Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи кашни ҫулах Ҫӗнӗ ҫул тӗлне кил умне капӑрлатать. Кӑҫал вӗсем Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне хапхи ҫине чӑваш эрешне ӳкернӗччӗ.
Хальхи вӑхӑтра Ивановсен килӗ умӗнче чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать. Вӗсем Ҫӗлен ҫулталӑкне кӗтсе илме хатӗрленнӗ ӗнтӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче – Чӑваш тӗррин кунӗ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсем тимӗр хапхине чӑваш наци тӗррипе илемлетнӗ.
Вӗсем хапха ҫине чӑваш эрешне хӗрлӗ сӑрӑпа ӳкерсе хунӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрнери Орлов урамӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӗпеле, шалти отделкӑна, сӗтел-пукана сиенлетнӗ.
Шел те, ҫухатусӑр пулман. Пушарта 76 ҫулти арҫын вилнӗ.
Ҫав кунах 14 сехетре Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пушар алхаснӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем кӳршӗ ҫурта сыхласа хӑварнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 674 пушар тухнӑ. Вӗсенче 36 ҫын вилнӗ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас тата Шӑнкас ялӗнче пурӑнакансем ҫулсеренех Ҫӗнӗ ҫул умӗн кил таврашне хитрелетеҫҫӗ. Вӑрманкасри Селедкисем кил умне 11 ҫул ӗнтӗ капӑрлатаҫҫӗ. Вӗсене «Пӗрремӗш каналпа» та кӑтартнӑ. Вӗсен кӳршисем те теттесене чӑрӑш ҫине пырса ҫакасси йӑлана кӗнӗ.
Шӑнкасри Николай Иванов та кил умне капӑрлатнӑ. Вӑл кашни ҫулах пысӑк тӑвайкки тӑвать, кӳлепесем ӑсталать. Ӑна та федераци каналӗпе кӑтартнӑ.
Кӑал Шупашкар районӗнчи ҫула 11 лаптӑк ҫинче, пурӗ 33 километр тӑршшӗ юсӗҫ. Ӗҫ валли 254 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Юсама палӑртнӑ ҫулсем ҫаксем: «Кӳкеҫ — Иккасси— Платка»; «Атӑл Шорчекасси – Тутаркасси»; «Шупашкар – Сурски — «Кӑшавӑш — Студентсен хули»; «Лапсар — Мокшин»; «Куснар-Тренккасси»; «Атӑл — Апаш»; «Мӑштавӑш – Шӑнкас – Туҫикасси»; «Турикасси — Мӑн Мамӑш — Чаканар»; «Турикасси – Мӑн Мамӑш – Чаканар» – Тимой-Мамӑш; «Пархикасси —Синьял-Покровски»; «Шупашкар — Сурски — Йӑршу».
Аукциона мӗнпур 11 объектпа ирттернӗ. Юсав ӗҫне «Стройком» предприяти пурнӑҫлӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Йӗлтӗр йӗрӗ» массӑллӑ спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Тупӑшӑва хуласенче ҫеҫ мар, хӑш-пӗр ялта та йӗркеленӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакансем те йӗлтӗр сырса тухнӑ. Унта Мӑштавӑш ялӗнчи ҫынсем те хутшӑннӑ. Йӗлтӗр сырса чупнӑ чи кӗҫӗн ҫын 4 ҫулта пулнӑ. Чи асли вара - 72 ҫулти ҫын. Вӗсене ятарлӑ парнесемпе хавхалантарнӑ.
Йӗлтӗрпе чупакансем питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Уҫӑ сывлӑш, лайӑх ҫанталӑк вӑй-хал хушнӑ. Ӑмӑрту вӗҫленсен ял ҫыннисем вӗри чей ӗҫнӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр кашни ҫулах кил умне юртан ӑсталанӑ кӳлепесемпе илемлетет. Николайпа Ираида Ивановсем ав халӗ те кӳлепесем хатӗрленӗ. Вӗсем – Юратакансен кунӗпе ҫыхӑннисем.
Ҫак илемлӗ вырӑнта сӑн ӳкерӗнме пулать. Ивановсем каланӑ тӑрӑх, ҫак кӗтесе ӑсталама 3 кун кирлӗ пулнӑ. Ӑна вӗсем каҫхине ӗҫ хыҫҫӑн тунӑ. Кил умӗнче юртан хатӗрленӗ чӗресем вырӑн тупнӑ. Кил хуҫи хӑйех гирлянда ӑсталанӑ.
Ираидӑпа Николай 37 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем виҫӗ ывӑл ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен картишӗнче ҫулталӑк палли Вӑкӑр та пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи Ҫӗнӗ ҫула тӗплӗн хатӗрленнӗ. Вӗсем пӳрте шалтан кӑна мар, тулаш енчен те капӑрлатнӑ.
Николайпа Ирина Ивановсем ҫак илеме тӑвас тесе пӗр каҫ кӑна тӑрӑшман. Малтанах вӗсем ачасем валли ҫутатакан тӑвайкки ӑсталанӑ, юр кӗлеткене тата сысна кӗлеткине юртан тунӑ. Юнашарах елка лартса ӑна илемлетнӗ. Кунсӑр пуҫне пӳрт, карта-сарай таврашне йӑлтӑртатакан гирляндӑсем ҫакнӑ.
«Ҫынсене килӗшет, ҫакӑ савӑнтарать. Пурте пырса сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. Ачасем вара пӗрмай выляҫҫӗ, тӑвайккинчен ярӑнаҫҫӗ. Ӑна чылай вӑхӑт турӑмӑр, юра кӳршӗсенчен те вӑрлама тиврӗ», - йӑл кулса пӗлтернӗ Николай «Про Город» хаҫата.
Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл 543 ҫын пурӑнакан яла медицина пулӑшӑвӗ парӗ.
ФАПа кирлӗ медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе, сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Унта Алина Геннадьевна Суркина акушерка ӗҫлет. Унӑн медицинӑри пӗтӗмӗшле стажӗ – 28 ҫул. Вӗсенчен 25-шне вӑл ФАПра ӗҫленӗ. Санитаркӑра Руфина Кимовна Бородова вӑй хурать.
Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре ЧР Сывлӑх министерствин тӗп эксперт специалисчӗ Н.А.Калашников, Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ М.Н.Алексеев тата ыттисем хутшӑннӑ. Шӑнкас халӑхӗ ФАП уҫнӑшӑн хӗпӗртесе тав тунӑ.
Уяв концертпа вӗҫленнӗ. Халӑха Шӑнкасри культура ҫурчӗн «Шурӑ акӑш» ансамблӗ савӑнтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |