Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Мускавра ҫуралнӑ ачасем чӑвашла юптару вӗреннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 28.12.2021 05:57 | 1572 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
«Хавал» ушкӑнри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Хавал» ушкӑнри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Мускавра пурӑнакан Василиса тата Кирилл Ербулатовсем «Кушакпа йытӑ» юптарӑва пӑхмасӑр каласан панине ӳкерсе илнӗ, видеона «Ютуб» видеохостингра вырнаҫтарнӑ.

«Маттурсем! Мӗнле вӑрӑм пулсан та вӗреннӗ, интонаци мӗне тӑрать!» – ырланӑ вӗсене «Хавал» ушкӑн «Контактра» страницӑра.

Асӑннӑ ушкӑнра хыпарланӑ тӑрӑх, ачасем иккӗшӗ те Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Вӗсемпе мӗн ҫуралнӑран чӑвашла калаҫма ҫемье ятарлӑ ҫынна тупнӑ.

Шупашкарти е чӑваш ялӗсенчи хӑш-пӗр ҫемьен вӗсенчен тӗлӗнмелӗх, чӑн та, пур.

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #ачасем, #культура, #Мускав, #Хавал

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1907.15.3465
2021.12.28 12:40
Agabazar
Кунта ачасен хушамачĕсене тĕрĕсех кăтартнă-ши? Кăштах йăнăшман-ши?
2021.12.28 17:02
Владимир Болгарский
Апларах тӗрӗк сӑмахӗсенчен пулнӑ хушаматсем чӑвашсен нумай питӗ. Ербулаткинсем Чутайсем пур Мускавра, Ербулатовсем Улатӑр тӑрӑхӗнчи Эйпеҫрен те пур, тата ытти вырӑнсенчен те нумай.
Agabazar // 3620.10.2717
2021.12.29 22:02
Agabazar
Ну, мĕнле çырнă, çавăн пек йышăнăпăр.

Çывхарса килекен Çĕнĕ Çул ячĕпе пурне те!
2021.12.31 13:22
Владимир Болгарский
Ҫӗнӗ Ҫулпа Акапасар, ячӗпе мар. Ячӗпе вӑл клерк шухӑшласа кӑларнӑ шаблон кӑна. Официаллӑ ятпа Ҫӗнӗ ҫула 1936 ҫулта палӑртма тытӑннӑ. Ҫул сӑмах чӑваш чӗлхинче икӗ пӗлтерӗшлӗ пирки вӑл вӑхӑтра Ҫӗнӗ ҫулпа тенӗ сӑмахне тепӗр пӗлтерӗшпе ан ӑнланччӗр тесе «ячӗпе» хушнӑ. Ытти чӗлхесенче те, ячӗпе ҫук.
Agabazar // 1933.88.7458
2021.12.31 23:15
Agabazar
Çĕнĕ Çулпа тенине хирĕç мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем