Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Культура.рф порталӑн чи лайх трансляцийӗсен йышне лекнӗ. Чӑвашсен «Шинель» спектакльне пӗр каҫра 58 604 хутчен пӑхнӑ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗ залран тӳрӗ трансляцисем пуҫланӑ. Спектакле ӳкерме Культура.рф Раҫҫей порталӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Мускавран Шупашкара килсе ҫитнӗ. Спектакле тӳрӗ эфирта пӑхнисем ӑна ырласа ҫырнӑ. «Халӗ ҫеҫ спектакль пӑхрӑмӑр! Мӗн тери лайӑх лартнӑ! Маттурсем! Тӗп сӑнар ролӗнчи артист Акакий Акакиевич кӑмӑлне мӗн тери ӗнентерӳллӗн уҫса пачӗ. Артистсене алӑ ҫупса тав тума спектакле театра кайсах курӑпӑр!», – тесе ҫырнӑ, сӑмахран, куракансенчен пӗри. Спектакле Культура.рф порталта халӗ те пӑхма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш студенчӗсем Казахстанри курава хутшӑннӑ. «Art-yurta» пӗтӗм тӗнчери онлайн курав-конкурса Атюбинскри К. Жубанов ячӗллӗ университетӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ. Курава Казахстанри, Туркменистанри, Венгрири тата Раҫҫейри аслӑ шкулсенчи 200 ытла студент хутшӑннӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн технологипе экономика факультечӗн ҫамрӑксем те куравра палӑрнӑ. II степеньлӗ диплома Мария Семенова тата Дарья Михеева тивӗҫнӗ, конкурса хутшӑнни ҫинчен калакан дипломпа Рената Яруллинӑна хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() РСФСР халӑх артисчӗ Вера Голубева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вера Голубева 1928 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Кураклӑ Каркалар ялӗнче ҫуралнӑ. 1947 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫула яхӑн Йӗпреҫри колхоз театрӗнче ӗҫленӗ, 1949-1972 ҫулсенче Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче актрисӑра тӑрӑшнӑ, 1972-1989 ҫулсенче – Чӑваш пукане театрӗнче. Артистра ӗҫленӗ вӑхӑтрах Чӑваш радиопа тата телевиденийӗпе «Асанне юмахӗсем» кӑларӑма ертсе пынӑ. Вера Голубева чӑваш юмахӗсене каласа панине Ленинградри (халӗ – Питӗр) «Мелодия» фирма 1990 ҫулта грампластинкӑпа кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшаланӑшӑн йӗрке хуралҫисене куҫӗ тӗлне лекнӗ. Тӳрех палӑртмалла: ҫамрӑк арҫынна полицейскисем унччен те тытса чарнӑ. Вӑл пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисемшӗн пӗрре мар айӑпланнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫак каччӑ пӗлӗшӗсемпе Ҫӗнтерӳ паркӗнче пулнӑ, палӑк патне хӑпарса ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшаланӑ. Видеона каччӑ Инстаграмри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫакна вӗсем пуҫтахланас, вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтаксен ятне варалас тӗлӗшпе тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() nb-ugra.ru сайтри сӑн РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑшӑлвирусран тумалли вакцина Раҫҫейре тӳлевсӗр пулассине шантарать. Анчах ку препаратӑн производстви нумайлансан ҫеҫ пулӗ. Кун пирки «Интерфакс» сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫурла уйӑхӗнче ҫапла пӗлтернӗччӗ: кӑшӑлвирусран тумалли вакцина тӳлевсӗр те пулассине правительство йышӑнӗ. «Вӑл та, ку та вариант пуласси пирки ыйтаҫҫӗ – профессионал сообществӑран та, фармацевтика сообществинчен те. Ҫакна правительство йышӑнӗ», - тенӗ РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Михаил Мурашко. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() omskpress.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пиллӗкмӗш кун ӗнтӗ кӑшӑлвирусран ҫынсем вилеҫҫӗ. Ӗнер виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ, паян – иккӗшӗн. Ҫапла вилнисен йышӗ 126-а ҫитнӗ. Ку таранччен 9495 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 7918-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 58 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Чирлекенсен йышӗ 57 ҫын пулнӑ. Паянхи кун тӗлне пульницӑсенче тата килте 1451 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,16-па танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Алран алла» ятпа ҫӗнӗ ярӑм ҫулсерен тухса тӑма пуҫлӗ. Унта кӗнӗ хайлавсенче хӗрарӑм шӑпи тӗп вырӑнта пулӗ. Издательствӑн ӗҫченӗ Галина Антонова ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Вулавӑшӑн сайтӗнче клубӑн хастар пайташӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленнӗ «Инкеклӗ телей» коллективлӑ сборника сӳтсе явнине пӗлтернӗ. Кӗнекене пухса хатӗрленӗ Галина Антонова ҫапла пӗлтернӗ: «Чӑвашла вулама юратакан пикесем, аппасемпе йӑмӑксем, аннесемпе асаннесем валли Чӑваш кӗнеке издательстви ятарлӑ ярӑм пуҫларӗ. Вӑл «Алран алла» ятпа кашни ҫулах тухса тӑрӗ. Ҫав ярӑмри кӗнекесене хӗрарӑмсем уйрӑмах килӗштерекен юратупа туслӑх, ҫемье, кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ повеҫсемпе калавсем кӗрӗҫ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ вӗҫӗмех пухӑнать. Нумаях пулмасть вулавӑшра «Инкеклӗ телей» кӗнекене тишкернӗ. «Алран алла» ярӑмпа тухнӑ кӑларӑма Улькка Эльменӗн, Юрий Терентьевӑн, Лидия Филипповӑн, Людмила Сачковӑн, Владимир Степановӑн, Галина Матвеевӑн, Ольга Любимовӑн калавӗсем тата Юлия Николаевӑн повеҫӗ кӗнӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ. Унта кӗнӗ хайлавсен пӗр пеклӗхӗ – хӗрарӑм шӑпи. Кӑларӑма тишкерме асӑннӑ кӗнекене пухса хатӗрленӗ Галина Антонова, Владимир Степанов ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров, «Варкӑш» литература клубӗн хастар пайташӗ Елена Кудрявцева тата ыттисем пухӑннӑ. ЧР Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Варкӑшӑн» ҫитес тӗлпулӑвӗнче Нелли Петровскаян икӗ кӗнекерен тӑракан «Тухатмӑш» романне пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти производство предприятийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен хӗрарӑм ӗҫре суранланнӑ. Вӑл производство прессӗпе сылтӑм аллинчи икӗ пӳрнине касса янӑ. 49 ҫулти ҫын ӗҫре аманнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем инкек сӑлтавне палӑртӗҫ, судпа медицина экспертизи туса ирттерӗҫ. Предприятири ӗҫ сыхлавӗшӗн яваплӑ ҫынсем хӑйсен тивӗҫне епле пурнӑҫланине те тишкерӗҫ. Тӗрӗслев вӗҫленсен татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сергей Журавлев сӑнӳкерчӗкӗ Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Шуйтан чури» премьера кӑтартнӑ. Ӑна, аса илтерер, Константин Ивановӑн вӗҫлеймен хайлавӗ тӑрӑх, унти шухӑшсене малалла аталантарса Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ. Унти сӑнарсенчен пӗри пуянлӑхшӑн чунне шуйттана пама хатӗр. Спектакле республика Элтеперӗн укҫипе лартнӑ. Ӗҫӗн режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |