Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.8 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра Чӑваш Енре 166 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кӑтурту кунсерен ӳссе пырать. Ку таранччен 37287 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 32574-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 17 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пӗтӗмпе 2706 ҫын каварлӑ чире парӑнтарайман. Ку – чирленисен 7,2 проценчӗ.

Юлашки талӑкра 123 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2007 ҫын кӑшӑлвирусран стационарта е килте сипленет.

 

Хулара

Пирус асӑрханмасӑр туртнӑран Шупашкарта балкон ҫунма тытӑннӑ. Анчах хальлӗхе паллӑ мар: хуҫи хӑй туртнӑ е пирус пуҫӗ ҫӳлти балконран ӳкнӗ.

Ӗнер 17 сехет ҫурӑра Николаев урамӗнчи 47-мӗш ҫуртра балкон ҫунма тытӑннӑ. Икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен 90 ҫулти кил хуҫине эвакуациленӗ. Унта ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ватӑ арҫынна тухтӑрсем пулӑшнӑ.

Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

 

Статистика

Юлашки эрнере Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлесси 23 процент ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.

Кӑҫалхи 42-мӗш эрнере республикӑра 991 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ҫапла кӑтарту 23,3 процент ӳснӗ, Шупашкарта – 10,5 процент.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен йышӗнче ытларах 50-64 ҫулсенчи ҫынсем. Чирлекенсен 11,2 пероценчӗ – ачасемпе ҫамрӑксем.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян 13 сехетре Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Ку Прокопьев урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Арҫын 8-мӗш хутран ӳкни паллӑ. Анчах мӗнле сӑлтава пула аялалла ӳкнине хальлӗхе палӑртман.

Вырӑна полицейскисем, тухтӑрсем ҫитнӗ. Шурӑ халатлисем арҫын вилнине палӑртнӑ. Вӑл 32 ҫулта пулнӑ.

Халӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкарти пӗр ватӑ хӗрарӑмӑн хваттерӗнче ҫар припасӗсем пытарнӑ вӑрттӑн вырӑн тупнӑ. Ӑна мӑнукӗ хӑварнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Арҫынна кунсӑр пуҫне Раҫҫейре тата ют ҫӗршывсенче йывӑр преступеленисем тунӑшӑн айӑпласшӑн.

Хваттер пӳлӗмӗнче полицейскисем ҫар припасӗсем тупсан кинемей питӗ тӗлӗннӗ. Унта пистолет, патронсем пулнӑ. Кинемее пӑхсан мӑнукӗ хваттерте ҫар припасӗсем хӑварни пирки пач та пӗлменни паллӑ пулнӑ.

Ватӑ хӗрарӑман мӑнукӗ киле часах таврӑнмӗ. Ют ҫӗршывра преступлени тунӑшан ӑна тӗрмене хупнӑ.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑри пульницӑсем юпа уйӑхӗн 30-мӗшенчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен епле ӗҫлессине пӗлтернӗ.

Ведомство сайтӗнче хыпарланӑ, юпа уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче вӗсем шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ, чӳк уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче — унчченхи ӗҫ графикӗпе. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уяв кунӗ пулнӑ май канӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 5, 6, 7-мӗшӗсенче — шӑматкунхи графикпа.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре каллех рекорд. Сӑмах – кӑшӑлвирус пирки. Ӗнер 150 ҫын ковидпа чирленине палӑртнӑ. Паян кӑтарту татах ӳснӗ: 159 ҫын.

Ку таранччен республикӑра 37122 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 32451-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 107 ҫын чире парӑнтарнине палӑртнӑ.

Юлашки талӑкра 16 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку кӑтарту кунсерен тенӗ пекех ӳссе пырать. Пӗтӗмпе ку таранччен 2689 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Юпа уйӑхӗнче 376 ҫын чире парӑнтарайман. Танлаштармашкӑн: авӑн уйӑхӗнче 301 пациент сывалайман.

Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1982 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Республикӑра
 nsb-rf.ru сайтри сӑн
nsb-rf.ru сайтри сӑн

Шали ӗҫсен органӗнче ӗҫлекен 34 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пысӑк укҫа вӑрлама тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл пӗлӗшӗн 3,3 миллион тенкине хайӗн кӗсйине чикме хӑтланнӑ. Вӑл ӑна ҫак укҫапа икӗ пӳлӗмлӗ 4 хваттер туянма пулать тесе ӗнентернӗ.

Анчах йӗрке хуралҫи хура ӗҫне вӗҫне ҫитереймен. Ӑна Хӑрушсӑрлӑхӑн федераци службин тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсен ӗҫченӗсем татса чарнӑ.

Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе малалла тӗпчӗҫҫӗ.

 

Хулара

Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен Шупашкарти аэропорт хӗллехи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫавна май хӑш-пӗр ирхи рейс пӑрахӑҫланать.

«Победа» авиакомпанин «Шупашкар – Мускав» рейсӗ икӗ хутчен пулӗ. Пӗри – Шереметьевӑна, тепри – Внуковӑна. Шереметьевӑна 11 сехет те 10 минутра вӗҫӗ (халӗ – 17 сехет те 25 минутра). Внуково аоэропортне вӗҫмешкӗн самолета 21 сехет те 50 минутра лартӗҫ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 3-мӗшӗччен Внуковӑна тепӗр рейс пулӗ: 15 сехет те 55 минутра. Анчах кашни кун мар – тунтикун, кӗҫнерникун, эрнекун тата вырсарникун.

Питӗре тунтикун, юнкун, эрнекун, вырсарникун 20 сехет те 20 минутра вӗҫме пулать.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Паян пӗтӗм Шупашкар ура ҫине тӑнӑ. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пӑшаллӑ арҫын ҫӳренине курнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха паян хулара?

Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын 11 сехетре хӑйӗн хваттерӗнче, Гузовский урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра, пӑшалтан пенӗ. Унтан вӑл подъезда тухнӑ. Кун пирки арҫыннӑн тӑванӗ полицие пӗлтернӗ.

Пӑшаллӑ арҫынна полици нарячӗ шырама тытӑннӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине «Хӑрушсӑр хула» камерисемпе сӑнанӑ: арҫын Гузовский урамӗнчен Горький проспекчӗ еннелле утнӑ.

1,5 сехет ҫурӑран ӑна Сверчков урамӗнче, Атӑл хӗрринчи вӑрманта, тупнӑ. Вӑл полицейскисене курсан тарма хӑтланнӑ. Анчах ӑна ҫавӑрса илнине ӑнансан хайхискер хӑйне тӗллесе пенӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Юрать-ха, урӑх никам та аманман.

 

Страницӑсем: 1 ... 1346, 1347, 1348, 1349, 1350, 1351, 1352, 1353, 1354, 1355, [1356], 1357, 1358, 1359, 1360, 1361, 1362, 1363, 1364, 1365, 1366, ... 4216
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 28

1980
46
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тенчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...