Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫулла ҫитсен халӑх ҫутҫанталӑкра канма юратать. Анчах хӑшӗсен хӑйсем хыҫҫӑн йӑлари хытӑ каяш пӑрахса хӑварас йӑла пур. Утӑ уйӑхӗн 8 тата 11-мӗшӗсенче Изьяр кӳлли тавра тирпей-илем кӗртме пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ кӳлӗ Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн шутланать. Вӑл лесничествӑн ҫурҫӗр участокӗн 50-мӗш кварталӗнче пуҫтарӑннӑ. Ҫутҫанталӑка сыхлассипе ҫыхӑннӑ акцие «Шупашкарти вӑрман хуҫалӑхӗ» бюджет учрежденийӗ, «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗ тата «ВТБ» банкӑн Шупашкарти операци офисӗ хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 30 ҫын пуҫтарӑннӑ. Экологи акцийӗн вӑхӑтӗнче 16 кубла метр каяш пухнӑ. Ятарлӑ техникӑна «Заволжье» МУП ятарлӑ техника уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 1 сехет те 28 минутра Шупашкарта мотоциклист инкеке лекнӗ. Карл Маркс тата Воробьев композиторсен урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, светофор симӗс тӗспе ҫуннӑ чухне, «HONDA» мотоцикла тытса пыракан ҫамрӑк арҫын тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ. 33 ҫулти арҫын вилнӗ. Инкек вырӑнне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем мотоциклистӑн прави тата ОСАГО страхламалли полис ҫуккине палӑртнӑ. 33 ҫулти арҫын, вӑл Канаш районӗнчен пулнӑ, транспортпа ҫӳреме права пулман. Ӑна унсӑр хӑварнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пулса иртнӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе йӗрке хуралҫисем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка районӗнчи пӗр ҫыннӑн пахчинче мӑкӑнь ӳснӗ. Пурӗ 106 тӗм. Ҫавна полицин участокри уполномоченнӑйӗ асӑрханӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 50 ҫулти кил хуҫмэи пахчара мӑкӑнь ӳснине курнӑ. Анчах йӑран ҫумланӑ чухне вӑл ӑна тӗкӗнмен. Кӑштахран мӑкӑне йӗрке хуралҫи асӑрханӑ хыҫҫӑн кил хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пахчара мӑкӑнь тата кантӑр ӳстерме юраманни, асӑрхасан ӑна ҫумласа тӑкмалли пирки аса илтерет. Ахальлӗн саккун РФ Пуҫиле кодексӗн 231-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарма ирӗк парать. Вӑл статьяпа 300 пин тенкӗ таран штрафлама е 2 ҫул таран хупса хума юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ҫамрӑксене иртнӗ ҫулшӑн патшалӑх премине парассине ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пӗлтернӗ. Укҫана тивӗҫнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Правительство ҫуртне йыхравланӑ. Преми илме 61 ҫын 34 ӗҫ тӑратнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, темиҫе авторӑн пӗрлехи ӗҫӗ те пулнӑ. Сӑмахран, Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн «Агровыбор» пресс-центрӗн тӑрӑшулӑхне, унта «Агровыбор Чувашии» информаципе аналитика журналӗ кӑларса тӑнине палӑртнӑ. Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ ята иртнӗ ҫулшӑн пурӗ 29 ҫамрӑка пама йышӑннӑ. Вӗсем – тӗрлӗ отрасль пайташӗсем: литературӑпа ӳнер, культурӑпа журналистика, сывлӑха сыхлас ӗҫ тата спорт... Премие И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑрӑшакансемпе вӗренекенсем уйрӑмах йышлӑн тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ район ертӳҫисем хӑйсем патӗнче туризма аталантарасшӑн, агропромышленность паркӗ йӗркелесшӗн тата тимӗр-бетон изделийӗсене ҫӗнӗлле меслетпе кӑларакан производство уҫасшӑн. Ҫакӑн пирки район администрацине нумаях пулмасть ертсе пыма тытӑннӑ Сергей Беккер ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа тӗл пулсан каланӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра «Уй кунӗ» курав уҫӑлнӑ. Района аталанма кансӗрлекен