрежденисем те ӗҫлемӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=261826
 

Республикӑра

Юлашки уйӑхсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланаҫҫӗ. Ҫакна шута илсе ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шкул ачисен каникулне тӑсма сӗннӗ.

Вӑл ЧР Вӗренӳ министерствине тунтикун валли ҫак ыйтӑва татса памалли сӗнӳсем хатӗрлеме ыйтнӑ. «Каникул юпан 25-мӗшӗнче пуҫланать. Унтан тӳрех 4 канмалли кун каять. Тен, тӳрех 2 эрнелӗхе каникула ямалла. Ҫапла кӑшӑлвирусӑн инкубаци тапхӑрӗ татӑлать», - тенӗ Олег Алексеевич.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра ковид-койкӑсен 3,2 проценчӗ ҫеҫ пушӑ.

 

Вӗренӳ
krasnoyarsk.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ
krasnoyarsk.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе йӗркеленӗ оперштаб паян каллех ларӑва пухӑннӑ. Хальхинче тӳре-шара тата яваплӑ специалистсем ачасем кӗрхи каникула епле ирттерессине сӳтсе явнӑ. Республикӑри 169 шкулта каникула юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен кайнӑ, вӗсем чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен канӗҫ. Тепӗр 244 шкулта каникул чӳк уйӑхӗн 2-мӗшнче пуҫланӗ.

Шкула кайман вӑхӑтра ача-пӑчан килте лармалла тесе шухӑшлаҫҫӗ яваплисем. Республика Правительствин вице-премьерӗ — вӗренӳ министрӗ Алла Салаева кружоксемпе секцисен ӗҫне те чарса лартмалла тесе шухӑшлать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗпе, Спорт тата Культура министерствисемпе пӗрле кружоксене каникул вӑхӑтӗнче ӗҫлеттермелле мар тесе йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Йывӑр лару-тӑрури шкул ачисем ҫуркуннехи каникулта социаллӑ пулӑшу кӳрекен организацисем ҫумӗнче йӗркеленӗ уйлӑхсенче канӗҫ. Ун пек мая 450 ача валли туса парӗҫ. Ҫав шутран 35 сусӑра Ачасен реабилитаци центрӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ уйлӑхра кантарӗҫ.

Хула тулашӗнчи канупа сывлӑх уйлӑхсене те яма палӑртаҫҫӗ. Унта вӗсем пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса 29-мӗшӗччен канӗҫ. Хула тулашӗнчи кану вырӑнне ҫитме 861 ача валли путевка уйӑрӗҫ.

Путевкӑсене «Сказка», «Агроздравница», «Белые камни», «Солнышко», «Салют» тата «Надежда» уйлӑхсене параҫҫӗ. Вӗсене ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗсенче параҫҫӗ.

Йывӑр лару-тӑрури ачасен шутне ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнисем, сусӑр ачасем, хавшак сывлӑхлисем, хӗҫпӑшаллӑ тата наци хушшинчи хирӗҫтӑрӑва пула шар курнисем, ирӗксӗртен куҫса килнисен тӗпренчӗкӗсем, пусмӑра тӳссе ирттернисем, воспитани колонийӗсенче айӑплава ирттерекенсем, сахал тупӑшлӑ ҫемьере ӳсекенсем тата ытти хӑш-пӗр категори кӗрет.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре ОРВИпе грипа пула 17 пин ытла ача шкула каяймасть. Ҫавна май чылай шкул карантина хупӑннӑ.

Шупашкарти 5-мӗш гимназие вара чир ура хурайман. Унта ку лару-тӑрура мӗнле вӗренмеллине шухӑшласа кӑларнӑ. Унта эпидеми пулман-ха, анчах сывӑ ачасене дистанци мелӗпе вӗрентме шухӑшланӑ.

Ачасене скайппа усӑ курса вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пусне вӗрентекенсене тестсене онлайн мелӗпе ҫырмалли, дистанци мелӗпе вӗренмелли «Модул» программа пулӑшать. Вӗсем пулӑшнипе педагогсем малтан задание ачасене ярса параҫҫӗ. Лешсем хӑйсем тӗллӗн тишкерсен хӑтлав, таблица, схема яраҫҫӗ.

Заданисене пур вӗренекене те ярса параҫҫӗ. Чирлисем вӗсене май килнӗ таран пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсенчен ҫирӗп ыйтмаҫҫӗ.

Тем тесен те, 21-мӗш ӗмӗрте те куҫа куҫӑн калаҫнине, класра ларса вӗреннине нимӗн те ҫитмест. Вӗрентекенсем ҫитес эрнере ачасем кӗтмен ҫӗртен пулнӑ каникултан таврӑнасса шанаҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та