Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ «Голос поэта – летопись жизни» театрланӑ концерт хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Куракансене поэтӑн биографийӗнчи паллӑ саманчӗсемпе паллаштарӗҫ. Унта поэтӑн литература хайлавӗсенчи пурнӑҫпа, шӑпапа, юратупа ҫыхӑннӑ саманчӗсем янӑрӗҫ.
Мероприятие Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ Атнер Петрович хутшӑнӗ. Концерта чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ илем кӳрӗҫ.
Концерт пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче институтӑн концерт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.08 18:14 | |
Ку карччынккан чăвашла версийĕ пур-и вара? | |
Карантай Тимĕрĕ // 4240.41.1538
2022.03.09 04:44 | |
Ӑҫтан пултӑр ара, ӳкерђĕкĕ-афишĕ йӑлт уҫӑмлӑн кӑтартать-ҫке. Активлĕхĕ (мероприятие (вырӑссем "активность" сӑмахпа йулашки вӑхӑтра усӑ кураҫҫĕ, уйрӑмах шурналистсем) те вырӑсла пулса иртĕ.
Театраланнӑ, "театрализация" такӑнтаракан вырӑсла сӑмах вырӑнне ҫырма та калама ҫӑмӑлрах ҫав. |