ыйтусен шутӗнче Сергей Беккер хальхи вӑхӑтри тасатмалли сооружени ҫуккине тата йӑлари хытӑ каяш вырӑнне рекультивацилессине палӑртнӑ. Олег Николаев сооружени тӑвассипе муниципалитета хастар пулма чӗнсе каланӑ. Вырӑнтисем проект хатӗрлесен республика та пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе Шупашкар хулин тӗп пульницине ҫӗлен сӑхнӑ 10 ҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 5-шӗ сывалнӑ, тепер 5-шӗ сипленеҫҫӗ. Ҫапла, шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӗленсем нумайланнӑ, хӗвел питтине тухма тытӑннӑ. Чӑваш Енре хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене, медянкӑна тата хура ҫӗлене тӗл пулма пулать. Хура ҫӗлен – наркӑмӑшлӑ. Специалистсем асӑрхаттараҫҫӗ: ҫӗленсем хӑйсем пӗрремӗш нихӑҫан та тапӑнмаҫҫӗ. Ӑна курсан майӗпен чакмалла, хӳтӗленсе алла малалла тӑсмалла мар. Ытларах чухне ҫӗленсем ҫынсене утӑ пуҫтарнӑ чухне, вӑрмана, улӑх-ҫарана ҫырлана кайсан сӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Хальлӗхе кӑшӑлвирус сарӑлнине пула Чӑваш Енре массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть. Анчах шупашкарсем Атӑл леш енче ҫакна пӑхмасӑрах электронлӑ кӗвӗ фестивалӗсем, ташӑ каҫӗсем, вип-каҫссем ирттереҫҫӗ. Вӗсене 500 ҫын таранах пухӑнать-мӗн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те массӑллӑ мероприяти пулнӑ. Унта тӳлевсӗрех е ыркӑмӑллах валли укҫа парсан кӗртнӗ. Унта чӑваш ди-джейӗсем пулнӑ. Салют та янӑ. Ирхине унта канакансем ҫутҫанталӑкпа киленнӗ, апатланнӑ, кальян туртнӑ. Республикӑра вара пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине йышӑннӑ. Массӑллӑ мероприятисене ирттернине «Про Город» тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инстаграмри сӑн Шупашкарти 19-мӗш шкулта вӗренекен Сергей Михайлов ашшӗпе пӗрле Етӗрне районӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Арҫын ача пӗве варрине ишсе ҫитсен пуҫӗпех шыва путнӑ хӗрачана курнӑ та ӑна пӗр тӑхтамасӑр пулӑшнӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унтан хӗрачана пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ҫак хӗрача яла тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ-мӗн, шӑрӑх ҫанталӑкра шыва кӗме шутланӑ. Юрать, вӑл путнине 8-мӗш класс пӗтернӗ Сергей курнӑ. Арҫын ача ҫӑмӑл атлетикӑпа тата йӗлтӗр спорчӗпе кӑсӑкланать. Вӑл программист пуласшӑн. Хӗрачан тӑванӗсем Сергея тав тӑваҫҫӗ. Арҫын ачан шухӑшӗпе вара, вӑл паттӑрла ӗҫ туман, ҫынна йывӑрлӑхра пулӑшнӑ ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 7ya.ru сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗпрел ялӗнче 12 ҫулти арҫын ача путнӑ. Вӑл пӗвере вӗрсе хӑпартнӑ матрас ҫинче ишнӗ. Унччен те пулман – вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ, шывран тухайман. Ачана ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, тухтӑрсем ҫитиччен медпулӑшу панӑ. Васкавлӑ медпулӑша фельдшерӗсем тата районти пульницӑн тухтӑрсем арҫын ачана леш тӗнчерен тавӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиникине санавиаципе ӑсатнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача амӑшӗнчен шыва кӗме ирӗк ыйтнӑ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ. Вара вӑл ашшӗнчен ирӗк илсе пӗве хӗррине кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер Патӑрьел районӗнче ялти лавкка ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ирхине ҫӑра тӗтӗм палкаса тухнӑ. Лавкка ҫунать иккен! Пушарнӑйсем патне хыпар 7 сехет те 13 минутра ҫитнӗ. Кун пирки лавккапа ҫумӑн пурӑнакан хӗрарӑм шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. Лавккари холодильник, апат-ҫимӗҫ сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |